Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Сыснасен африка чуми

07 ноября 2012 г.

 

 

 

7 ноября 2012, среда 
Номер издания: № 86 (ноябрь 2012)

Раççей Федерацийĕнче çак чир тĕлĕшпе юлашки çулсенче çивĕч лару-тăру сыхланса юлать. Сыснасен африка чумин вирусне çĕр-шыври çĕнĕрен те çĕнĕ регионсенче тупса палăртни çак чирĕн сарăлас хăрушлăхĕ пысăкки пирки калать. Апла пулсан унран асăрханасси тата сыхланасси ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те, килти хушма хуçалăхсенче те малти вырăнта пулмалла. 2012 çулта кăна Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи 59 вырăнта çак чир тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем тухса тăнине палăртнă.

Сыснасен африка чуми – килте усракан сыснасене тата хир сыснисене кирек хăш ÿсĕмре те ерме пултаракан чир. Унăн пуçаруçисем – чирлĕ е чирлесе ирттернĕ сыснасем. Вирус сарăлмалли тĕп çул-йĕр выльăх апачĕ, апат-çимĕç каяшĕ, выльăхсем турттарнă чух вĕсен каяшĕпе вараланнă транспорт хатĕрĕсем т. ыт. те. Чир куçаруçисен шутĕнче кайăксем, килти тата тискер чĕр чунсем, кăшлакан чĕр чунсем тата асăннă чирпе чирлесе вилнĕ выльăхпа çыхăну тытнă ытти паразитсем те пулма пултараççĕ. Сыснасен африка чуми çыншăн хăрушлăх кăларса тăратмасть. Пĕтĕм хăрушлăх – экономика тăкакĕнче. Çак чир пырса кĕрсен чир çăл куçĕнчен 20 километрлă радиусра сыснасене юн кăлармасăр пĕтерес ыйту сиксе тухать.

Хир сыснисем çак вирусăн тĕп резервуарĕсем пулса тăраççĕ. Чирлĕ сыснан организмĕнчен унăн вирусĕ юнпа, каяшпа, шăкпа, сăмсари йăлмакапа, сĕлекепе тухать. Инфекци çавăн пекех хир сыснисем çÿренĕ улăх-çаранта та, вăрманта та пулма пултарать. Ку чирпе чирлĕ выльăхсен ытларах пайĕ вилет.

Чирĕн инкубаци тапхăрĕ 2 кунран пуçласа 22 талăка çити тăсăлать. Чир хăвăрт та, ерипен те аталанать. Ытларах чух 7 талăк чирленĕ сысна вилет. Чир пуçлансан ÿт температури 41 – 42 градуса çити ÿсет. Çакăнпа пĕрлех выльăхăн кансĕрлĕхĕ ÿсет, вăл ытларах выртать, апат çимест е наянланнăн çиет. Хыççăн унăн утти вăйсăрланать, сывлавĕ кĕскелет, выльăх хашкаса сывлама пуçлать. Ÿчĕ тĕллĕн-тĕллĕн кăвакарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, сăмсаран юн кайма пуçлать. Выльăха тытса пăрахнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Чирленĕ сысна амисем çура пăрахаççĕ.

Сыснасен африка чуминчен сыватмалли тата профилактика ирттермелли хатĕрсем çук. Çавăнпа та выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци специалисчĕсем çак чиртен сыхланса тĕрлĕрен профилактика ĕçĕсем нумай ирттереççĕ. Сыснасен африка чумине Муркаш ене кĕртес мар тесе район администрацийĕн пуçлăхĕ 2008 çултах çирĕплетнĕ комплекслă план пур. Чирĕн Раççейри эпизооти лару-тăрăвне асăрхасах тăратпăр. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче профилактикăлла ăнлантару калаçăвĕсем ирттересси, çакна валли район хаçачĕпе тата ятарлă буклетсем кăларса усă курасси те кун йĕркинчех. Классикăлла чумаран асăрханса 2012 çул пуçланнă тĕле районта 16572 пуç сыснана профилактика вакцини тунăччĕ. Кашни фермăрах сыснасене биркăласа паллă тăвассине, ветеринари тĕлĕ-шĕнчен пăхса тăрассине çирĕп пăхăнса пыратпăр.

Çÿлерех каланисене пĕтĕмлетсе çакна аса илтеретĕп:

– сысна фермисене «хупă» йĕркепе тытмалла;

– сыснасене витерен кăлармалла мар тата пĕр хуçалăхри выльăхсене тепĕр хуçалăхри сыснасемпе пĕрлештересрен сыхланмалла;

– ветеринари докуменчĕсене пăхса сывă сыснасем çеç туянассине малти вырăнта тытмалла;

– хуçалăха çĕнĕрен килнĕ сыснасене 30 кун карантинра тытмалла;

– сыснасене ятарлă вырăнсенче çеç пусса тирпейлемелле;

– сыснасемпе хир сыснисен какайне ветсанэкспертиза тумалла;

– сыснасем тытакан пÿлĕмсене тăтăшах сăвăссемпе юн ĕçекен ытти хуртсенчен тасатса тăмалла;

– сысна сарайĕсене шăшисемпе йĕке хÿресенчен тасатассипе ĕçлемелле;

– вăхăтран вăхăта дезинфекци ирттерме хуçалăхра препаратсен саппасне тытмалла;

– выльăх апатне чир тĕлĕшĕнчен таса регионсенчен çеç туянмалла;

– ял тăрăхĕнче миçе сысна пулнине çирĕп учетра тытса пымалла;

– сыснасем чирленĕ е вĕсем вилнĕ тĕслĕхсем пулсан вĕсем пирки çийĕнчех районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцине пĕлтермелле: килсе каламалла е 62-8-46 телефонпа шăнкăравласа систермелле.

Эпир паян асăннă хăрушă чир пирĕн патăмăра килсе ан кĕтĕр тесен маларах каланисемпе кашни пĕрлешÿллĕ тата килти хушма хуçалăхрах вăхăтра тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалла. Ăна пурнăçласан çеç эпир хамăр район территорийĕнчи пин-пин сысна пуçне сыхласа хăварма тата экономика тĕрекне упрама пултарăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика