09 февраля 2013 г.
...Çулталăк çурăри Зоя пуринчен малтан апатланса урама тухса чупнă. Çав тери выляс килнĕ унăн. Шăпах çав самантра куçĕ курман çын лашапа иртсе пынă. Урапа айнех пулнă хĕр ача. Малти икĕ шăлĕ тухса ÿкнĕ. Телее, вилмеллех суранланман.
Вун пĕр çула çитсен каллех инкеке лекнĕ вăл. Пĕлĕшĕ хĕр ачана шыв хĕррине кайăк кăвакал хăвалама илсе кайнă. Хăй пулăшакан айккинелле пăрăнасса кĕтмен, пăшалтан пенĕ. Пуля хĕр ачан питне шăтарса кĕнĕ. “Юнланнă вырăна лачакари шывпа çурăм. Юрать-ха инфекци шар кăтартман. Арçури пек макăрса килсе кĕтĕм киле”, - аса илет Муркаш районĕнчи Юнкăри Зоя Петрова. Вăхăт иртнĕçемĕн пуля хăех тухасса шантарнă сывлăх сыхлавçисем. Анчах лешĕ вырăнтан та тапранман. Халĕ те çав тĕлтех вăл.
“Ача чухне сысна ферминче ĕçлеттĕм. Каçсерен килти ĕне валли курăк пуçтарса типĕтеттĕм. Кайран утта лашапах тиесе килеттĕмĕр. “Çакăншăн сăхман çĕлесе парăп сана”, - хавхалантаратчĕ анне. Вăрçă вăхăтĕнче пире, ачасене, çывăрнă çĕртен вăратса хире кĕлте çĕклеме илсе каятчĕç. Çакна куç умне кăларсан халĕ те çÿç-пуç вирелле тăрать”, - каласа кăтартать хĕрарăм. Выçăллă-тутăллă пурăннăскерсем кĕве çинĕ çăкăра та тиркемен. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра улаха тухсан вĕрентекенсем урок тума киле хăваланă. 25 çул почтальонкăра тăрăшнă вăл. “Халĕ ытла канлĕ пурăнатпăр. Пенси укçи пĕчĕк тесе нихăçан та каламан. Патшалăх пулăшать, унран ытла мĕн кирлĕ?” - калаçăва тăсать кил вучахне упракан.
Тутлă та, усăллă та
Зоя Васильевнăн тепĕр пултарулăхне ял-йыш та пĕлет: сывлăха халăх мелĕсемпе çирĕплетет вăл. Хаçатран, журналтан тĕрлĕ сĕнÿ пуçтарать хĕрарăм. Пĕлĕшĕсем те пулăшу ыйтаççĕ унран. Пĕрре тĕшмĕше ĕненекенсем те калаçу пуçарнă хĕрарăмпа. Канаш ыйтнă. Анчах эмел курăкĕпе усă курса çынна усал тăвасси шухăшра та пулман унăн.
“Хырăм юлсан пасарта çур килограмм шăн пан улми туяннăччĕ. Çавна çул çинчех çисе ятăм. Ÿслĕк ерчĕ. Варти пепкене сиенлесрен тухтăрсем эмел ĕçме хушман. Мĕн тумалла? 3 çăмарта саррине 200-шер грамм пылпа, услам çупа пăтратрăм. 1 апат кашăкĕ çак хутăша 1 стакан сĕтпе куллен 3-шер хут ĕçрĕм. Ÿслĕк таçта кайса кĕчĕ”, - тет сакăр вуннăран иртнĕскер. Çавнашкалах теркăланă суханпа ăш çăвĕн /1:1/ хутăшĕ те ÿслĕке çемçетнине палăртать вăл. Унпа каçхине кăкăр тĕлĕнче компресс тумалла-мĕн: ирхине 1 апат кашăкĕ çак эмеле ĕçмелле.
“Ачăрсене те эмелсĕрех сипленĕ-и?” - пĕлес килет манăн. “Вĕсем чирленине те ас тумастăп”, - уçăмлатать амăшĕ. Сар çип ути, пĕтнĕк, ама хупаххи, çăка чечекĕ, хурлăхан, шăлан... чейĕ ĕçни те организма çирĕплетнĕ паллах. Сăмах май, Зоя Васильевна лавкка чейĕн тутине кăмăлламасть. Типĕтнĕ курăк шывĕ тутлăрах та, сиплĕрех те. Ăна укçалла та туянмалла мар. Мана та 20 тĕрлĕ курăкран вĕретнĕ чейпе хăналарĕ хĕрарăм.
Хĕлĕпех çăмарта тăваççĕ
Зоя Петрова чăххисене те витаминлă апат çитерет. Çавăнпах хĕлĕпе çăмарта тăваççĕ вĕсем. “Чăхсем те хам пекех курăк юратаççĕ. Вĕлтĕрен, çăка милĕкĕ çакса паратăп. Тÿнĕ купăстапа хăналатăп”, - пытармасть вăл.
Качака та усранă Зоя Васильевна. Вĕсене валли ятарласах аслăк тулли çăка, вĕрене, юман, хурăн, йăмра... милĕкĕсем хатĕрленĕ. Çакă качака туянма килекенсене те тĕлĕнтернĕ.
Кил таврашĕнче, пахчара, урамра пуш алăпа утма хăнăхман вăл. Тавралăх чĕрĕлсенех хутаçне курăк тултарма пуçлать. Москакассинче пурăнакан йăмăкĕ Нина Васильевна та çут çанталăк ырлăхĕпе усă курма пĕлет. Вăл та эмел курăкĕ типĕтет. Çывăх тăвансем телефонпа пĕр-пĕринпе çыхăну тытсах тăраççĕ, кулленхи çĕнĕлĕх тавра калаçу пуçараççĕ.
Мĕн пур ÿсен-тăран сиплĕхĕ
Юн пусăмĕ пĕчĕкленсен чăх çăмарти пысăкăш 1 сухана терка витĕр кăларать хĕрарăм. Ăна 50 грамм сахăрпа 5-7 минут вĕретет. Пĕрре ĕçмелĕх эмел хатĕр.
Вар хытсан кукша пуç тымарĕ, укроп, пĕтнĕк вĕретсе ĕçме сĕнет вăл. Йăмра çулçи янах ай шыççине ирттерме пулăшать. Кишĕр çулçи юн пусăмне йĕркелет.
Зоя Васильевна çулсерен уйрăм рецептпа бальзам хатĕрлет. Таврари мĕн пур ÿсен-тăран сиплĕхĕ упранать унра. Çут çанталăк чĕрĕлсенех хĕрарăм ĕçе пуçăнать. Куç тĕлне лекекен пĕтĕм курăка 5 литрлă банкăна пуçтарать. Тĕслĕхрен, вĕлтĕрен, ама хупаххи, шăнăр курăкĕн 1-ер çулçине татса илет. Куллен пуçтарăнакан кашни сийе сахăрпа хуплать. Çĕр улми çеçкине те, çум курăкне те хурать. Темĕн тĕрлĕ çырла ярать. Пур йывăçăн хуппине, çулçине хушать. Тулли савăта сулхăн вырăна лартать. Ÿсен-тăран хăватне четвĕрт эрехпе темиçе хутчен çуса кăларать. Ăна тăрăлтарать. 30 грамм бальзама шывпа хутăштарса ĕçсен ывăнни те иртет иккен. Шăнса пăсăлсан та чире çĕнтерме пулăшать вăл.
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"