Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Хулара пурăнма хăнăхаймарăм”

04 февраля 2011 г.

Мăшăрланнă хыççăн çамрăксен пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçлама тивет. Тин çеç çемье çавăрнисем валли хулара та, ялта та пылак пурнăç хатĕрлесе хуман. Ытлă-çитлĕ пурăнас тесен тар чылай тăкмалла. Алинăпа Валерий Димитриевсем те мăшăрланнă хыççăн çакнашкал йывăрлăхпа тĕл пулнă. Каччă Йÿçкассинче çуралса ÿснĕ пикене пĕрре курсах кăмăлланă. Хĕре И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухсанах качча тухма ыйтнă. Çемье çавăрнă хыççăн çамрăксем ялта тĕпленме тĕв тунă, çурт хăпартма, пÿрт тулли ача-пăча çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Вунă çул ĕнтĕ çамрăксем шухăшланине пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурăнаççĕ.

- Юрать, ялти çамрăк специалистсене патшалăх пулăшать, ятарлă программăпа субсиди илни пысăк пулăшу кÿчĕ. Эпĕ ял пурнăçне мĕн пĕчĕкренех кăмăллатăп. Кунти тавралăха, уçă сывлăша нимĕнпе те улăштарас килмест. Университета вĕренме кĕрсен 5 çул хулара пурăнма тиврĕ, анчах унта пур пĕр хăнăхаймарăм, чунăм ялах туртатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхасси, пахча çимĕç çитĕнтересси маншăн йывăрлăх мар. Пĕрлешнĕ хыççăн мăшăрăм ялта тĕпленме сĕнсен тÿрех килĕшрĕм. Упăшкан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр пулсан та уйрăм çуртра кун кунлас килет. Хальлĕхе ăна хута яраймарăмăр-ха, анчах тĕп ĕçсене туса пĕтертĕмĕр - шыв, газ, электричество кĕртрĕмĕр. Халĕ шалти ĕçсене тумалла - урай сармалла, стенасене якатмалла. Май пулсан кăçал кĕме шухăшлатпăр, - сăмахне тăсрĕ Алина.

Валерий малтан Муркашра газовикра тăрăшнă, анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Алина ача çуратнă - пĕчĕк Илья халĕ 4 çула кайнă, ача садне çÿрет. Асламăшĕпе Валентина Николаевнăпа вĕсем пушă вăхăта выляса ирттереççĕ, пĕчĕкскер кĕнеке вулама та кăмăллать-мĕн. Çакă амăшĕ библиотекăра тăрăшнипе те çыхăннă пулĕ.

- Хуняма пурришĕн питĕ савăнатăп, пĕтĕм ĕçре пулăшать вăл. Мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн вăхăта ытларах ĕçре ирттерме тивнĕрен Илюшпа асламăшĕ ларать. Вулавăшра кашни кун хăйне евĕр иртет. Çĕнĕрен те çĕнĕ мероприяти йĕркелеме тăрăшатпăр. Ял çыннисем чăвашла та, вырăсла та кăмăлласа вулаççĕ. Пĕлтĕр çĕнĕ кĕнекесем килчĕç, анчах нумай мар. Энциклопедисем çитмеççĕ, интернет çук. 50-60 çул каялла тухнă кĕнекесен йышĕ чакрĕ, хăшĕ-пĕри пачах çук. Вĕсем кивелнĕ е илсе кайнă та тавăрса паман, çавăнпах унчченхи произведенисене çĕнĕрен пичетлесе кăларсан аванччĕ. Тĕслĕхрен, Леонид Агаковăн “Партизан Мурат” кĕнекине ыйтакан нумай, анчах вăл çук. Çĕнĕ хайлавсем килессе вулакансем кĕтеççĕ. Виталий Шемекеевăн “Ай, тăварлă-çке кĕвĕçÿ куççулĕ” кĕнекине илсе вуламан çын та юлмарĕ пулĕ. Ял çыннисем радиопа е пĕр-пĕр журналта çĕнĕ калав тухни пирки илтеççĕ-вулаççĕ те тÿрех ыйтаççĕ, анчах тин çеç тухнă произведенисем пирĕн пата хăвăртах çитейменнипе вĕсен кăмăлне хуçма тивет, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Алина.

Вулавăша ватти те, вĕтти те чылаййăн çÿренине пĕлтерчĕ библиотекарь. Каникул вăхăтĕнче те шкул ачисем кунта çул хываççĕ, хуларан яла канма килнĕ хушăра кĕнеке илме чупакансем те пур-мĕн. Килтен тухса çÿрейменнисене мăнукĕсем илсе кайса параççĕ. Ахальтен мар кунта 800 яхăн вулакан.

Алина Александровна ĕçре ырми-канми тăрăшнисĕр пуçне чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать. Май пур чухне çыхма, кĕнеке вулама кăмăллать вăл.

- Валера килте чухне çурта хăтлăх кĕртме тăрăшатпăр, анчах канма та вăхăт уйăрмалла-çке, - сăмахне вĕçлерĕ Алина.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика