31 октября 2012 г.
31 октября 2012, среда
Номер издания: № 84 (октябрь 2012 г.)
Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çуртĕнче 6 Х 7 галерейăра Муркаш районĕнчи ал ĕç ăстисен куравĕ октябрĕн 18-мĕшĕнче уçăлчĕ. Унăн ĕçĕ ноябрĕн 17-мĕшĕччен тăсăлĕ. Кунта П. Мазуркин, Л. Родионова, А. Скворцова, С. Рожкова тата ытти ăстаçăсен тĕрлĕ эрешĕпе паллашма пулать.
Акă Муркаш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Анастасия Васильевăпа унăн амăшĕ Людмила Вячеславовна кунта пластикран ăсталанă пилĕк пукане тăратнă. Ку туртăм ăçтан пуçланчĕ-ха тесе ыйтрăм эпĕ Л. Васильевăран.
– Пластикран пуканесем ăсталасси педагогика университетĕнче художествăпа графика факультетĕнче пĕлÿ пухнă чухне пуçланчĕ. Диплом ĕçĕ валли чăваш тумĕллĕ арçынпа хĕрарăм хатĕрлерĕм. Вĕсене ăсталама пĕр çул кирлĕ пулчĕ. Эпĕ пуканесем ăсталанине кура ман хыççăн хамăн ачасем те туртăнма пуçларĕç. Халĕ вĕсем йăлтах хăйсем ĕçлеççĕ. Пĕр кĕлетке хатĕрлес пулсан 2 – 3 уйăх та кирлĕ. Паллах çакă пуканен кăткăслăхĕнчен чылай килет. Эпир вĕсене сутлăх валли хатĕрлеместпĕр, парнелеме те питĕ кăмăллă, – каласа парать Людмила Вячеславовна.
Палăртма кăмăллă, Настя республика шайĕнчи конкурссене тăтăш хутшăнать. Кăçал вара вăл «Искусство – ачасен аллипе» куравра та хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма пултарчĕ. «Пир-авăр тетте» номинацире 2 степень диплома тивĕçрĕ. Настьăн йăмăкĕ те ал ĕçĕпе кăсăкланать. Аппăшне тата амăшне тĕрлĕ пукане тума пулăшать. Хăй те уйрăммăн ĕçлет.
Ал ĕçĕнче пластикпа усă курасси – хăйне майлă çĕнĕлĕх. Вăл ку тĕлĕшре анлă сарăлма ĕлкĕрмен. Тĕслĕхрен, тăмран тĕрлĕ шăхлич-тетте ăсталасси мĕн авалах пулнă, каярах вара – пластилинран тата ыттинчен. Ку материалтан ăсталанă мĕлкесене, пуканесене пысăк хак параççĕ.
– Çапах та мана тĕрлĕ ăсталăха вĕрентекенĕ, хăнăхтараканĕ – анне. Çавăнпа та чи малтанах ăна пысăк тав, – терĕ Настя хăй ăсталăхĕпе республика шайĕнче те паллаштарма пултарнă май.
Вăхăт тупса курава çитсе килер. Хамăр ентешсен ăсталăхĕпе паллашар.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"