09 февраля 2013 г.
Муркаш районĕнчи Пĕрремĕш Май выççăлккăри Александр Порфирьевичпа Ольга Андреевна 65 çул пĕрле пурăнаççĕ. Республика конкурсĕнче “Ылтăн мăшăр” ята тивĕçнĕ вĕсем. “Пÿлĕхçĕ пулăшса пырать пире. Ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Пурте сывă. Ывăлсемпе хĕрсем, мăнуксем, вĕсен ачисем манмаççĕ, тăтăш килсе çÿреççĕ”, - палăртать çемье пуçĕ. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне чунран юратни, куç пек упрани тÿрех сисĕнет. “Пурнăçра ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть”, - пĕр саслăн ăнлантарать мăшăр.
“Çу çитсен кукаçи кукамая чечек çыххи парнеленине сăнатăп. Çав самантра иккĕшĕ те савăнăçлă”, - тет мăнукĕ Рита. “Мăшăра çав тери хисеплетĕп. Терт-нуша курнă, çапах та йывăрлăха парăнман вăл”, - çирĕплетет Александр Порфирьевич.
Иккĕшĕн те кун-çулĕ çăмăл пулман. Ястребовсен çемйи Чăваш Республикинчен Алтай тăрăхне куçса кайнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Пушкăртстанра хăтлăх тупнă вĕсем. Александр 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра кил хуçи чирлесе çĕре кĕнĕ. Арçын ача тăванĕпе пĕрле бакенщикра ĕçлеме пуçланă. Чунĕ Чăваш Енех туртнă ăна. Пĕрре тăванĕсем çуралнă тăрăха таврăнма ыйтса Ястребовсем патне çыру янă. “Эпĕ çула тухма хатĕр”, - хĕпĕртенĕ çамрăк.
Колхозра тăрăшса ĕçленĕшĕн çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Çийĕнчех çурт лартма шухăш тытнă Александр. Тăванĕсем çемье çавăрма сĕннĕ ăна. Уйкас Хачăкра пĕччен пурăнакан Оленькăна пĕрре курсах килĕштернĕ вун саккăрти яш. Анчах çамрăка киле кĕртме тĕв тунă Ольга Андреевнăн çывăх çыннисем. Çĕрĕ-çĕрĕпех ÿкĕте кĕртме хăтланнă. “Ун пек пулсан авланас та çук”, - пат! татса каланă хайхискер.
Ял-йыша туй кĕрекине пуçтарнă вĕсем. Ястребовсен килĕнче йыш хушăннă. Пурнăç майлашăнса пынăн туйăннă ахăр. Çав вăхăтра çемье пуçĕн хĕсмете кайма ят тухнă. Ун чухне куллен килтен çыру кĕтни нихăçан та манăçмĕ паллах. Иккĕмĕш ача çуралнине те çырса пĕлтернĕ арăмĕ. Мăшăрне салтака ăсатнă вăхăтра хĕрĕх чĕрнеллĕ пулнă вăл.
Тăватă çул кĕтнĕ упăшкине Ольга Андреевна. Выльăх-чĕрлĕх усранă, ачи-пăчине пăхнă, ĕçе çÿренĕ...
Арçын çартан таврăнсан пурнăç тума тăрăшнă мăшăр. Кил хуçи трактористра, комбайнерта вăй хунă. Çемье ăшшине упракан хĕрарăм хуçалăх бригадинче ĕçленĕ.
“Пĕр-пĕрне пулăшса пурăнмалла”, - теççĕ Ястребовсем.
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"