07 февраля 2015 г.
Ялсенчи çулсене хĕллехи кунсенче юртан вăхăтра тата пахалăхлă тасатса тăни пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Чылай çĕрте çак ĕçе япăх мар йĕркеленĕ пулсан, хăш-пĕр çĕрте ял урамĕсене юр вĕçтернĕ чухне çуран та кĕрсе тухма йывăр. Çак ĕçе вара хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсемпе килĕшÿ туса вырăнсенче хăйсен техникипе ял хуçалăх предприятийĕсем те, организацисем те, предпринимательсем е хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те пурнăçлаççĕ. Шел пулин те, хăш чухне ял çыннисем хăйсем патĕнче çулсене уçассишĕн кам яваплă пулнине пĕлменни те тĕл пулать. Çавăнпа та кун пеккисен ыйтăвне тивĕçтерсе ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ялсен çулĕсене тасатса тăрассишĕн камсем яваплă пулнине пичетлес терĕмĕр.
Район çулĕсем (81,812 км. тата 2 кĕпер) - "ПГС-1" ООО.
Район çулĕсем (129,457 км. тата 7 кĕпер) - "Автодорсервис" ООО.
Уйкас Янасал ял тăрăхĕ (10,784 км.) - Ильич яч. хис. хуçалăх.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ (27,39 км.) - "ДЭП № 146" ООО.
Ильинка ял тăрăхĕ (24,89 км.) - А.В. Мерловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.
Катькас ял тăрăхĕ (34,13 км.) - В.В. Ильина уйрăм предприниматель.
Муркаш ял тăрăхĕ (15,466 км.) - "ЧебДор" ООО.
Москакасси ял тăрăхĕ (32,367 км.) - "Пихта" ООО.
Оринин ял тăрăхĕ (18,983 км.) - В.И. Степановăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.
Çатракасси ял тăрăхĕ (25,522 км.) - "Стройтранс" ООО.
Турай ял тăрăхĕ (34,54 км.) - М.Г. Фасхутдиновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.
Хорнуй ял тăрăхĕ (16,19 км.) - "Автодорсервис" ООО.
Чуманкасси ял тăрăхĕ (14,75 км.) - "Стройка-21" ООО.
Шетмĕпуç ял тăрăхĕ (15,79 км.) - В.В. Горбунов уйрăм предприниматель.
Юнкă ял тăрăхĕ (21,386 км.) - "Автодорсервис" ООО.
Йÿçкасси ял тăрăхĕ (32,783 км.) - "Стройка-21" ООО.
Ярапайкасси ял тăрăхĕ (26,11 км.) - "Возрождение" ООО.
Ярославка ял тăрăхĕ (24,91 км.) - В.В. Ильина уйрăм предприниматель.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"