15 октября 2014 г.
"Çакăн пек çынсене пирĕн яланах асра тытмалла", - тесе палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Платон Павлович Давыдова асăнса ирттернĕ пĕрремĕш ăмăртăва уçнă май.
Ăмăрту октябрĕн 11-мĕшĕнче Муркашри "Сывлăхра" пулчĕ. Çак кун ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Сывлăх" ФСК-ра шăпах уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Унăн директорĕ Александр Куликов ЧР Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн республикăра кашни уйăхра ирттерекен Сывлăхпа спорт кунĕнче "Сывлăх" та районти пур çынна хăйĕн услугисемпе тÿлевсĕр тивĕçтернине палăртрĕ. Çав кунах Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Вырсарни кун вара Раççейре Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Çапла Платон Павлович Давыдова асăнса ирттерме шутланă спорт мероприятийĕ питĕ вырăнлă пулчĕ. Мĕншĕн тесен çак хастар та пултаруллă ертÿçĕ хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех тăван хуçалăха аталантарассишĕн панă, унăн ывăлĕ Александр Давыдов каланă тăрăх - спорта та кăмăлланă.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тесе юлашки кунсемччен ырми-канми тăрăшнă ертÿçе, унăн пархатарлă ĕçне аса илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çак ăмăрту районта ырă йăлана кĕрессе шанса каларĕ. Волейбол ăмăртăвĕ çулталăкра 20 ытла пулин те, çак турнира та районти ăмăртусен календарьне кĕртессе пĕлтерчĕ. Апла пулсан вăл манăçа тухмалла мар.
Пĕрремĕш хут иртекен ăмăртăва пурĕ 11 команда пухăнчĕ. ФСК спортзалне шкул ачисем те, ветерансем те хăйсен командисемпе пуçтарăннă. Вĕсене тата районти ертÿçĕсене Платон Павловичăн ывăлĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов тав сăмахĕ каларĕ.
- Эпир çак турнира тахçанах ирттерме палăртнăччĕ, анчах та халĕ хатĕрленсе çитрĕмĕр. Кунĕ те ахаль кун мар - Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ умĕн, - палăртрĕ вăл. - Эпир пирĕн çавăн пек атте пулнипе чăнах та мăнаçланатпăр. Вăл яланах пирĕн чĕрере, асра. Район çыннисем, спорта юратакансем те ăна асра тытасса шанатпăр.
Платон Павловичпа пĕр вăхăтра ĕçленисем те ăмăртăва чылаййăн çитнĕччĕ. Акă районăн Хисеплĕ çынни В. Краснов, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн ертÿçи В. Семенов, БТИ ертÿçи - районти волейбол федерацине ертсе пыракан В. Калинин та хăйсен сăмахĕнче унăн паха енĕсене асăнмасăр иртмерĕç.
Мускавра ĕçлесе пурăнакан Людмила хĕрĕ те (тĕп хулари 19 номерлĕ Ача çурчĕн директорĕ, медицина наукисен кандидачĕ) хаваспах тăван района çитнĕ. Вăл каланă кашни сăмах чĕререн тухни палăрчĕ.
- Çак турнир пирĕншĕн, пирĕн çемьешĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ, пирĕн тăван кĕтесшĕн, тăван районшăн та. Ÿсекен çамрăк ăрушăн та пĕлтерĕшлĕ.
Пĕр вырăнта 30 çул ытла ĕçлекенсем нумай мар. Вĕсен йышĕнче пирĕн атте пулнă. Çавăн пек хастар ĕçлекенсене ĕç "çисе ярать" теççĕ, анчах та атте хăй ывăннине нихăçан та кăтартман. Ĕçрен ывăнса таврăннă пулин те тепĕр кун каллех хăйĕн юратнă уй-хирĕсене, юратнă фермисене кăмăлпах тухса утатчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем унпа калаçма яланах хавасчĕ. Çакăн пек юлчĕ вăл пирĕн асра. Ун пек çынсем чăнах та сахал. Пирĕн атте Платон Павлович Давыдов ытти çынсен асĕнче те ĕç çынни, чыс çынни тата йĕркелĕхе юратакан çын пулса асра юласса шанатпăр, - терĕ вăл.
Асра юлать паллах: Платон Павловича ĕмĕр тăршшĕпе пĕлнĕ çын та, ăна сайра хутра кăна курнă çын та унăн паха енĕсене асăрхамасăр пултарайман. Пурнăçра питĕ активлă та пуçаруллă пулнăскер вăл яланах ырă тума тăрăшнă: çемйине, Йÿçкасси тăрăхĕнчи çынсене, районта пурăнакансене... Ырă шухăшсем пулнăран унăн хастарлăхĕ те юлашки кунчченех иксĕлми пулнă.
Çакăн пек Çынна аса илсе йĕркеленĕ волейбол турнирĕ те хастарлăхпа, активлăхпа палăрчĕ. Командăсене икĕ ушкăна уйăрчĕç: пĕрисем Муркашри вăтам шкулта, теприсем "Сывлăхра" вылярĕç. "Сывлăхри" пĕрремĕш вăйă "Ударник" тата "Москакасси" командăсем хушшинче иртни те ăнсăртран пулмарĕ пулĕ.
Паллах, финал вăййисем - турнирăн чи интереслĕ саманчĕ. Хĕрÿ вăйăсенче "Передовик" команда çĕнтерчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче - "Моргаушская" МСО" тата "Райбыт".
Çитес çул та турнир йышлă хутшăнаканпа тата активлăхпа палăрса тăрасса шанатпăр.
Н. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"