Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тимлĕх пулни темĕнрен пахарах"

01 октября 2011 г.

Зиновий Михайлович Кутузовпа шăпах Ватă çынсен кунĕ умĕн тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Йÿçкасси тăрăхĕнче пурте ăна аван пĕлеççĕ. 16 çул хушши вăл кунти çĕр улми вăрлăхĕ çитĕнтерекен лаборатори ертÿçинче вăй хунă. Çакăнтанах 1997 çулта пенсие тухнă. Унччен вара «Ударник» хуçалăх директорĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ, колхоз председателĕ те, партком секретарĕ те пулнă. Халĕ те пенсире тесе ĕçсĕр лармасть, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать. Кам пĕлет, çĕкленĕччĕ-ши тата вăл çине тăрса тăрăшман пулсан Христос çÿле хăпарнин Йÿçкассинчи чиркĕвĕ; Зиновий Михайлович – чиркĕвĕн прихут канашĕн председателĕ. Укçа-тенкĕ, строительство материалĕсем, строительсем, спонсорсем шыраса ăçта кăна çитмен пулĕ вăл.

Ял тăрăхĕ пĕчĕкех мар. 2323 çын пурăнать пĕтĕмпе. Ял тăрăхĕнче пенсионерсем 582 çын. Вăл шутран ĕç ветеранĕсем 253-ĕн. 70 çул урлă каçнисем 176, 80 çул урлă каçнисем 57, 90 çул урлă каçнисем 2 çын пурăнать. Вăрçă участникĕсем 4, мăшăрĕсене вăрçă хирĕнче çухатнă салтак арăмĕсем 3, тыл ĕçченĕсем 41 çын. Афганистанра пулнисем 6-ăн, Чечняра пулнисем 12-ĕн.

З.М. Кутузов чи малтанах çавна палăртрĕ. Çамрăк чухне ăна пурте шахвăртса ăнланса çитереймеççĕ. Хăв ватлăх еннелле сулăннă май çакна лайăхрах та лайăхрах туйса илетĕн. Ватă çынна ытлашши нумай кирлĕ мар. Унпа чуна уçса калаçма пĕлни, ăна ăнланма тăрăшни, ватă çын тĕлĕшпе тимлĕрех пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хума тăрăшать те ĕнтĕ Зиновий Михайлович хăйĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕнче.

Пĕрлехи массăллă мероприятисемпе уявсене ватă çынсене чĕнсе пĕрле ирттерессине, юбилярсене чыслассине тахçанах йăлана кĕртнĕ. Кунта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕсене, Аслă Çĕнтерÿ уявне тата ыттисене те асăнмалла. Октябрĕн 1-мĕшĕнче те пур ватăсене те пĕрле йыхравлаççĕ. Кăçал та çаплах. Мероприятие ирттерме майсем туса панăшăн, укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пулăшнăшăн Зиновий Михайлович «Ударник» хуçалăх ертÿçине Платон Павлович Давыдова пысăк тав сăмахĕ калать.

– Хамăр территорири ватăсене Ватă çынсен кунĕнче кăçал та пысăк уяв туса парас тетпĕр, – хавасланса каласа парать ветеран. – Ан тив, кашниншĕнех асра юлмалли кун пултăр вăл. Тĕрĕссипе вĕсем пурте тенĕ пекех пĕрлешÿллĕ хуçалăх производствинче е урăх сферăра ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Епле тивĕç ан пулччăр-ха вĕсем пирĕн тимлĕхе;

Ватă çынсен кунĕ чăннипех те уяв пулса тăмалла. Программине те пăхса хунă ĕнтĕ. Мероприятие Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче ирттерме палăртнă. Ватă çынсене аякри ялсенчен илсе килме хуçалăх автобус уйăрса парать. Хуçалăхăн кашни уйрăмĕнчех ветерансен канашĕн членĕсем пур. Вĕсем пулăшаççĕ те ваттисене пухса автобуспа Йÿçкассине илсе пыма.

Мероприятие ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, хуçалăх директорĕ те, ветерансен канашĕн председателĕпе членĕсем те, Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тĕп врачĕ те, Йÿçкасси шкулĕн директорĕ те, ытти ответлă ĕçченсем те хутшăнаççĕ. Çавăн пекех ватăсемпе тĕл пулма священнике те чĕнес тенĕ.

Ял тăрăхĕнчи ватă çынсем валли шкул ачисем, культура ĕçченĕсем ятарласа пуян концерт программи хатĕрленĕ. Столовăйра вĕсене тÿлевсĕр апат çитерессине те пăхса хунă. Пĕр сăмахпа никама та кичем пулмĕ çак кун.

Зиновий Михайлович çула май Йÿçкассинче пурăнакан ватă çынсем – Анфиса Артемьевнăпа Анатолий Никандрович Логиновсем (сăн ÿкерчĕкре) патне кĕрсе тухма сĕнсен хирĕçлесе нимĕн те калама пултараймарăм. Мăшăр ĕмĕрĕпех хуçалăхра ĕçлесе пенсие тухнă. Иккĕшĕ те 1939 çулта çуралнă. Хуçалăхра ĕçлесех 3 ывăлпа 1 хĕрне тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Аслисем виççĕшĕ хăйсем çемьеллĕ ĕнтĕ.

– Юрать-ха кĕçĕн ывăл кăçал вĕренсе пĕтерсен çу кунĕсенче килтех пурăнчĕ. Уттине çулса пуçтарас, хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе пире пысăк тĕкĕ пулчĕ, – сăмах хушать кил хуçи арăмĕ.

– Иксĕрех выльăхсем те тытатăр-и, йывăр мар-и;– ыйтса тĕпчетĕп эпĕ.

– Ялта унсăр мĕнле-ха,– хуравлать Анфиса Артемьевна. – Хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Ĕни те, вăкăрĕ те, сысни те, сурăхĕсем те пур.

Çавна та каласа хăвармалла. Анатолий Никандрович вара кил таврашĕнче ĕçленипе пĕрлех чиркÿ хуралĕнче те тăрăшать.

Кăмăллă ватă çынсем чăвашсен йăлипе сĕтел хушшине лартмасăр та кăларса ямарĕç.

Тепĕр 3 çултан Анфисăпа Анатолий Логиновсем пĕр çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитет. Ырлăх-сывлăх сунса, ылтăн туя чаплăн уявлама сĕнсе уйрăлтăмăр хисеплĕ те тараватлă ĕç ветеранĕсемпе.

В. ШАПОШНИКОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика