15 ноября 2017 г.
Чăваш хăйĕн ывăл-хĕрне ачаран ĕçе юратма, ашшĕ-амăшне шута хума, аслисене хисеплеме, вăйсăрсене пулăшма вĕрентсе-хавхалантарса ÿстернĕ. Ашшĕ-амăшĕн вĕрентĕвне çилпе вĕçтермен çынсем пирки каланă та ĕнтĕ улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе. Ашшĕ-амăш ятне яман, вĕсен вĕрентĕвне иккĕмĕш вырăна хăварман çын пурнăçра ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунинчен эпир халĕ тĕлĕнместпĕр те. Кунашкал ырă тĕслĕхсем паян кашни ялтах пур.
Пурнăç нихăçан та çăмăл пулман: кашни тапхăрăн хăйĕн йывăрлăхĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ. Вĕсене ĕçе юратакан паттăрсем çеç çăмăлраххăн çĕнейреççĕ. Анчах çĕнтерÿ тума та тимлемелли, ырă шанчăкпа вăй хумалли пайтах пулнине алла сенĕк-кĕрепле илсе ĕçлесе пăхнă, техника пулăшăвĕпе усă курнă çын çеç лайăх ăнланать. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Евтихий Федоров - çавăн пек çынсенчен пĕри. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче пурăнакансемшĕн вăл - вырăнти Кулибин. Çак хисеплĕ ят Евтихий Иванович çумне техникăна юратнишĕн, унпа ĕçлеме тата ăна çĕнетме е ăсталама кăмăлланишĕн çыпăçнă. Куншăн вăл паян пĕртте кÿренмест. Пачах урăхла, ыттисене те, уйрăмах çамрăксене, техникăпа туслашма, ăна çĕнетес-ăсталас ĕçе явăçтарма пулăшать ăстаçă.
Евтихий Иванович пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ пушă вăхăта техника ăсталаса ирттерет: киввине - çĕнетет, çуккине - пур тăвать.
- Çак киленÿ ачаллах çуралчĕ. Пĕрре çул илчĕ те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вăйлансах, аталансах пычĕ. Атте Иван Федорович "Ударник" хуçалăх механизаторĕччĕ те пире, 4 ывăлне те, черетпе тăтăшах хăйĕнпе пĕрле хире илсе çÿретчĕ. Çавăнпа та вăл хуçалăхра ĕçлекен Т-16 трактора чĕртесси, вырăнтан тапратасси, ăна юсасси-ĕçлеттересси ачаллах пире çывăх пулнă. Аннепе иккĕшĕ 6 ача çуратса ÿстерчĕç вĕсем. Пурне те ĕçе юратма вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Тавах вĕсене уншăн, - терĕ хăй ăсталанă "Ласточка"трактор çинчен куçне илмесĕр ялти ăстаçă.
"Маттур Евтихий. Аçун техника юратăвне сÿнме памарăн. Трактор-машина тусĕ пулнă Иван Федорович паян юнашар тăрас пулсан епле савăннă пулĕччĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав", - шурă ăмсанупа иртрĕ юнашар аслă çулсенчи арçын. Ахăртнех вăл Евтихийăн ашшĕне те лайăх пĕлнĕ-тĕр.
Евтихий Иванович паян кирек хăш техникăпа та çăмăллăнах хутшăну йĕркелет. Çак юрату вăл тÿперен ÿкнĕ пулăм мар. Ăна Е. Федоров ачаран аталантарса, ăша хывса пынă. Шкул çулĕсенчех ашшĕ ăс панипе техникăпа туслашнăскер, хире тухман кунсенче килти мотороллера кунне 2 - 3 хут та сÿтсе çăмхалатчĕ вăл. Çак ĕçре - кулăшла пулĕ те - кашни кун çĕнĕлĕх шыратчĕ. Шыратчĕ те - тупатчĕ. Ачаллах техникăпа çывăх туслашнă арçын ача çамрăклах пуртă-мăлатукран та ютшăнса тăмарĕ. Ку ĕçри хăнăхусене çулсем хушши пухса пырса паян вăл ăста механизаторпа пĕрлех - паха столяр-платник та. Çакна килти хушма хуçалăхра хăй вăйĕпе, алă айĕнчи хатĕрпе ăсталанă илемлĕ беседкăсем те çирĕплетеççĕ.
Çарта службăра пулнă хыççăн хресчен ачи хăйĕн пурнăçне ял хуçалăх техникипе çыхăнтарать. 10 çул ытла "Ударник" хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ хушăрах ĕмĕтре техника ăсталас шухăш тытнăскер, килте трактор-машина пуçтарас ĕçе кÿлĕнет. Пуçăннă ĕçе хăй еккипе яма хăнăхман Евтихий çĕнĕлĕхе мăкланма памарĕ.
- Пĕрремĕш трактора 1989 çулта ăсталарăм. "Планета" мотоцикл моторĕпе йĕркеленĕ техника - паян та килти хушма хуçалăхра шанчăклă пулăшуçă. Çĕр улми касси касатăп, кăпкалататăп, "иккĕмĕш çăкăр" кăларатăп, тислĕк тăкатăп, утă турттаратăп т. ыт. те. Хам кун-çул панă кашни техникăпах тухăçлă усă курма тăрăшатăп. Çынсене пулăшасран та пăрăнмастăп, - терĕ хăй ăсталанă трактор умне тăрса сăн ÿкерттернĕ май Евтихий Иванович.
Вăрманкасси Кулибинĕ хăйĕн тăрăшулăхĕпех курăк çулмалли агрегат, утă тиемелли тата турттармалли машина ăсталарĕ, çĕр улми лартмалли тата ретсене чĕрсе кăпкалатмалли агрегатсене ĕçлеттерме пуçларĕ. Çулсем иртнĕçемĕн унăн харпăрлăхĕнче техника хатĕрĕ йышланса пычĕ кăна. Кашниех ял ĕçне механизацилеме пулăшать, хресченĕн кулленхи йывăр ĕçне çăмăллăх кÿрет.
- Мăшăрăмпа 2 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстеретпĕр. Ывăлăмсем те техникăран ютшăнмаççĕ. Нумай ыйтупа хама пулăшма тăрăшаççĕ. Акă Илья ывăлăмпа пĕрле универсаллă трактор та шутласа кăлартăмăр. Двигателĕ - "Жигули" автомашинăн, хыçалти мостпа передачăсен коробкине ГАЗ-51 автомашина çинчен илтĕмĕр. Çĕнĕ техника хăех тиет-пушатать тата тиев турттарать. 16 передачăллăскерĕн хăвачĕ хамăра килĕшнĕрен эпир ăна пĕр кун та ĕçсĕр лартмастпăр, - кăмăллăн паллаштарать хăйĕн техникипе Е. Федоров ăстаçă (сăн ÿкерчĕкре).
Федоровсем кил хуçалăхри пĕр ĕçе те паян хăйсем ăсталанă трактор-агрегатсăр пурнăçламаççĕ.
Вăрманкассинчи Кулибинсен харпăрлăхĕнче паян тĕрлĕ техника хатĕрĕ 7 единица. Вăл шутран 4 трактор тата 3 автомашина.
Харпăр хăйĕн вăйне ытларах шанакан пирĕн ентешĕн ĕмĕчĕсем татах пысăкраххи савăнтарать паян. Вĕсем те пурнăçланасса шанса уйрăлтăм эпĕ унран.
ХУШСА КАЛАНИ. Иртнĕ кунсенче Евтихий Иванович килти хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама "Ока" автомашина двигателĕнчен пуçтарса черетлĕ трактор ăсталарĕ. Унăн тĕллевĕ - çĕр улми лартма çĕр хатĕрлесси, ретсене кăпкалатса тăрасси, кĕр çитсен "иккĕмĕш çăкăр" кăларасси.
А. БЕЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"