11 декабря 2010 г.
Йÿçкасси ял тăрăхĕ калăпăшĕпе илес пулсан чи пысăккисенчен пĕри шутланать, вăл 13 яла пĕрлештерет. Ял тăрăхне пырса кĕрсенех тĕрлĕ объектсем капмаррăн курăнса лараççĕ. Халăх йышĕ 2385 çынпа танлашать, вăл шутра 360 яхăн ача. Ял тăрăхĕнче пилĕк тата ултă ачаллисем пĕршер çемье шутланать.
Паянхи кун Йÿçкасси ял тăрăхне Сергей Николаевич Иванов ертсе пырать. Ăна ку ял тăрăхĕнче пурăнакансем шанни курăнать. Ку яваплă ĕçре вăл иккĕмĕш тапхăр тăрăшать. Суйлава вара виçĕ кандидат хутшăнчĕ, С.Н. Иванов сасă ытларах пухма пултарчĕ.
С.Н. Иванов çак ял тăрăхĕнчех çуралса ÿснĕ. Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх университетĕнчи электротехника факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, «Ударник» хуçалăхра энергетик, директор çумĕ пулса ĕçленĕ, ун хыççăн «Моргаушимежрайгаз» филиалĕнче вăй хунă. Çемьеллĕ, çемьере икĕ ача.
– Сергей Николаевич, калăр-ха тархасшăн, ял тăрăхĕн бюджечĕ мĕнле укçа-тенкĕрен пуçтарăнать;
– Ял тăрăхĕн бюджечĕ пурлăхшăн тÿлекен, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен (НДФЛ) тата çĕр налукĕсенчен, çĕре тата пурлăха арендăна панăшăн тÿлекен укçаран, нотариус ĕçĕсене пурнăçланăшăн тÿлекен укçа-тенкĕрен пухăнать. Çакă вара пĕтĕмĕшле бюджетăн çирĕм проценчĕ чухлĕ пулать. Кăçал çакă 700 пин тенкĕ пулнă. Çитес çул валли 800 пин тенкĕ пухма палăртнă.
– Бюджетра хăвăр пухнă тупăш пайĕ пысăк мар. Вăл 20 процентпа танлашать терĕр. Ытти вара...
– Чăн та ку енĕпе ял тăрăхĕн тÿпи пысăках мар, ытти пайне вара район тата республика бюджечĕсенчен уйăраççĕ.
– Иртсе пыракан çулта эсир мĕнлерех пысăк ĕçсем тума пултартăр;
– Кăçал эпир «Компактная комплексная программа застройки» ятарлă программăпа килĕшÿллĕн Йÿçкассинчи тата Матьăкри Культура çурчĕсене, фельдшерпа акушерăн икĕ пунктне, çемье врачĕн офисне, Йÿçкассинчи шкул çуртне тĕпрен юсарăмăр. Çак ĕç республика, район тата ял тăрăх бюджечĕсенчи укçа-тенкĕпе пурнăçланчĕ. Хăвăрах куртăр пулĕ пирĕн ял тăрăхĕнче ытти ял тăрăхĕсенчипе танлаштарсан бюджет объекчĕсем ытларах та. Объектсене юсаса тивĕçлĕ шайра тытса тăма вара чылай укçа-тенкĕ кирлĕ.
– Çутă кĕртес ĕç еплерех пырать тата сирĕн ял тăрăхĕнче;
– Ку ĕç те пысăк тимлĕх ыйтать. Халĕ эпир урамсене çутă кĕртессипе ĕçлетпĕр, пилĕк проект çĕнĕрен хатĕрлерĕмĕр, экспертиза витĕр тухрăмăр. Манăн çакна пысăк калăпăшлă ĕç тесе калас килет. Урамсем хушшине çутă юписем лартрăмăр, çитес вăхăтрах вĕсене пралуксемпе çыхăнтармалла.
Ял урамĕсенче те çутă питĕ кирлĕ. Ăна валли çитес çулта усă курма бюджетра 170 пин тенкĕ пăхса хунă. Паллах кашни юпа çинех лампочкăсем çакаймăпăр. Мĕн пуррине вара пирĕн пурин те упрама тата тĕрĕс усă курма пĕлмелле.
– Çанталăк кăçал шăрăх тăнă пирки чылай çăлсем, пĕвесем типсе ларчĕç. Çавна май ял çыннисем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç. Ку йывăрлăхран тухма эсир мĕнле çул-йĕрсем шыратăр;
– Паянхи кун тĕлне ял çыннисен пĕрлехи тимлĕхĕпе икĕ пĕве тасатрăмăр, тăватă çăл çĕнĕрен алтма пултартăмăр. Çакăнпа кăна çырлахмалла мар ĕнтĕ пирĕн, май пур таран ыттисене те çĕнетмелле тата юсамалла. Пĕтĕ-мĕшле илсен ял халăхне шывпа тивĕçтересси «Ударник» хуçалăх балансĕ çинче. Çитес вăхăтра вара ăна ял тăрăхĕн балансĕ çине куçарасшăн, ку енĕпе халĕ документсем хатĕрлес ĕç пырать. Çавăн пекех эпир шыв пăрăхĕсене юсассипе ĕçлетпĕр, малтанхисем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, хăш-пĕр вырăнсенче юрăхсăра та тухнă. Çавăнпа та шыв кĕртмелли проектсем енĕпе тăрăшатпăр. Ку ĕç патшалăх программипе тата унăн пулăшăвĕпе пулса пырать. Хамăр тăрăхра эпир «Ударник» хуçалăхпа пĕрле пушар хуралĕн машинине тытса тăратпăр. Çакăн пек техника вырăнта пулни питĕ кирлĕ. Инкек-синкек вăхăтĕнче ку машина çывăхри ял тăрăхĕсене те тухса çÿрет.
– Ялсем патне çул-йĕр тăвас программа та ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт самай иртрĕ ĕнтĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялсене асфальт çул илсе çитермеллеччĕ. Çак программăна эсир хăвăр ял тăрăхĕнче вăя еплерех кĕртсе пыратăр. Миçе яла асфальт çул тума пултартăр;
– Ку программăпа килĕшÿллĕн эпир Раккаш ялне çити асфальт çул сартăмăр. Халĕ вара Вăрманкасси ялĕ витĕр çул тăвас тетпĕр, проектне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Палăртса хăваратăп, Вăрманкасси ялĕ хушшине асфальт çул сарасси çÿлерех асăннă программăна кĕмест.
– Сергей Николаевич, сăмахăмăра вĕçленĕ май мĕн каланă пулăттăр эсир;
– Эпĕ вара сăмахăма вĕçленĕ май хамăн суйлавçăсене мана шаннăшăн тата ĕненнĕшĕн тав сăмахĕ калас тетĕп. Малашне те мĕн пурнăçламаллине май тата вăй пур таран пĕрлех тума тăрăшăпăр. Ахальтен каламан ĕнтĕ пĕрлĕхре вăй тесе.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"