09 февраля 2013 г.
Муркаш районĕнчи Кăпасра килĕрен тенĕ пекех çунашка пур. Шыв бидонĕ, вутă-шанкă туртса утакансем куç тĕлне пулчĕç. Шкултан таврăннă ача-пăча та çунашка çине ларнă. Хăй ăсталанă япала усă кÿнишĕн, паллах, хĕпĕртет кăна Вячеслав Лаптев: ара, ял халăхне унпа шăпах вăл тивĕçтерет вĕт.
Кăпас вăрман çывăхĕнчех вырнаçнă. Кунти халăх пăру пысăкăш йытăсем усранине асăрхамасăр иртеймĕн. “Ют çын, тискер чĕр чун килнине тÿрех сас парса пĕлтереççĕ”, - ăнлантарать ял-йыш. Хăш-пĕр килте çăра вырăнĕнчех йытă. Чăнах, никама та кĕртмест. Вăрмана та, ял хĕрринчи çĕр лаптăкĕ çине те тăватă ураллă юлташпа çÿреççĕ. Лаптевсен йытти, сăмахран, çĕлен-калта тытать. Хир сыснисем те ял патнех пыраççĕ. Вĕсем хирти люцерна тымарĕсене чавса çинине те курнă çынсем.
Кăпассем, паллах, вăрман пуянлăхĕпе ыр кураççĕ. “Кăмпа е çырла пуçтарнă чухне те таврари йывăçсене сăнатăп. Çавна май кайран, ĕçе пуçăниччен, юрăхлине шыраса хăшкăлмалла мар”, - палăртать Вячеслав Евграфович. Хĕлле те мастерскойран тухма пĕлмест вăл. Кĕвенте, валашка тăвать. Çулталăкне 30-шар çунашка хатĕрлет. Саккас паракан тупăнсах тăрать. Укçашăн хапсăнмасть ăста. Çак ĕçре вăл чун киленĕçне тупнă. Унăн çунашкине, сăмахран, 200-300 тенкĕпех илме пулать. Вăл лавккаринчен чылай çирĕпрех. Пысăкки те, пĕчĕкки те, “çунатли” те, сĕвенсе лармалли те - мĕнле кăна çунашка ăсталаман-ши арçын?
Кашни килтех кĕвенте те ал айĕнчех. Унпа пусăран пÿрте шыв кĕртеççĕ. Унсăр пуçне çул пăсăлсан çырма урлă машина патне сутлăх сĕт те йăтать халăх. Лаптевсен хăйсенех 3 пуç ĕне. Хăш чухне çав сукмакпа темиçе хутлама тивет ахăр.
Вячеслав Евграфович ĕç майне ашшĕнчен вĕреннĕ. Евграф Никитич çынсене çуна таранчченех туса панă. Хуçалăхсенче лаша вăйĕпе усă курнă чухне, паллах, унсăр май килмен. “Малтан кролик читлĕхĕ ăсталаса пăхрăм. Унтан пуртă аври тума хăнăхрăм. Хĕсметрен килсен вара темĕн те пĕр касса кăларма пуçларăм. Йывăçпа ĕçлесен чун канать”, - тет ăста. Карçинкка та, лăпă та çыхать вăл.
Ывăлне Атнера йывăçпа ĕçлеме хăнăхтарать. “Манăн хальлĕхе аттенни пекех çыпăçуллă пулмасть-ха, пур пĕрех вĕренĕп”, - пуçне усмасть çамрăк.
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"