24 октября 2012 г.
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат-çуртĕнче аслăрах ăрури çынсене чысласси ырă йăлара. Кашни чыславах вĕсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, уяв вырăннех йышăнаççĕ. Кун пек чух вĕсен сăн-пичĕсене пусса илекен йăл-кулăпа савăнăç шевли ĕçпе вăрçă паттăрĕсене самантрах çамрăклатса ярать. Хăйсем те тăрăшаççĕ вĕсем çак уявсемшĕн.
Акă нумаях пулмасть ĕçпе вăрçă ветеранĕсем хăйсен ĕçтешĕн тата юлташĕн Зинаида Захаровăн 90 çулне паллă турĕç. Юбиляр – Муркаш районĕнчи Тури Тăмлай çынни.
90 çул. Калама кăна çăмăл ăна. Пулни-иртни йăлтах хыçра ĕнтĕ. Çавăнпа та колхоз тунă тапхăрта ялта мĕн курни те, вăрçă çулĕсенче чăтса-тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсем те, çын космоса çĕкленни те, ял хуçалăх производстви çÿллĕ шайра аталанса пыни те, ялта пурăнакансен пурнăçĕ тĕпрен улшăнни те – йăлтах паянхи юбиляр асĕнче. Кашнин пиркиех вăл сехетшер каласа парайрать.
Пурнăç урапи тăтăшах пĕр тикĕс çулпа пыраймасть çав. 96 çула çитсен мăшăрĕ Филипп Захарович пурнăçран уйрăлса каять. Çапла вара 2008 çултанпа Çинук асанне ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат-çуртĕнче хăйĕн канлĕхне, çемье ăшшине тупать. Хăйне йывăр вăхăтра пурнăç авăрне путма паманшăн Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе наградăланнă тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ паян интернат-çуртра ĕçлекенсене чĕререн тав тăвать.
Нумаях пулмасть Зинаида Ивановна 90 çул тултарчĕ терĕмĕр. Ăна этем ĕмĕрĕн çак сумлă юбилейĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Мидуков, «Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центр» учреждени директорĕ О. Иванова килсе çитрĕç.
– Тавах сире пире манманнишĕн, – тесе юбиляр савăнăçне пытараймасăр баян çеммипе ташша тухрĕ.
Юбилей каçне малалла тăсса Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренекен Катя Крючкова вырăс тата чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕ.
Интернат-çуртăн директорĕ Галина Мерлова та юбиляра паян çакăнта ĕçлекенсемпе кунта пурăнакансем хушшинче ялан ырă кăмăллă пулнишĕн тав турĕ. «Эпир сана яланах пулăшăпăр. Эсĕ хăв ан парăн. Турра ĕненнипе, вăл пулăшнипе сирĕн пурăнас çулусем татах вăрăм килччĕр», – терĕ вăл юбилей каçне хупнă май.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"