Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хăйсене килти пек туйччăр тетпĕр"

01 октября 2011 г.

Ватăсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернат-çурчĕ пирĕн Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕ шутланать. Çапла вара çак çуртра пирĕн республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 50 çын ватлăх çулĕсенче канлĕх тупнă.

50 çын... Кашнийĕнех хăйĕн шăпи. Вĕсенчен нумайăшĕ инвалидсем, çуррине яхăн – вырăнпах выртаканнисем. Ватлăхра пĕччен тăрса юлнă çынна пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе малалла пурăнма çăмăлах мар. Патшалăх кун пеккисене интернатсене вырнаçтарать те.

Хамăрăн интернат пирки калас пулсан ватă çынсем валли кунта пур условисене те туса панă. Кунта вăй хуракансем сăпайлă, тăрăшуллă, çынна ăнланакан, ырă кăмăллă çынсем. Ватă çынсемпе инвалидсен пурнăçĕ тулли те интереслĕ пултăр тесе интернатра тĕрлĕ мероприятисем ирттерессине йĕркене кĕртнĕ.

Ватă çынсен кунĕ пирки те çавнах каламалла. Ку ятпа эпир савăнăçлă тĕл пулу каçĕсем, концертсем, викторинăсем ирттертĕмĕр. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче пирĕн патра хăнара Чуманкассисем пулчĕç. «Апаш» пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн концерт программипе савăнтарчĕ. Ватă çынсем валли тĕрлĕ кучченеçсемпе парнесем те илсе килнĕ. Вĕсене ваттисене Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева пачĕ.

Çавăн пекех пирĕн пата çитес кунсенчех Йÿçкассинчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕ те уяв ячĕпе хатĕрленĕ концерт программипе çитмелле. Çак кунсенче «Василек» ача садне çÿрекенсемпе Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен коллективĕсем те ватă çынсене хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç.

Хальхи вăхăтра ватăсене çавăн пек сума суни чăннипех те савăнтарать пире. Эпир те, ватăсемпе инвалидсен çуртĕнче вăй хуракансем, кунти ватă çынсене сума сунишĕн савăнатпăр, пурне те тав сăмахĕ калатпăр. Ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр сире. Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан тесе ахальтен каламан чăвашсем авалах.

Л. ИВАНОВА,

Йÿçкассинчи ватăсемпе инвалидсен интернат-çурчĕн культоргĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика