Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Ешĕл çимĕç иртерех пулĕ

20 октября 2012 г.

Пукрав çитнĕрен килти хушма хуçалăхри пахча пушаннăпа пĕрех ĕнтĕ. Кил хуçи çу каçа ăнса çитĕннĕ тĕрлĕ пахча çимĕçе кĕлете пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Тирпейлемелли купăста йăранĕ кăна юлнă. Анчах пахчаçăшăн çакăнпа ĕç вĕçленмест-ха. Çитес çулхи тухăçшăн та унăн халех тар кăларса тимлемелле. Çуркунне пахча çимĕç акма-лартма йăрансем хатĕрлесе хăварма тăпрана паянах лайăх çĕрнĕ тислĕк, çителĕклĕ минераллă удобрени хывмалла. Çавăн пекех кĕрхи пахча культурисене те вăхăтра акса-лартса хăвармалла.

Кĕркунне акасси-лартасси пирки калаçнă чухне çакна шута илмелле. Хăш-пĕр пахча çимĕçе кĕркунне çанталăк сивĕтиччен лартса хăварма тăрăшмалла: вăл тымарланма ĕлкĕртĕр. Ун чухне уншăн сивĕ хĕл те хăрушă пулмĕ. Çуркунне çитсен вара вăл паха çимĕçпе пахчаçăна ыттисенчен маларах савăнтарĕ.

Паянхи кăларăмра манăн севок сухана кĕркунне лартса хăварасси пирки сăмах хускатма кăмăлăм пур. Çак ĕçе технологие пăхăнакан пахчаçă юпа уйăхĕн 5 – 20-мĕшĕсенче туса ирттерме тăрăшать. Мĕн асра тытмалла-ха севок сухан лартнă чух;

Сухан лартма малтанах йăран çине хĕвел çути ытлă-çитлĕ ÿкекен вырăн суйласа илмелле. Çак çимĕç маларах хăяр е купăста, помидор е çĕр улми тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ вырăна кăмăллать.

Акнă-лартнă пахча çимĕçе тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме тата унран тупăш илме сахал мар вăй хумалла. Ретсене вăхăтра кăпкалатмалла, çум курăкран тасатса тăмалла, чир-чĕртен сыхламалла т. ыт. те. Пулас ĕçсене шута илсе йăрансене ытла пысăк лаптăклă тумалла мар. Тĕслĕхрен, йăран сарлакăшĕ 90 – 100 сантиметр (тăршшĕ хăвăр кăмăлăра кура), çÿллĕшĕ 20 сантиметр пулсан аван.

Ĕçе кÿлĕниччен йăран хатĕрлемелли вырăна тĕрлĕрен ÿсен-тăрантан тасатмалла. Хыççăн кашни тăваткал метр лаптăк çине 3 – 4 килограмм çĕрнĕ тислĕк, 30 грамм суперфосфат, 20 грамм кали тăварĕ, 15 грамм аммиак селитри хывса кăпкалатмалла.

Хатĕр йăрана кĕреплепе пĕр тикĕс танлаштарнă тата пусăрăнтарнă хыççăн йăран çине 15 сантиметр хушăпа 5 сантиметр тарăнăш йĕрсем чĕретпĕр. Кайран çавăнта севок сухана пĕр-пĕринчен 3 – 4 сантиметр хушă хăварса лартатпăр.

Кĕркунне лартнă чух диаметрĕ 1 сантиметртан вĕтĕрех севок суханпа усă курсан аванрах. Ахальлĕн вĕтĕ вăрлăх килти условисенче хĕл каçа начар упранать, ытларах типсе каять. Хĕл каçма лартса хăварнă севок сухан вара йăран çинче лайăх хĕл каçать.

Севок сухан лартнă йăрана çанталăк сивĕтес умĕн торфпа е лайăх çĕрнĕ тислĕкпе 2 – 3 сантиметр хулăнăш витмелле. Хĕл пуçламăшĕнче сывлăш температури 10 – 12 градуса çити чаксан йăрансене юрпа хупламалла. Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçлани сухана шăнса сиенленесрен хÿтĕлет.

Çуркунне çитсен тата çанталăк ăшăтсан йăрансене шыв кÿлленчĕкĕсенчен асăрхасах тăмалла. Йăран çинчи шыва уçса ямалла – унсăрăн сухан сывлăш çитменнипе çĕрсе пăсăлать.

Чипер хĕл каçнă севок сухан калчисем çуркунне пĕр тикĕс шăтса тухаççĕ. Сухана ретсене çăра лартнă пулсан кăкласа сайралатмалла пулать. Ешĕл сухан апат-çимĕç хатĕрлеме усă курма меллĕ.

Çу кунĕсенче йăрансене çум айне тумасан, кăпкалатсах тăрсан, агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласан севок сухан сире тулăх çимĕçпе савăнтарĕ.

Севок суханпа ĕçлес кăмăллисене «Тимирязевский», «Стригуновский», «Даниловский – 301» сортсемпе усă курма сĕнетĕп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика