16 февраля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ 2011 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче 90-мĕш номерлĕ йышăну кăларнă. Унта предприятисен, организацисен, учрежденисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен тата килти хушма хуçалăхсен 2010 çулхи экономика ăмăртăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче 1-мĕш вырăна Суворов яч. хис. хуçалăх тухнă. Хуçалăх 1-мĕш степеньлĕ диплома тата 12 пин тенкĕ укçана тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăнта – «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики. Вăл 2-мĕш степеньлĕ дипломпа 8000 тенкĕ укçа илнĕ. 3-мĕш вырăнта – «Ударник» хуçалăх. Унăн 3-мĕш степеньлĕ диплом тата 5000 тенкĕ преми. Çавăн пекех «Свобода» хуçалăх иртнĕ çул япăх мар ĕçленине палăртнă.
Промышленность предприятийĕсенчен «Сеспель» хупă акционер обществине çитекенни пулман. 1-мĕш вырăншăн предприяти 1-мĕш степеньлĕ дипломпа 12000 тенкĕ преми илме пултарнă. 2-мĕш вырăнта Муркаш райповĕ (2-мĕш степеньлĕ диплом тата 8000 тенкĕ преми), 3-мĕш вырăнта хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ (3-мĕш степеньлĕ диплом тата 5000 тенкĕ преми). Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕнче Мăн Сĕнтĕр райповĕпе Муркашри кирпĕч завочĕ те иртнĕ çул ÿсĕмлĕ ĕçленине уйрăммăн палăртнă.
Ял тăрăхĕсем хушшинче Уйкас Янасал ял тăрăхĕ палăрнă, çавна май 1-мĕш степеньлĕ дипломпа 12000 тенкĕ премие ăна пама йышăннă. Чуманкассипе Катькас ял тăрăхĕсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă, 2-мĕшпе 3-мĕш степеньлĕ дипломсене, 8000 тата 5000 тенкĕ премисене тивĕçнĕ.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче чи ÿсĕмлĕ ĕçлекенни Шетмĕпуç ял тăрăхĕн территорийĕнчи Опрыскьяль ялĕнчи Владимир Петрович Павлов хуçалăхĕ пулнă. Ăна куçса çÿрекен вымпел, диплом тата 8000 тенкĕ преми пама йышăннă.
Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем хушшинче чи лайăххи тесе Йÿçкасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи Патаккасси ялĕнчи Клавдия Петровна Батманова хуçалăхне палăртнă. Вăл та куçса çÿрекен вымпелпа диплома тата 5000 тенкĕ премие тивĕçнĕ. Хамăр инф.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"