Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра ăнланнине мĕн çиттĕр?

26 февраля 2011 г.

Февралĕн 17-мĕшĕнче профилактика кунĕ Йÿçкасси ял тăрăхĕнче иртрĕ. Район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсем çумĕнчи профилактика Канашĕсен, районти çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин пĕрлехи ларăвĕнчен пуçланчĕ вăл. Ун хыççăн 6 ушкăна пайланса ĕçлерĕç профилактика кунне хутшăнакансем. Ăнăçсăр çемьесенче, опекунсем патĕнче пулчĕç. Саккуна пăсса учетра тăракансемпе тĕл пулса калаçрĕç, ку ял тăрăхĕнчи 21 сунарçăран 6-шĕн патĕнче пулса вĕсем сунар пăшалне епле упранипе паллашрĕç. Магазинсенче пулса вĕсенчи хÿтĕлев системине тишкерчĕç, шкул ачисемпе тĕл пулса калаçу ирттерчĕç. Пĕтĕмпе çак кун милици ĕçченĕсем право йĕркине административлă майпа пăснă фактсемпе 8 протокол çырчĕç.

ЙĔРЕТ ПУЛĔ АМĂШĔН ЧУНĔ...

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Н. Иванов палăртнă тăрăх ял тăрăхĕн администрацийĕнче учетра тăракан ăнăçсăр çемьесем кунта 5. Шутласассăн 5 çемье нумай та мар пек. Анчах çав кашни çемьере ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхнине пула миçе ача нуша курать. Калăпăр, пĕр çемье пултăр, çавăнта пĕр ача пултăр. Ку та тем пысăкăш инкек. Пĕр ачан пуласлăхĕ вăл пурнăçа ăнланса илме ĕлкĕричченех хуçăлать. Хăйне çуратнă çывăх çынсен çăмăлттайлăхне пула унăн пĕтĕм пурнăçĕ урăхла килсе тухма пултарать. Çак ачашăн тем пысăкăш инкек ку. Тĕнче те хитре курăнмасть уншăн.

Çакна шута илсе ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕпе çемьесемпе ĕçлекен комисси членĕсем тăтăш ăнăçсăр çемьесенче пулнине, вĕсене ял тăрăхне чĕнтерсе калаçнине ырламалла кăна. Çакăн усси пуррине палăртрĕ Сергей Николаевич. Иртнĕ çул вырăнти профилактика Канашĕн 7 ларăвĕнче 11 административлă материал пăхса тухнă.

Профилактика кунĕнче учетра тăракан çав çемьесенче пулнă чух та лару-тăру ырă енне улшăнни палăрчĕ. Анчах та пур çемьере те мар çав. Тултан пăхсан çирĕп курăнакан çуртра инкек пытанать: ашшĕпе, асламăшĕпе тата вырăнпа выртакан аслашшĕпе пурăнакан хĕр ачашăн. Вăхăтра тÿлейменнипе çут çанталăк газĕпе ăшăтма май çук ĕнтĕ пÿрте. Газ пама чарнă. Шартлама сивĕре çак сивĕ пÿрте ăçтан чун турттăр-ха ачан. Эпир пынă чух та ашшĕ чĕлхе çавăрса калаçайми ÿсĕрччĕ. Пÿртре хăçан юлашки хут хĕр арăм алли пулни те палăрмасть. Асламăшĕ хĕр ача шкултан килнĕ çĕре пăттине пĕçерсе хунă-ха, анчах вăл та эрех черккине алла тытнăскер ĕçмесĕр лартайман курăнать сĕтел çине каялла. Самаях хĕрĕнкĕччĕ 60 урлă каçнă хĕр арăм. Миçе хут утиялпа витĕнсе çывăрмалла ачан çак сивĕ пÿртре çĕр каçма; Камăн ăшă сăмахĕ ăшăтĕ унăн чĕрине; Йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ амăшĕн чунĕ те макăрать пулĕ хăйĕн тăван тĕпренчĕкĕ çакăн пек нушаллă çитĕннине курса. Анчах мĕнпе пулăшайĕ вăл халь тин ачана; Пулăшма пултараканнисем вара... ытлашшиех васкамаççĕ çав утăма тума.

