28 марта 2011 г.
“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат мĕнле сарăлнине редакци ĕçченĕсем сăнасах тăраççĕ. Вулакансем пирĕншĕн юлташ, тăван вырăнĕнчех. Тĕплĕнрех паллашма тата чун ыратăвне пĕрле татса пама “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата чи нумай çырăнса илекен кашни районти тăрăха çитсе килме тĕв турăмăр. Муркашсем пирĕн кăларăма Йÿçкасси почта уйрăмĕнче ытларах çырăнса илнине пĕлтерчĕç. Вун виçĕ яла пĕрлештерет ку хутлăх. Ултă хĕрарăм хаçат-журнала вулакансем патне вăхăтра илсе çитерет. “Почтальонсем урамри машинăран та хытă çÿреççĕ”, - те шÿтлесе, те чăнласа пуçларĕ калаçăва вырăнти почта пуçлăхĕ Эльза Алексеева. Валентина Анисимовăна та, Роза Егоровăна та, Маргарита Николаевăна та, Альбина Александровăна та, Ирина Трофимовăна та, Надежда Весновсаяна та ырăпа палăртрĕ вăл. Тивĕçлĕ канурисем те, сăмахран, ĕмĕрĕпех почтальонра ĕçленĕ Нина Алексеева - çамрăксемшĕн тĕслĕх. Ĕç тухăçлăхĕшĕн тăрăшакан яланах хисепре.
Ку тăрăхра Вăрманкасси - чи пысăк ял. Кунта килĕрен çĕнĕ çурт хăпартса хута яни уйрăмах кăмăла çĕклерĕ. Урамсене юртан тасатнине тÿрех асăрхарăмăр. Çыннисем тарават - эпир çитессе кĕтсех тăнă тейĕн. “Вулакансем уяв вăхăтĕнче хаçат тухманшăн та пăшăрханаççĕ”, - палăртать Роза Егорова почтальон.
Вăрманкассинче çĕр ал çичĕ килте çынсем тĕпленнĕ, çирĕм сакăр хуçалăха канма е çĕрпе усă курма килеççĕ. Амăшне халалланă палăк патĕнчен иртсе пыратпăр. Çакă та чăваш хĕрарăмне хисепленине çирĕплетет. Федор Мадуров скульптор ăсталанăскер аякранах куçа туртать. Ял халăхĕ культура çуртĕнчи Федор Васильев композитор ячĕллĕ тавра пĕлÿ музейĕпе те мухтанма пултарать. Тивĕçлĕ канури Николай Яковлев уйрăмах истори докуменчĕсемпе нумай ĕçленĕ. Çакăнти пуянлăх вара ăруран ăрăва куçать. Паянхи çамрăксемшĕн пушшех музейри кашни экспонат хакне туйни пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕх вулавăшра та пĕлÿ тĕнчи уçăлать. Вĕренме, тĕпчеме, шырама кăна ан ÿркен.
Сакăр вун пĕррери Валерий Петров яш пекех çăмăллăн çÿрет. Ăна çав ÿсĕме çитнĕ тесе кам калатăр? “Ирхине шăм-шака çемçетмелле виçĕ çухрăмри кÿршĕ яла кайса килетĕп”, - пытармасть арçын. Спортпа туслашнăранах унăн сывлăхĕ çирĕп. Вăл нихăçан та аллине туя тытман. Унсăр пуçне Валерий Петрович пирус та туртман, эрех те ĕçмест. Вăрман хуçалăхĕнче, райпо тытăмĕнче ĕçленĕскер ватлăх куçран пăхсан та ахаль ларасшăн мар. Вăрманкассинче çĕвĕ цехĕ уçасшăн вăл. “Мана ытлашши укçа кирлĕ мар, çамрăксене валли ĕç вырăнĕсем пулччăр”, - хушса калать Валерий Петрович. Çирĕм çĕвĕ машинине арендăна илессине те татса панă вăр-варскер. Ялта ĕç вырăнĕ паян - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Тăван кĕтесрех алла укçа кĕнишĕн епле савăнмăн? Арçын хаçат-журнал вулама юратать. Вăл кирек хăш ыйту тавра сăмах хускатма пултарни калаçуранах палăрчĕ. Ăна йăлт кăсăклантарать. Валерий Петрович хăйĕн пурнăç опычĕпе те хаваспах паллаштарать. Апат пĕçерме те, пăта çапма та пĕлекенскерĕн вăрттăнлăх сахал-и? Хулара тĕпленнĕ икĕ ывăлĕ çемйисемпе яла тăтăш килсе çÿренĕшĕн çав тери хĕпĕртет вăл.
“Çĕнĕ кунпа киленсе ытларах пурăнасчĕ, пирĕн йăх вăрăм ĕмĕрлĕ”, - ĕмĕтне те палăртрĕ арçын.
“Чăваш хĕрарăмĕн” тусĕсен йышĕнчех - Ивановсем те. Людмила Алексеевнăпа кинĕ Зоя юратнă хаçатне куç пек кĕтеççĕ. Кинĕшĕн çак кун чи кĕтнĕ хăна почтальон иккенне систерчĕ кинемей. Вăл чÿречерен курăнсанах çамрăкскер урама васкать - юратнă хаçатне аллине илме хыпаланать.
- Эпĕ малти страницăсене вулама кăмăллатăп, хаçата тишкерме çавсенчен пуçлатăп та. Кайран вара ыттисем çине куçатăп. Çамрăксем ытларах юрату çинчен вулама килĕштереççĕ пулмалла. Зоя кинĕм малтан “Эсĕ тата Эпĕ” страницăпа паллашать. Мăшăрăм Изосимпа ывăлăм Алексей та хаçата кăмăлласах вулаççĕ, - юратнă хаçатне çемйипех туслăн вуланине каласа кăтартать Людмила Иванова.
Çамрăк чухне чăлха-алсиш çыхма, тĕрĕ тĕрлеме кăмăлланăскер халĕ ку ĕçпе аппаланмасть - ватăлнă май куç çивĕчлĕхĕ чакнă. Хаçат-журнал вулассинчен пăрăнмасть вара. “Чăваш хĕрарăмне” юратсах “шĕкĕлчет”. Çемье ку хаçатпа тахçанах туслă пурăннине те пĕлтерчĕ.
“Чăваш хĕрарăмĕн” тусĕсемпе паллашнă май вĕсем килĕренех тенĕ пек пулни палăрчĕ. Пĕр çуртран тухатпăр та - теприне кĕретпĕр. Акă пире ăшă кăмăллă та çепĕç чунлă Елена Степановна кĕтсе илчĕ. Вăл та пирĕн кăларăмшăн каçса каять иккен.
- Пĕтĕмпех вулатăп. Çĕнĕ номере юратса тишкеретĕп. Эпĕ вуласа пĕтерсенех кÿршĕсем илсе каçаççĕ. Тепĕр чухне пĕр номере темиçе хут та вулатăп. Ирхине вăрансан та хушăран ытти ĕçе тытăниччен чи малтан “Чăваш хĕрарăмне” алла илетĕп. Лайăх материалсене вуласах тăрас килет, - тет Елена Яковлева.
Маттур чăваш хĕрарăмĕ мăшăрĕпе 7 хĕрпе пĕр ывăл çуратса ура çине тăратнă. Шел, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Çуртра пĕччен тăрса юлнă пулин те Елена Степановнăн тунсăхлама вăхăт çук. Ара, тăватă хĕрĕ те çак урамрах тĕпленнĕ-çке. Амăшĕ вĕсене кашни кунах курать. Сăмах май, хĕрĕ Раиса та “Чăваш хĕрарăмне” вулама кăмăллать, ăна тăтăшах çырăнса илет.
Е.Яковлева нумай вăхăт фермăра вăй хунă. Малтан 9 çул пăру пăхнă, кайран 12 çул ĕне сунă.
- Коллективпа пухăнса вулаттăмăр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашаттăмăр, сÿтсе яваттăмăр. Халĕ фермăра хаçачĕ те пур, те çук - пĕлместĕп те, - тет вăл, хĕрарăмсен хаçачĕ тухнишĕн хĕпĕртенине, унпа савăнсах туслашнине систерсе.
Игнатьевсем патне те çитрĕмĕр. Алăк уçăлсанах илемлĕ чăваш юрри-кĕвви илтĕнчĕ. Кунта чунĕпе чăн чăвашсем пурăнни тÿрех туйăнчĕ. Тăван культурăна, сăмахлăха килĕштерекен Маргарита “Чăваш хĕрарăмне” качча килнĕренпех пĕр чарăнми вуланине пĕлтерчĕ. Хунямăшĕ Александра Николаевна вара ку кăларăмпа тухма тытăннăранпах туслине систерчĕ.
Виçĕ ача амăшĕ хаçата юратсах вулать.
- Вуламалли нумай. Малтан юрату историйĕсемпе паллашатăп, кайран черетпе ыттисене тишкеретĕп. Сĕнÿсемпе те час-часах усă куратпăр, - тет Маргарита.
Тăватă уйăхри Димăпа аппаланма та, хаçат вулама вăхăт тупатех вăл.
Ферма кĕтĕвне пăхакан Валентинăпа Владимир Егоровсем те - пирĕн хаçатăн парăннă тусĕсем.
- Ырă кĕтÿçĕ пирки çырнă статья пичетленнĕччĕ хаçатра. Ăна вуланă май ман пирки çырнăнах туйăннăччĕ. Çав статьяна яланах асра тытатăп, манăçмасть. Çуллахи вăхăтра “Чăваш хĕрарăмне” хире илсе тухатăп. Ĕне пăхнă май вăхăт ирттерме вулатăп ăна. Хаçатпа кĕтÿ кĕтме те хаваслă, - каласа кăтартать Валентина Андреевна.
Хаçат, чăн та, хаклă тус. Вăл вăхăта хаваслăрах ирттерме пулăшать, кирлĕ сĕнÿ парать, чуна уçать... Унпа яланах туслă пуласчĕ!
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"