10 апреля 2013 г.
Налук сахалрах тÿлeç
Патшалaх пенсисене хушса финанслассин программине хутшaнакансем валли налук тÿлессипе çaмaллaхсем пaхса хунa. Акa хaйсен пенсийeсен пухaнакан пайe валли хушма взноссем хывакансене асaннa суммaшaн 13 процент налукран хaтарма пултараççe.
Налук шайне мeн чухлe чакарасси Программaна хутшaнса взноссем мeн чухлe хывнинчен килет. Калaпaр çулталaкне 12 пин тенкe тÿленe пулсан налук инспекцийe Программaна хутшaнакан çыннaн банк счечe çине 1560 тенкe куçарса парать. Çав вaхaтрах унaн Пенси фондeнчи лицевой счечe çинче патшалaх хушса финансланине шутласан 24 пин тенкe шута кeрет.
Социаллa налук суммине чакарассин мелeпе 3 çул хушши усa курма пулать. Çавна валли вырaнти налук инспекцине тупaшсен декларацине тaратмалла тата заявлени çырса памалла. Çавaн пекех страховани взносeсем тÿленине eнентерекен документсем çитерсе парас пулать. Кусем вeсем банк квитанцийe е eç параканaн справки. Тара кeрeшсе eçлекенсен бухгалтерире 2-НДФЛ формaллa справка илме тивет. Çавна палaртса хaварни пeлтерeшлe. Налук тÿлевне eçлекен граждансенне налук хумалли тупaшран чакарса параççe.
Патшалaх пенсисене хушса финанслассин программине хутшaнса ирeклe майпа взноссем хывакансен шучe çуллен ÿссе пырать. 2009 çулта районта кун пеккисем 127 çын пулнa пулсан, иртнe çул кун пеккисем 382 çынна çитрeç. Республикипе ку кaтартусем 7, 6 пин тата 16, 9 пин çын. Программа вaя кeнeренпе республикaра пурaнакансем хaйсен пулас пенсийeсене ÿстерме 245 миллион ытла тенкe куçарнa.
РФ Пенси фончeн Чaваш Республикинчи уйрaмe çавна аса илтерет. Патшалaх пенсисене хушса финанслассин программине 2013 çулхи октябрeн 1-мeшeччен хутшaнма пулать. Асaннa кунччен пeрремeш взнос 2 пин тенкeрен кая мар хывма eлкeрмелле. Программaна 14 çул тултарнa граждансем пурте, кунпа пeрлех пенсионерсем те хутшaнма пултараççe.
Программaна хутшaнма кaмaл пулсан Пенси фондне пырса та, eç вырaнeнче те заявлени çырса пама пулать. Кунсaр пуçне патшалaх услугисен пeрлехи wwwegosuslugieru порталeнче регистрациленсе Интернет урлa та заявлени пама май пур. Çавaнпа пeрлех заявленисене банксенче тата алa пуснисен чaнлaхне шантарассипе Раççей Пенси фончeпе килeшÿ тунa патшалaхaн шутланман пенси фончeсенче те йышaнаççe. Вeсен списокe те, заявлени бланкe те Раççей Пенси фончeн wwwepfrferu сайтeнче пур.
Программaна хутшaнакансем хaйсен пулас пенсийe валли хушма взноссем 10 çул хушши тÿлесе тaма пултараççe. Унaн виçине вара вeсем хaйсем тeллeн палaртаççe. Патшалaх хушса финанслассине тивeçес тесен çулталaкне 2 пин тенкeрен тытaнса 12 пин тенкe таран тÿлемелле. Çакна бухгалтери урлa eç укçинчен тытса юлмалла та тума пулать, взноссене кирек хaш банкра та йышaнаççe. Перекет банкeнче взноссене банк карттипе е банкоматсем урлa, тÿлев терминалeсенче тÿлеме май пур.
Программaна хутшaнакансем хушма пенсие пенси ÿсeмне çитсен, çавaн пекех ватлaха пула паракан eç пенсине вaхaт çитмесeрех пама пуçaннa чухне те илме тытaнма пултараççe. Чaваш Енре 2013 çулхи мартaн 1-мeшe тeлне Программaна хутшaнакан 1, 8 пин çын хушма пенси илме тытaннa eнтe.
Патшалaх пенсисене хушса финанслассин программипе çыхaннa ыйтусем пулсан, тÿлевсeрех тата талaкeпех 8-800-510-55-55 телефонпа шaнкaравлама пулать. Раççей Пенси фончeн сайчeн «Онлайн-консультация ПФР» пайeнче интернет-чат режимпа та çыхaнма пулать. Кунпа пeрлех кашниех Пенси фончeн районти управленине пыма е 63-041 телефонпа шaнкaравлама пултарать.
Пенси фончeн районти управленийe.
Первоисточник: («Знамя победы (Ceнтерy ялавe)», Моргауши ) 10 апреля 2013, среда Номер издания: № 25 (апрель 2013) [ото