24 октября 2012 г.
Саккунсемпе килĕшÿллĕн пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсем тÿлессипе граждансен уйрăм категорийĕсем валли çăмăллăхсем пăхса хунă. Вĕсем пирки налук инспекцийĕн камераллă тĕрĕслевсен пайĕн тĕп патшалăх налук инспекторĕ Р.В. ИЛЬИН каласа парать.
– Камсене хăтараççĕ-ха уйрăм çынсен пурлăхĕшĕн налук тÿлессинчен?
– РФ 1991 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче йышăннă «О налогах на имущество физических лиц» Саккунĕпе килĕшÿллĕн çаксене пурлăхшăн налук тÿлессинчен хăтарнă:
– Совет Союзĕн Геройĕсемпе РФ Геройĕсене, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене;
– 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăн инваличĕсене, ачаран инвалидсене?
– граждан вăрçин тата Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, ытти çар операцийĕсене хутшăннисене, партизан пулнисене;
– Чернобыльти атом электростанцийĕнчи катастрофăна пула шар курнисене;
– çар службинче 20 çул ытла пулнисене;
– ядерлă тата термоядерлă хĕç-пăшала тĕрĕслеме хутшăннă подразделенисенче пулнисене;
– çемьере тăрантаракана çухатнă çар çыннисен çемье членĕсене.
– Çурт-йĕршĕн, пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата ытти сооруженисемшĕн камсем налук тÿлемеççĕ;
– РФ пенси законодательствипе килĕшÿллĕн пенси илсе тăракан çынсем;
– çар службинчен тата çар сборĕсенчен таврăннă граждансем, енчен те вĕсем интернационалла тивĕçе Афганистанра, çапăçусем пынă ытти çĕр-шывсенче пурнăçланă пулсан;
– хăйсен служба тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ çар çыннисемпе патшалăх служащийĕсен ашшĕ-амăшĕсем, мăшăрĕсем;
– культура, искусство ĕçченĕсем, халăх маçтăрĕсем тата культура организацийĕсем хăйсен ятарласа хатĕрленĕ сооруженийĕсемшĕн, строенийĕсемшĕн, пÿлĕмĕсемшĕн (пурăнмалли çурт-йĕр те кĕрет), енчен те вĕсемпе пултарулăх мастерскойĕ, ателье, студи, музей, галерея, библиотека валли усă кураççĕ пулсан тата усă курнă çав тапхăршăн;
– граждансен коммерциллĕ мар дача тата сад пĕрлешĕвĕсен участокĕсенче вырнаçнă 50 тăваткал метртан ытла мар лаптăк йышăнакан пурăнмалли çурт-йĕрпе хуçалăхри сооруженисемшĕн.
Чечен Республикинче тата Çурçĕр Кавказри ытти территорисенче çар конфликчĕсене хутшăнса «Ветеран боевых действий» удостоверенисене тивĕçнисем валли пурлăхшăн налук тÿлессипе çăмăллăхсем пăхса хуман.
– Чăваш Республикин 2001 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче йышăннă «О вопросах налогового регулирования в Чувашской Республике, отнесенных законодательством Российской Федерации о налогах и сборах к ведению субъектов Российской Федерации» Саккунĕпе транспорт налукĕ тÿлесси камсене пырса тивмест;
– Совет Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене;
– инвалидсене, инвалид ачасене, Чернобыльти атом электростанцийĕнчи катастрофăна пула шар курнисене тата вĕсен обществăлла пĕрлешĕвĕсене, хуçалăх юлташлăхĕсемпе обществисене, вĕсен устав капиталĕ инвалидсем хывнă укçа-тенкĕрен пухăнать пулсан тата транспорт хатĕрĕпе уставпа пăхнă ĕç-хĕле пурнăçлама усă кураççĕ пулсан.
– Çĕр налукне камсен тÿлемелле мар;
– РФ Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн муниципаллă йĕркелÿсен халăх суйлакан органĕсем граждансен уйрăм категорийĕсем валли çĕр налукĕ тÿлессипе çăмăллăхсем хăйсем палăртаççĕ.
Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен йышăнăвĕсемпе çĕр налукĕ тÿлессинчен Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене хăтарнă. Налук тÿлекенсен ытти категорийĕсемшĕн Кодексăн 391-мĕш статйи вăйра. Кунпа пĕрлех 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Етĕрне районĕнче 1-мĕш ушкăн инваличĕсем çĕр налукĕ тÿлемеççĕ.
Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн налук тÿлекен кашни çын пуçне налук хумалли база виçине 10000 тенкĕ чухлĕ чакарма çĕр хуçисен çак категорийĕсем валли пăхса хăнă:
– Совет Союзĕн тата РФ Геройĕсем, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем;
– 1-мĕш ушкăн инваличĕсем, 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен панă 2-мĕш ушкăн инваличĕсем;
– ачаран инвалидсем;
– Аслă Отечественнăй вăрçă, ытти çапăçусен ветеранĕсемпе инваличĕсем;
– Чернобыльти атом электростанцийĕнчи катастрофăна пула шар курнисем;
– ядерлă установкăсене, вăл шутра ядерлă хĕç-пăшала тĕрĕслесе пăхнă, ученисем ирттернĕ чухне тата çар объекчĕсенче радиаци чирĕпе чирленисем.
Налук кодексĕпе килĕшÿ-ллĕн налук хумалли база виçине чакарма тивĕçлĕ çĕр хуçин çавна валли документсене çĕр участокĕ вырнаçнă çĕрти налук органне тăратмалла.
Енчен те куçман пурлăх е транспорт хатĕрĕ тытакан гражданинăн налук тÿлессипе çăмăллăхсемпе усă курма право пур пулсан, унăн çавна çирĕплетекен документсене çак адреспа илсе пымалла:
– Етĕрне хули, Çĕнтерĕве 30 çул урам, 2 «А» çурт;
– Муркаш ялĕ, Гагарин урамĕ, 4-мĕш çурт.