Хамăрах, çитĕннисемех, пăсатпăр пулĕ çав ачасене. Вăхăтра тимлĕх уйăраймасăр, вĕсен кăмăлне курма тăрăшмасăр, вĕсем валли вăхăт тупаймасăр, хамăр интерессене маларах хурса. Паян шкула час-час сиктерекен арçын ача та тĕл пулура маларахри çулсенче хăйне тăван мар ашшĕ вăхăт-вăхăт кÿрентернине асăнчĕ. Çав йывăр алăсенчен хăраса килтен тухса тарнă вăхăтсем ача характерĕнче те хăйĕн йĕрне хăвармасăр иртмеççĕ пулĕ çав. Чунра шалта ача хăйне ытти тантăшĕсенчен уйрăмрах туйма пуçлать. Ку вара вĕсен хутшăнăвĕсенче те шăйрăксем кăларса тăратать. Класс ертÿçи çак проблемăна вăхăтра асăрхаса тивĕçлĕ утăмсем туни кирлĕ кунта. Ку енĕпе Йÿçкасси шкулĕнче калаçусем ирттереççĕ-ха. Анчах та вăхăтран вăхăта ачасем пĕри тепринчен «кулма» хăтланни – кашни шкултах, кашни класрах кирек хăш вăхăтра сиксе тухма пултаракан пысăк калăпăшлă ыйту. Çавăнпа та класс ертÿçисемпе социаллă педагогсен ачасем патне татах та çывăхарах пулмалли çинчен калать ку.

ЫРРИ ТЕ, УСАЛЛИ ТЕ АСЛИСЕНЧЕНЕХ ПУÇЛАНАТЬ...

Анчах та проблема шкултан мар, килтенех пуçланать. Ачана çемьере тĕрĕс воспитани парса ÿстереççĕ пулсан, ăна, ун шухăшне хисеплеççĕ пулсан, вăл хăйне çирĕп туять, хăйĕн «хакне» пĕлет. Хăйне ыттисене кÿрентерме памасть. Аслисен усал тĕслĕхĕ вара хăçан та пулин ывăл-хĕрĕсен пурнăçĕнче хăйĕн «сассине» пама пултарнине профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ вăхăтра халăхпа сÿтсе явнă 5 ача ашшĕ те шутламасть пулмалла.

– Эп ачасене халиччен те пÿрнепе те тĕкĕнмен, – куç мăчлаттармасăр суять арçын.

Утан намăс-симĕсе пĕлмесĕр çапла лаплаттарса хурать:

– Арăма вара «тустаркалап», ытти çемьесенчи пекех.

Милици ĕçченĕсемпе уйрăммăн калаçнă хыççăн шухăшĕсем улшăнаççĕ пулсан кăна ку арçыннăн.

Çул-йĕр правилисене пăснă пĕр çамрăкпа арçын хăйсен йăнăшне ăнланнă пек туйăнчĕ. Çул çине автомашинăпа ÿсĕрле тухиччен е урăллах пысăк хăвăртлăхпа катаччи чупнă чух çакна манса каяс марччĕ: сирĕн айăпа пула этем пурнăçĕ татăлма е çын сусăрăнма пултарать. Инкек тени вара кирек хăш вăхăтра та кирек кама та пырса çапма пултарать. Çавăнпа та çынна усал тăвиччен çав инкек тÿсекен вырăнне шухăшра хамăра лартса пăхмалла мар-ши; Кун пек чухне çул çинче çил пек хăвалас шухăш тен сирĕлĕ.

Пуçĕпех «пĕтмен» çын пĕрре «пиçсе» кайнă хыççăн тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума кирлех. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ вăхăтра малтан судпа айăпланнă икĕ арçынна та пăхса тухрĕç. Хăйсем каланă тăрăх та, ял çыннисен шухăшĕсенчен те вĕсем ырă енне улшăнни палăрать.

Сăмахăма вара профилактика кунне пĕтĕмлетсе каланă шухăшсемпе вĕçлес килет. Пурнăçри йĕркесĕрлĕхсемпе çырлахса лармалла мар пирĕн. Хамăрăн пурнăç йĕркеллĕ пултăр, хамăр ачасен пуласлăхĕ уçăмлă пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тумалла. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи эрех ĕçекен ашшĕ-амăшĕсем те, ытти çĕрте пурăнакансем те çакна вăхăтра ăнланса илсен тем пекехчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика