Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пуррине пуçтарса илмеллех

12 октября 2011 г.

...Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Ударник» хуçалăхăн Матьăк уйĕнчи çĕр улми пуссине кăнтăрчченех çитрĕмĕр. Тулăх кĕркуннен илемĕнче ачасен савăк сасси инçетренех хăлхана кĕчĕ. Ачасемпе тулнă хире кăткă тĕммипе танлаштартăм та çывăха çитсен йăнăшмарăм. Йышлă вĕсем унта, анчах ĕçе йĕркелекенсем вырăнта пулнăран никам та йытă хăваламасть: кашнин хăйĕн вырăнĕ, шаннă ĕçĕ. Акă Чуманкассинчи вăтам шкултан Матьăксене «иккĕмĕш çăкăр» кăларма-пуçтарма пулăшма килнĕ аслă класс ачисем копалка иртсе кайсан шап-шурă выртса юлнă çĕр улмине карçынккасене пухса автомашинăна тиеççĕ. Пуçланă анан тепĕр вĕçĕнче аслисен ушкăнĕ ĕçлет.

Сăмах май, çĕр улми кăларас ĕçре «Ударник» хуçалăх ĕçченĕсене паян район администрацийĕнчен килнĕ ушкăн, Йÿçкассинчи тата Чуманкассинчи вăтам шкул коллективĕсем, Чуманкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан ял çыннисем пулăшаççĕ. Ватти-вĕтти – пурте çĕр улми пуссинче пĕр тĕллевпе вăй хурать.

– Аслисене пулăшни нихăçан та ытлашши пулмасть, – тесе карçынккасене çĕр улми пуçтарма пуçларĕç Чуманкассинчи вăтам шкултан пулăшма килнĕ хĕр ачасем. Çакна та каласа хăвармалла. Чуманкассинчи вăтам шкулти аслă класс ачисем паян «Ударник» хуçалăхсăр пуçне Ильич яч. хис. тата Чапаев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсенче те çĕр улми пуçтарма пулăшаççĕ. Кам ытларах ĕç тунă – çакнашкал хăйне евĕр ăмăрту пырать кунта ку тĕлĕшпе.

Хуçалăхра çĕр улми кăларассипе ятарлă механизациленĕ звено ĕçлет. 5 комбайнпа 5 копалка кулленех ĕçре. Çĕр улми кăларакан комбайнсемпе ĕçлекенсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем: Михаил Павлов, Виталий Федоров, Олег Иванов, Иван Иванов, Иван Владимиров экипажĕсем. Копалкăсемпе ĕçлекен механизаторсем те – Алексей Иванов, Иван Иванов, Вениамин Федотов, Николай Семенов, Сергей Шумилов – уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курассине хăйсен тĕллевĕ тесе шутлаççĕ.

– Хирти вăл пÿлмери мар. Çавăнпа та кăларнă çĕр улмине çийĕнчех хранилищĕне турттарассипе тимлекен водительсен отрядне те ырăпа палăртмалла. Кунта И. Львов, И. Степанов, Ю. Иванов, В. Алексеев, А. Филиппов, П. Грачев, В. Семенов, Ю. Семенов, А. Семенов, В. Петров, Г. Андреев, Г. Сергеев хастар. Ĕçлекенсене хире кăларассипе тата киле леçессипе И. Григорьевпа В. Аркадьев ответлăха туйса ĕçлеççĕ. Ĕçлекенсене апат çитерессине Г. Малинин водитель вăхăтра пурнăçласа пырать, – ăнлантарчĕ пĕтĕмĕшле лару-тăрăва Йÿçкасси уйрăмĕн ертÿçи А. Кузьмин.

Копалкăсемпе комбайнсем пĕр тикĕссĕн каяççĕ. Çĕр улмипе тулнă автомашинăсем те пĕрин хыççăн тепри хиртен тухаççĕ. Эпир вырăнтан тапрантăмăр. Ылтăн кĕркунне хупăрласа илнĕ вăрман çумĕнчи çавăрмакра вара ĕçченсен хаваслă сасси, кăмăллă кулли инçете илтĕнсе юлчĕ. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне «Ударник» хуçалăх ĕçченĕсем 90 гектар çинчен (50 процент) çĕр улми кăларса пухса кĕртнĕччĕ. Районĕпе вара «иккĕмĕш çăкăр» пуссинчи ĕçсем çапларах. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 791 гектар çĕр улми кăларнă. Ку вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 61,6 проценчĕ.

Кĕрхи йĕпе-сапана пăхмасăрах çĕр улми кăларас ĕç малалла пырать. «Иккĕмĕш çăкăр», кишĕр кăларас ĕçе шкулсенчи аслă классемпе пĕрле район администрацийĕн тата районти тĕп больницăн ĕçченĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ шăмат кун, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, вĕсем (62 çын) «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна кишĕр кăларса пулăшнă. Ĕнер те çумăрлă çанталăка пăхмасăрах вĕсем ĕçе тухрĕç.

А. БЕЛОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы»

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика