22 февраля 2013 г.
ÇĂПАТА СЫРСА КАЯ ЮЛНĂ, 22.02.2013
Юрий МИХАЙЛОВ
е Улшуç «серепине» çакланнă
Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕ - Шупашкар-Етĕрне автоçул хĕрринче. Елкино, Кăпас, Çармăçкасси, Юнкăпуç, Юнкă ялĕсене, Канаш, Коминтерн, Пĕрремĕш Май Выççăлккисене пĕрлештерет. Вĕсенче çĕр пайне уйăрса кăларасси, ăна патшалăхăн тивĕçлĕ органĕнче шута илтересси мĕнлерех пулса пырать-ха?
«Пирĕн 5186 гектар çĕр, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин. - Çав шутра ял хуçалăх пĕлтерĕшли - 3246. Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1316 пайçă çĕр лаптăкĕн харпăрлăхçи пулнине çирĕплетекен свидетельство илнĕ. Кашни пайра вăтамран 1,58 гектар. Ял тăрăхĕнчи «Çĕнĕ Юнкă» ЯХПК 2000 çулта салансан вĕсемпе усă курма пăрахнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1316 пайран 520-шне çеç уйăрса кăларса Росреестрăн тивĕçлĕ органĕнче шута илтернĕ. Çынсем 796-шне харпăрлăха илес темен. 344 пайçă пурнăçран кайнă ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа тата 13-шĕ документсене регистраци палати витĕр кăларса харпăрлăхçăсем пулса тăчĕç».
Нумаях пулмасть ял администрацийĕ пĕрлехи харпăрлăхри, çынсем ыйтман пайсен списокне çирĕплетнĕ. Çакă вĕсем пурăна киле ял тăрăхĕн фондне куçассине пĕлтерет. Пая алăран вĕçертесрен пăшăрханса хăшĕ-пĕри халĕ приватизацилессишĕн чупкалать. Ку ĕçе кая хăварнисем «чавсана çыртаççĕ».
Лаптăка йÿнĕлле сутса янисем йышлă. Усламçăсем вĕсене шыраса хуларан ятарласа килеççĕ, кашни пая 3-4 пин тенкĕлле туянаççĕ, регистраци палати витĕр кăларнă хыççăн пуянсене шыраса тупса 300-400 пин тенкĕлле сутаççĕ - пысăк тупăш тăваççĕ. Çав пайтаçăсенчен пĕрне пайçăсен Юнкă клубĕнче иртнĕ пухăвĕнче курма тÿр килчĕ. Питĕ йăрăскер те çивĕч ăс-пуçлăскер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ саккуна пăсса çынсем ыйтман пайсен списокне çирĕплетнĕ тесе ÿпкелеме тăрăшрĕ. Çынсем пухуран салансан вĕр çĕнĕ иномаркăна кĕрсе ларчĕ те çил пек вĕçтерчĕ.
Росреестр управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çавнашкал улшуç 2009-2012 çулсенче йĕркене пăсса 150 ытла пая ярса илнĕ. Вăл агроном, фермер е килти хуçалăх тытакан çын мар. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тĕш тырă е çĕр улми çитĕнтерес тĕллевпе туянман, нумай хут хаклăрах сутса пысăк услам илнĕ. Бизнесмен тÿрремĕнех хутшăннипе вырăнти влаçа шăнман пăр çине лартасшăн.
Сăмах мĕн пирки пырать-ха? «Вăтам Атăл транснефть продукчĕ» АО кăçал Хорнуй, Нискасси, Юнкă, Оринин, Ярапайкасси ял тăрăхĕсем урлă иртекен «Альметьевск-Чул хула» нефть продукчĕн пăрăхне улăштарма палăртнă. Вăл Юнкă ял тăрăхĕнчи пайсен /42,8 гектар/ тата ял тăрăхĕн фондĕнчи 20 гектар пушă лаптăк çийĕпе тăсăлать. Кунта юсав ĕçĕ пуçласа яриччен район администрацийĕ обществăпа çав лаптăксене 11 уйăхлăха тара парасси пирки килĕшÿ çирĕплетесшĕн. Кун пирки район хаçатĕнче пĕлтерÿ те пичетленĕ. Ăна улшуç асăрханă та тăватă пайçăпа тĕл пулнă, лаптăксене уйăрса кăларса хăйĕн харпăрлăхне илес ĕçе пикеннĕ. Вĕсем шăпах пăрăхпа юнашар.
«Çĕнĕ вырăс» тĕллевĕ - пайсене хăйĕн аллине илесси, ăна обществăна пысăк хакпа тара парасси, каярахпа сутса ярасси. Хăйĕн ултавлă çулне пÿлекен район администрацине «вырăна лартас» тесе вăл районта пурăнакансен ячĕпе тĕрлĕ инстанцие, вăл шутра правăна хÿтĕлекен органсене, çăхав хыççăн çăхав çитерет. Хальлĕхе хăй тĕллесе хунă пайсене харпăрлăха илме ĕлкĕреймен. Çавăнпа вĕсене тара парса обществăран вырăнти хыснана аренда укçи куçарттарас ыйтăва татса пама кая юлман.
Районта уйăрса кăларнă, регистраци палатинче шута илтернĕ 15118 пай /28663 гектар/. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕштерменни - 8029 лаптăк /16,5 пин гектар, районти мĕн пур пайăн 46 проценчĕ/. Çĕре виçтерсе, документсем тăратса харпăрлăха илменни нумай. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев каланă тăрăх - пайсене шута илтерессине кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вĕçлесшĕн. Тĕллеве вăхăтра пурнăçласси иккĕлентерет.
Пайçăсем лаптăка приватизацилес тĕлĕшпе унта-кунта чупкаланипе пĕрлех ял администрацийĕсем хуçисем тĕрлĕ сăлтава пула ыйтман çĕре хăйсен фондне кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсен пĕр пайĕ пурнăçран уйрăлнă е хулара пурăнать, тепри хăйĕн ирĕкĕпех пĕрлехи харпăрлăхри пая ял тăрăхне парать.
Документ тутарса харпăрлăха илес, усă курман пая ял тăрăхĕн администрацийĕн фондне тавăрас, ку ыйтăва судра татса парас енĕпе Мăн Сĕнтĕр, Уйкас Янасал, Ильинка, Нискасси ял тăрăхĕсенче çаврăнăçулăх кăтартаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: http://www.onlinegazeta.info/chuvashiya/chebaksari_gazeta_xipar_online.htm