Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Пенси калькуляторĕпе усă курăпăр

03 июля 2013 г.

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççейре ватлăха пула паракан ĕç пенсине шутлассинче хăш-пĕр çĕнĕлĕх вăя кĕрет. Çак йĕркене Раççей Федерацийĕн ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви РФ пенси системине нумай вăхăтлăх тапхăрта аталантармалли Стратеги программи шайĕнче хатĕрленĕ.

Пенсие çĕнĕ йĕркепе шутлассинче тĕп тимлĕх пенсионерсен стажĕ çинче пулĕ. Çапла вара пенси калăпăшĕ пысăкрах пултăр тесен стаж ытларах кирлĕ. Калăпăр, эсир пенси çулне çитнĕ пулсан та пенси фондне заявлени çырма тăхтанă, çапах та ĕçленĕ. Кун пек чухне вара пенси укçине самай пысăк коэффициентпа хавхалантару мелĕпе шутлаççĕ. Пенсие тухнă вăхăтра хĕрарăмсен ĕç стажĕ 30 е ытларах, арçынсен 35 е ытларах çул пулсан пенси калăпăшне шутлассинче пысăкрах коэффициентпа усă кураççĕ. Çавăн пекех пулас пенси валли хăй ирĕкĕпе укçа хывакансене хавхалантарассине пăхса хунă. Çитес çулсенче усă курма палăртнă ĕç-хĕлре Франципе Германи практикине шута илнĕ. Çĕнĕ шутлав мелне вăя кĕртни пенсионерсене хĕсĕрлемест. Ку таранччен пенси тĕлĕшпе тивĕçнĕ правасем çав шайрах юлаççĕ.

Пенси шайне çĕнĕ формулăпа шутлассинче пенси калькуляторĕпе усă курма пуçлăпăр. Çапла вара асăннă система вăя кĕнĕ май кашниех пенси калăпăшне шутласа пĕлĕ. Пенси шайне тивĕçлĕ йĕркелессинче ĕç укçи калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулмалли, ача пăхмалли отпускра миçе çул лармалли, мĕн вăхăт çар тивĕçне пурнăçламалли, пенсие тухиччен миçе çул ĕçлемелли, çавăн пекех пухăнакан пая 6 процент е солидарлине 4 процент чухлĕ куçармалли курăнмалла. Çапла вара асăннă калькулятор çитес вăхăта епле йĕркелемеллине кăтартма пулăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика