21 июля 2011 г.
П.П. ДАВЫДОВ: «Ял пурнăçне лайăхлатассине тĕп вырăнта тытрăм»
Ман умра çулсем иртнипе сарăхнă хут выртать. Ун çине машинкăпа пичетлени те, алăпа хушса çырни те, Пĕтĕм Раççейри çĕр улми вăрлăхĕпе ĕçлекен производствăпа наука пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Д. Заикин алă пусни те пĕрре пăхсан ĕнер çырнă пек курăнать. Анчах... Мускавра кун çути курнă çак приказ 1981 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕпе çырăннă. Унти йĕркесем: «Куçăм йĕркипе Платон Павлович Давыдов юлташа Чăваш АССР-не кĕрекен Муркаш районĕнчи «Ударник» совхоз директорне лартас. Унăн должноç окладне 250 тенкĕ çирĕплетес». Çак хута мана тыттарнă май хресчен чунлĕ ертÿçĕн алли чĕтрерĕ, куç хĕрне куççуль тухнă куçĕ чÿречерен курăнакан инçетри уйсене йĕрлерĕ. Манăн шухăш-ĕмĕтсене пĕлнĕ ертÿçĕн тути вара çапла пăшăлтатрĕ: «Пурнăçа Турă хушнă пек тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ. Кунсем хыçа юлнă май хамран ырă ят хăварасчĕ. Укçа леш тĕнчере кирлĕ пулмĕ, мухтав та хăвăрт ирĕлсе кайĕ. Çын вилет те унран ырă ячĕсĕр пуçне нимĕн те юлмасть. Çак тĕллевшĕн ĕçлесе пынă эпĕ, çавăншăнах паян та куллен ĕçе тухатăп». Платон Павловичăн кашни хусканăвĕнче çĕр ĕçченĕн çирĕплĕхĕ, хресчен пурнăçĕн юратăвĕ палăрать. Çавăнпа унпа пуçарнă калаçу витĕр те йăлтах ялта çуралса ÿснĕ, пурнăçне çĕр ĕçне тата яла çĕнетес ыйтăва халалланă çын шăпи тухрĕ.
л вăл 30 кун мар. Сире районта паян пурте пĕлеççĕ. Шухăшăрсем те чылайăшĕшĕн вăрттăнлăх мар. Çапах пĕлес килет, Сире паян мĕнле шухăшсем ытларах канăçсăрлантараççĕ?
– Тĕрĕсех палăртрăр, 30 çул вăл 30 кун мар. Вăт шăпах çавăн çинчен шухăшлатăп та ĕнтĕ паян. Хуçалăх тилхепине çавăн чухлĕ тытса пынă хыççăн та питĕ нумай ыйтусем юлаççĕ. Тĕрĕсех турăм-и-ха эпĕ «Ударник» хуçалăха çавăн чухлĕ ертсе пырса; Теприсем «çав Давыдова валли урăх ĕç çук-ши; Пĕр ĕç тупнă та унран ниепле те хăтăлаймасть» теççĕ пулĕ. Вĕсен шухăшĕпе кайсан хама та çапла туйăнать. Анчах ку вăл çиелтен пăхсан кăна. Çак тăрăхрах Анатри Панклире нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕрен хам ăссăн шутлама пуçласанах ял çыннин пурнăçне лайăхлатасси, унăн аталану шайне тĕрлĕ енлĕ йĕркелесси, йывăр ĕçне çăмăллатасси пуçра йăва çавăрчĕ. Кăна эпĕ паян, хыçа 64 çул юлсан, чĕрĕ ăспа ăнланатăп. Улăм витнĕ çуртсемлĕ урамра ÿссе çитĕннĕрен, аннесен çĕр ĕçĕнчи йывăрлăхне тăтăш куç умĕнче тытнăран ялта пурăнаканăн пурнăç шайне лайăхлатас тесех нумай ĕçлесе пăрахрăм пулас. Татса паман ыйтусем вара паян та пур. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пĕчĕк мар ĕçсене те сахал май йыхравларĕç. Тĕслĕхрен, 1990 çулта Чăваш Республикин Правительство пуçлăхĕн çумĕ пулма сĕнчĕç. Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем (3 хут!) пулнă çулсенче тĕрлĕрен ытти ĕçсем те сĕнчĕç. Анчах хам çуралнă тăрăхра татса паман ыйтусем нумаййине тата вĕсем татса памасăр юласси пирки шутланипе тăван ялах суйларăм. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи комитет председателĕ пулма ыйтсан та вырăнти ыйтусене 2-мĕш вырăна хăварас мар тесе килĕшмерĕм. Çапла вара пĕтĕм ĕç ĕмĕрне тăван ен аталанăвĕшĕн, кунти ĕçченсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ирттертĕм. Паян та татса памалли ыйтусем нумай, анчах тăван енри ял хуçалăхĕнче иртнĕ çулсемшĕн пĕртте ÿкĕнместĕп...
Автортан. Çапла калаçнă май Платон Пвалович мана хуçалăх уй-хирĕпе, ку енри 13 ял тăрăх çаврăнса килме сĕнчĕ. Килĕшрĕм. Хĕвел анăçĕнчен çумăр пĕлĕчĕсем капланнине пăхмасăрах çумăрччен ĕлкĕретпĕр тесе çула тухрăмăр. Ку çул çÿрев маншăн П. Давыдовăн пурнăç сукмакĕсемпе иртнĕнех туйăнчĕ.
...Уй-хир тăрăх пыратпăр. Чунĕпе те, ĕçĕпе те çĕр ĕçне парăннă Платон Павлович хирпе пыракан çăмăл автомашина чарăнмассерен хĕвел çинче пиçсе хăмăрланнă, пурнăçĕнче пиншер çухрăм хирпе çÿресе çил çинче кушăрханă аллисемпе е ырашпа тулă пучаххисене ыталарĕ, е çĕр улмин шап-шурă чечеке ларнă çеçкисене ачашларĕ. Тути вара пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ: «Тавах, Çĕр-аннемĕр, пуянлăхушăн. Куçа курăнаканнине кĕлете кĕртесси – умри пирĕн тĕллев. Алă усмăпăр. Иртнĕ хĕл кунĕсенче акă унчченхи шăрăх çу кунĕсене пула 10–11 миллион тенкĕлĕх выльăх апачĕ туянса хуçалăх экономикине сыхласа хăвартăмăр пулсан, кăçалхи утă-улăмпа тырра-пулла çухатусемсĕр пухса кĕртетпĕрех. Çак тăрăшулăха вĕçне çитересехчĕ».
– Ялсемпе те, уйсемпе те çулсем япăх мар. Çак ырăлăх та çÿлтен ÿкмен пулĕ ĕнтĕ?
– Çапла. Çÿлтен юр-çумăр та, пăр та çăвать. Пирĕн вĕсене йышăнма хатĕр пулма тивет. Эпир çакна пĕлнĕ, пĕлетпĕр те. Çавăнпа та 1981 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Ударник» совхоз тилхепине тытсан пĕрремĕш тĕллеве çулсем тăвассине лартрăм: начар çулсемпе производствăна тухăçлă аталантарма çук. Çапла вара юлашки çулсенче Президент программипе ялсене асфальт çулсем çитерчĕç пулсан, эпир хамăр программăпа ку ыйтăва чылай маларах татса пама пултартăмăр. Паян «Ударник» хуçалăх территорийĕнче 40 çухрăм ытла асфальт сарнă çулсем. Çакă йăлтах ял çыннин пурнăç условийĕсемшĕн, тăван хуçалăх аталанăвĕшĕн. Аса илетĕп те, хăш-пĕр çулсенче пирĕн патăмăрта çул тăвассипе 3-шер подрядчик вăй хуратчĕç. Çулталăкне 10 км çул туни – пурнăçри чăнлăх. Çулсем юхан шывсем урлă иртнĕ май Панклире тата Вăрманкассинче металран тата тимĕрпе бетонран пысăк кĕперсем турăмăр, плотинасем пĕвелерĕмĕр. Çапла вара Панклири шыв хранилищи хăй кăна районта чи пысăккисенчен пĕри: шыв çийĕ 40 гектар ытла лаптăк йышăнать. Ку тăрăх паян районшăн та, республикăшăн та чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри.
Çулсем пирки калаçнă чух пĕр тĕслĕх аса килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пирĕн тăрăха автоçулсем тунипе паллашма ЧР строительство министрĕ В. Филатов килнĕччĕ. Анатри Панклирен Муркаша каймалли çул çинче чарăнчĕ те пире район центрĕпе çыхăнма икĕ çул мĕншĕн кирлине ыйтрĕ. Пĕрле пулнă Чăвашавтодор пуçлăхĕ те, район представителĕ те шыв сыпнă пек тăраççĕ. Эпĕ вара çапла хурав патăм: «1976 çулта пĕр хуçалăха пĕрлешсе çынсем тĕрĕс мар тунă-и вара; Унчченхи вăхăтра кашни хуçалăхăн тĕп усадьби патне асфальт çул тума йышăну пулнă-çке». Министр пуçарнă калаçу ун чухне çакăнпа вĕçленчĕ.
Историрен
Вăхăт уттипе пăхсан паянхи «Ударник» хуçалăх çамрăк-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Йÿçкасси тăрăхĕнче те кашни ялта-урамрах ял çыннисем пĕр чăмăра пĕрлешсе йывăрлăхсене пĕрле çĕнме колхозсем йĕркеленĕ. Вĕсем пĕчĕкшерĕн пысăкланнă ĕнтĕ. Анчах тĕп пысăклану 70-мĕш çулсем пуçламăшĕнче пулса иртнĕ. 1972 çулта Вăрманкассинчи «Труд» хуçалăхпа Йÿçкассинчи «Знамя коммунизма» колхозсем пĕрлешеççĕ. Пысăкланнă «Знамя коммунизма» хуçалăха Автанкассинче çуралса ÿснĕ, «Труд» колхоз председателĕнче ĕçленĕ А. Михайлов ертсе пыма пуçлать. Александр Михайлович тăрăшнипех 1973 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Матьăкри «Ударник» хуçалăх та аслă йыша хушăнать. Чылай тĕрекленнĕ «Знамя коммунизма» хуçалăха ертсе пынă А. Михайловпа унăн çумĕ З.М. Кутузов çак çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче хуçалăх ĕçченĕсемпе килĕшсе колхозран совхоз туса хураççĕ. Çак кунран çĕнелсе тĕрекленнĕ «Ударник» район историне хăйĕн ĕç-хĕлне çырма пуçлать. Пĕрремĕш директора А. Михайлова Мичурин яч. хис. колхоз ертÿçине суйласан ун вырăнне 2 çул хушши Зиновий Михайлович Кутузов юлать. Çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе ытларах специализациленнĕ ĕçчен хăйне çак лаборатори ертÿçине çирĕплетме ыйтсан район пуçлăхĕсем килĕшнипе тата Чăваш АССР Ял хуçалăх министерстви сĕннипе Раççейри Ял хуçалăх министерствин çĕр улми вăрлăхĕпе ĕçлекен производствăпа наука пĕрлешĕвĕ П. Давыдова совхоз директорĕ пулма çирĕплетет. «Пирĕн тĕп тĕллев – çĕр улмин паха вăрлăхне сутассиччĕ. Çапла вара 1981 çултан пуçласа паянхи кунчченех Муркаш тăрăхĕнчи хуçалăхсене, ытти районсене, кÿршĕллĕ регионсене 2–3 пин тонна паха вăрлăх сутасси те пулчĕ», – аса илет паян Платон Павловичăн ырă енĕсем пирки З. Кутузов. Ветеран асĕнче тата вăл тимленипе уçăлнă социаллă объектсем, газ кĕртнипе çул тунисем, шыв пăрăхĕсем хурассипе тата эрозипе кĕрешессипе нумай ĕçсем туса ирттерни – паян та чĕрĕ ÿкерчĕксем.
– Тăван ене юратасси атте-анне хывса хăварнă ен теес килет манăн. Çапла мар-и?Хăвăрăн çемйĕрпе паллаштараймăр-ши?
– Манăн пурнăçăм ялта çуралса ÿснĕ пиншер ачаннинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Мана çуратнă чух анне 50 çулта, атте 60 çулта пулнă. Эпĕ çемьери 9-мĕш ача. Аслă пичче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, 3 аппа чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Паян вара çав йышран эпĕ кăна. Анне колхозра ĕçлени, уй-хиртен ывăнса таврăнни, çав вăхăтрах вăрмана вутă патне çÿрени паян та куç умĕнче. Вăрмантан аннепе пĕрле хул пуççи çине хурса вутă-шанкă йăтни – манăн ачалăхăмăн асран тухми енĕ. Хăрăк-марăкпа пÿрт ăшăтсах ÿсрĕмĕр, ачалăхран тухрăмăр. 1965 çулта вăтам шкул пĕтерсен тепĕр çулне салтака илсе кайрĕç. 1969 çулта çартан таврăнсан малалла вĕренме условисем çитсех кайманран чирлĕ аннене пăхмалла тесе клуб заведующине вырнаçрăм. Ĕç укçи 67 тенкĕ те 50 пусчĕ. Ĕçпе палăрнă-ши, пĕлместĕп, анчах клубра нумай вăй хураймарăм: КПСС райкомĕ мана партипе совет шкулне экономиста вĕренме ячĕ. Çитменнине клубра ĕçлеме манăн юрă-ташă ăсталăхĕ те, кĕвĕ инструменчĕсен туслăхĕ те çукчĕ.
Парти шкулĕнчен вĕренсе тухсан Муркашра ĕç вырăнĕ пулмарĕ. 2 çул Элĕкри КПСС парти райкомĕнче вăй хутăм. 1974 çулхи кăрлачра мана Муркаш райкомне куçарчĕç. Çак çулти утă уйăхĕнче парти райкомĕ ыйтнипе эпĕ ял хуçалăхĕпе ĕçлеме пуçларăм. 5 çул хушши Ильич яч. хис. колхоза ертсе пытăм. Унтан каллех района таварăнмалла пулса тухрĕ. 2 çула яхăн ял хуçалăх пайне ертсе пытăм, райĕçтвком председателĕн Л. Софроновăн çумĕ пулса ĕçлерĕм. Шăпах çак çулсенче ĕнтĕ мана «Ударник» хуçалăха ертсе пыма шанни пирки пĕлтерчĕç. Тулли кăмăлпа хамăн тăван енре ĕçлеме килĕшрĕм. Йывăрччĕ, паллах, анчах тăван ене аталантарассипе çыхăннă ачалăхри шухăш-ĕмĕт кунсерен вăй пачĕ. Çапла вара 30 çул хушшинче гектартан 11 центнер тыр-пул илнĕ хуçалăхра тухăçа 40 центнера çитер-тĕмĕр, çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе паллă ят илтĕмĕр, ялсене тĕпрен çĕнетрĕмĕр, ял çыннисен пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртрĕмĕр. Пурăнмалла, ĕçлемелле, тулăх пурнăçшăн савăнмалла... Анчах хам экономист-йĕркелÿçĕ пулнăран йĕркелесе çитереймен ыйтусем пурри те сисĕнет-ха.
Автортан. Тăрăшуллă ĕçченĕн, мал туртăмлă ертÿçĕн, хăйĕн ĕçне пĕлекен экономист-йĕркелÿçĕн Платон Павлович Давыдовăн çак тапхăрти ĕçне çĕр-шыв пысăка хурса хакланă. «Ударник» хуçалăхăн паянхи ертÿçи Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, «Хисеп Палли» орденпа «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден-медаль кавалерĕ, 4 ача ашшĕ.
– «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕ пек пысăк территорире йĕрке туса пыма çăмăл маррине кашниех ăнланатпăр. Çак çулăн пуçламăшне таврăннă пулсан урăх çул суйламăттăр-и?
– Эпĕ хресчен ачи, ял çынни. Маншăн урăхла çул çук. Мана ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлеме вĕрентсе воспитани панă. Çак воспитанипе пурнăçăма ирттеретĕп те. Пирĕн хуçалăхра ял çыннисен 800 ытла хушма хуçалăхĕ. Кăшт ĕлĕкрех манăн пĕр ыйтуччĕ: вĕсене вутă патне кайма, уголь-брикет кÿрсе килме, ялти магазинсене тавар патне тухса кĕме автомашинăпа тивĕçтермеллеччĕ. Тăтăшах хумхантаратчĕ çак ыйту. Никама та кÿрентерес килместчĕ. Çак ыйтусене татса парассипе ĕçленĕ хушăрах директор тилхепине тытсан хуçалăха çут çанталăк газĕ кĕртесси канăç пами пулчĕ. Хамăр хуçалăх урлă газ пăрăхĕ иртсе каймалла пулнă май çав çулсенче Куславккара палăртнă газ пайламалли станцие хамăр пата куçарма май килчĕ. Çапла вара 1988 – 1993 çулсенче хамăр хуçалăхри 13 яла та çут çанталăк газне илсе çитертĕмĕр. Çак ĕçе вăл вăхăтра хуçалăхăн тĕп инженерĕ пулнă Г.В. Васильев (шел, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ) пысăк тÿпе хыврĕ. Çакăн хыççăн ачалăхри улăм витнĕ пÿртсем çĕнелме, çут çанталăк газĕпе ăшăнма пуçларĕç. Ялсенче 2-шер хутлă çуртсем курăнма тытăнчĕç, çынсем пÿртсене шыв та кĕртрĕç.
– Эсир экономист-йĕркелÿçĕ пулнипе пĕрлех агроном та, инженер та, зоотехник та, строитель те. Епле ĕлкĕретĕр-ха;
– Ĕлкĕрме чăнах та çăмăл мар, анчах ертÿçĕн пурне те пĕлмелле. Çакна валли эпĕ хам тĕллĕн нумай вĕреннĕ. Хăйсен ĕçĕнчи ял хуçалăх ăстисемпе нумай хутшăннă. Çакăнта мана Социализмла Ĕç Геройĕпе Евтихий Андреевич Андреевпа пĕр вăхăтра ĕçлеме тивни, «Сеятель» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă Сергей Афанасьевич Афанасьевпа хутшăнни, ятланипе пĕрлех хавхалантарма пĕлнĕ Валериан Семенович Краснов ĕçне тишкерни, хамăн учитель тесе хаклакан Алексей Петрович Петров (Мичурин яч. хис. колхоз председателĕ) вĕрентсе пыни пысăк тĕкĕ пачĕç. Республикăра та нумайччĕ ун пек ăстасем. Тавах вĕсене пурне те.
Автортан. Çак вăхăтра Матьăка кĕтĕмĕр. Платон Павлович тимленипе, хуçалăх вăйĕпе усă курнипе çĕкленнĕ 2 хваттерлĕ 10 çурт, магазин, спорт залĕллĕ Культура çурчĕ, шкул-сад, медпункт хыçа юлчĕç.
– Йăлтах хуçалăх укçи-тенкипе тунă-и çаксене; Сирĕн хуçалăхра кашни ялтах çакăн пек тирпейлĕх хуçаланать те кашни ĕçех вăхăтра пурнăçлани куç умне тухать, – кăсăкланатăп малалла.
– Чылайăшĕ пире патшалăх укçи-тенкипе нумай усă курнă теме пăхать. Анчах эпир патшалăх пулăшăвне ытти хуçалăхсеннинчен нумайрах илмен. Укçа вăл хăй нимĕн те тумасть. Ăна тупма тата ĕçлеттерме пĕлмелле. Укçипе пĕрлех ĕçне пурнăçлакан подрядчикне тупасси те çăмăл ыйту мар. Стройка ыйтăвне илсен иртнĕ 30 çул хушшинче кашни ял патне тата ял урамĕсене асфальт çулсем сартăмăр, ялсене газ тата шыв кĕртрĕмĕр, фермăсене вăйлатрăмăр, ача-сачĕ-шкулсемпе пĕрлех Йÿçкассинчи вăтам шкула, Ветерансен çуртне, участокри больницăна, суту-илÿ центрне, Йÿçкассинчи 3 хутлă 27 хваттерлĕ çурта, клубсемпе Анатри Панклири краеведени музейне хута ятăмăр. Çырмасем шывпа тулчĕç, ишĕлекен вырăнсенче вăрман тăрăхĕсем вăй илчĕç. Тыр-пул тухăçне 4 хута яхăн ÿстернĕ хыççăн хуçалăх хирĕсене районта пуринчен малтан «Дон-1500» комбайнсем тухрĕç. Аталанăвăн çак çулĕ çинче патшалăх пулăшăвĕпе пĕр шайрах хамăрăн тăрăшулăх пырать. Йăлтах хамăр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тунă, ял халăхне пулăшнă.
– Эсир мал туртăмлă ĕçленине, ыранхи кунпа пурăннине Йÿçкассинче çĕкленекен чиркÿ те çирĕплетет. Çак çĕнĕлĕхре хуçалăхăн тÿпи еплерех-ха?
– 110 çул каялла уçнă чиркĕве çывăх вăхăтрах туллин ĕçлеттерме пуçлас тетпĕр. Çак тĕллевпе хуçалăх ку ĕçе 4–5 миллион тенкĕ хыврĕ. Вăл усăллă пуласса, чиркÿ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшасса шанатăп. Укçа-тенкĕ кăна мар, чун апачĕ те кирлĕ-çке пире.
– Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, тăтăш улшăнса пырать. Акă ял çыннине пулăшатпăр тесе унăн килти хушма хуçалăхне пĕр гектара çитерме 60-шар сотка хушса пачĕç. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çĕр пайĕсем уйăрса илме пуçларĕç. Çак ыйтусем çине эсир епле пăхатăр;
– Ваккăн ĕçлесе пысăк ĕç тума çук. Çакна манăн ĕç пурнăçĕ те çирĕплетсе парать. Çĕре пайлани, ман шутпа, тĕрĕсех мар. Вăл Раççей историйĕнче пулнă. Анчах пурăна киле хресченсем пĕрлешнĕ. Тĕнчери ытти çĕр-шывсене илсен те коллективлă, кооперативлă ĕçлесси малти вырăнта тăрать. Пирĕн тепĕр çитменлĕх вăл – продукци хăй хаклăхĕнче ĕçлекенсен тÿпи пĕчĕкки. Хĕвел Анăçри çĕр-шывсенче вăл 50–55 процент, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче 70 процент пулсан, пирĕн – 15–20 процент кăна. Продукци хакĕ йÿнĕрен ялсенче те ĕнесен йышĕ 3 хут сахалланса кайрĕ, ытти выльăхсем ытларах та. Çакăнта планлас йĕрке çинчен манса кайни питĕ сисĕнет. Калаçнă май пирĕн çĕр ĕçченĕн 2 хуйхă пулнине те палăртса хăварассăм килет: пĕрремĕшĕ – çанталăк япăхран тухăç пĕчĕккипе аптăратпăр; иккĕмĕшĕ – тухăç пулсан та унăн хакĕ пĕчĕкки тата туянакан çукки ура хурать.
– Йывăр-и, çăмăл-и – ял çĕнелет. Хăвăрăн ĕç опыт çÿллĕшĕнчен унăн малашлăхне мĕнле куратăр?
– Тĕрĕс ыйту хускатрăр. Эпĕ те кун пирки нумай пуç вататăп. Ман шутпа ялсем çирĕп утăмпа малалла кайччăр, ял хуçалăхĕ çĕнĕ аталану шайне çĕклентĕр тесен ялсенче тĕрлĕ производствăсем, çĕнĕлле ĕçлекен кооперативсем уçмалла, вĕсене пулăшу памалла.
– Ăнланмалларах пултăр тесен çак сăмахсемпе эсир, Платон Павлович, мĕн каласшăн; Вĕсем хыçĕнче мĕн куратăр?
– Çак тапхăр пире çĕнĕлĕхсене алла илме хистет. Ваккăн пайланса эпир çирĕп утăмсемпе малалла каяймăпăр. Çавăнпа та вырăнсенче ĕçлекенсем хăйсен ĕçне тÿрремĕн курччăр тесе пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă пĕчĕк предприятисене ĕçлеттерме тытăнмалла. Ан тив, хăй ĕçлени хăйĕншĕн пулнине кашниех куртăр. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те çак çулпа кайсан пĕрисем выльăх ĕрчетчĕр, теприсем çĕр улмипе ĕçлеччĕр, виççĕмĕшсем механизаци аталантарччăр, тăваттăмĕшсем туса илнĕ продукцие реализацилессине тĕпе хурччăр, выльăх апачĕ янтăлаччăр. Çакна лайăх шухăшласа йĕркелени ял хуçалăхне аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕклĕ. Кунта манăн иккĕленÿ çук.
– Вăрттăнлăх мар, ялта пурăнакан хăш-пĕр çын çав Платон Павловичăн тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитмен-и-ха тесе те ыйтать. Кун пирки мĕн калайратăр?
– Эпĕ те вĕсемпе çав ыйтăвах паратăп. Анчах манăн хуравĕ урăхларах. Манăн паянхи тĕллев – эпĕ ĕç пăрахсан хирсене çум пусса ан илтĕр, тăван кĕтес ишĕлчĕкпе ан туслаштăр. Пирĕн паянхи харпăрлăх формипе коллективпа ĕçлесе тунă çурт-йĕр, туяннă техника федераллă пурлăх шутланать. Çавăнпа та манăн ăна хамăрăн халăхăн пуянлăхĕ тăвас килет. Çакă манăн умри çывăх тĕллев.
А. БЕЛОВ калаçнă.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы»
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"