Территориальный отдел "Юнгинский" 

Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кулибинсен» ăсталăхĕ те, йышĕ те ÿсет

20 сентября 2011 г.

Хăйсем тĕллĕн ял хуçалăх техники пуçтаракан-хатĕрлекен ăстасене «XXI ĕмĕрти Кулибин» курав-конкурс ĕнер Шупашкарти трактор историйĕн ăслăлăхпа техника музейĕ умĕнчи тÿреме пуçтарчĕ. Ăна «Трактор завочĕсем» концерн, Раççейри трактор тăвакансен союзĕ, ЧР Экономика аталанăвĕпе Ял хуçалăх министерствисем иккĕмĕш хут йĕркелерĕç.

 

Чăваш Енри уйсем çырма-çатраллă пулнăран тÿрем çĕр лаптăкĕ çав тери нумай мар. Çавăнпа пĕчĕк калăпăшлă техника та кирлĕ. Анчах çĕр-шыв унпа туллин тивĕçтереймест. «Кулибинсем» çурални ăнсăртран мар. Уйрăм çын хуçалăхĕсем, фермерсем кунашкал техникăпа вун-вун сотка е темиçе гектар çĕр йышăнакан лаптăксене вăхăтра тирпейлеме ĕлкĕреççĕ.

 

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Леонид Николаев ÿркенмен пуçаруçă-ăстасен ĕçне пысăк хак пачĕ.

 

- Эсир пĕр вăхăтрах слесарьсем те, сварщиксем те, - палăртрĕ Леонид Николаевич. - Хăвăрăн пултарулăхпа ял хуçалăхне малалла аталанма май паратăр. Ытларахчĕ сирĕн пек çынсем. Курав-конкурс сире хавхалантарасса, малашне тата лайăхрах техника шухăшласа кăларасса шанатпăр.

 

Тухса калаçакансем машина туса кăларакан промышленноçра вăй хуракансем вĕсен, «Кулибинсен», сĕнĕвĕпе-пĕлĕвĕпе усă курасса, пĕчĕк калăпăшлă тракторсем ытларах туса кăларасса палăртрĕç.

 

Курав-конкурсра мĕн тĕрлĕ кăна техника çук. Паллах, пурне те ăнăçлă хатĕрленĕ тееймĕн. Хăшĕ-пĕри кулăшларах та курăнать. Ячĕсем те пĕри-тепринчен кăсăк: «Кроха», «Ермак», «СТВ», «Барс»... Ытларах Муркашпа Шупашкар районĕсенчен.

 

Муркаш районĕнчи Юнкăра пурăнакан Николай Ермаков пĕлтĕр курава килнĕ чухне çул çинче аварие лекнĕ. Тракторне самаях сиенленĕ. Ăна, саппас пайсемпе тимĕр-тăмăртан пуçтарнăскере, халĕ лайăх юсанă.

 

Куравра пĕлтĕр виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ Валерий Терентьевăн «СТВ» тракторĕ те пур. «СТВ» мĕне пĕлтернипе кăсăклансан Валерий Михайлович: «Самоходный трактор Валерия», - тесе вырăсла хуравларĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Сурăмпуç Мучикассинчен. Ылтăн алăллăскершĕн тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Вăлах - механизатор, водитель, сварщик, электрик, платник, столяр, каменщик, бетонщик... Пурнăçра пурте кирлĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ çеç. Утар та тытать Терентьев, тупăш илет.

 

Крымсарайкă шкулĕнче 9 çул пĕлÿ пухнă хыççăн вăл Вăрнар районĕнчи Калининăри техучилищĕре механизатора вĕренет. Çар хĕсмечĕн тивĕçне пурнăçласан çемье çавăрать, тăван хуçалăхри машина-трактор паркне вырнаçать. Хуçалăх салансан юратнă ĕçе пăрахса пĕр вăхăт инçетри хуласене вăй хума çÿрет. Пĕр гектар çĕрлĕ пулсан çуралать те пĕчĕк трактор пухас шухăш. Ăшă кабинăллă, чипер те хăтлăскер вăл. Аякран курсан алăпа пухса хатĕрленĕ тесе те калаймăн, заводра туса кăларнинчен уйăрса та илеймĕн.

 

Ĕмĕчĕсем пысăк Терентьевăн - малашне вăйлăраххине пухасшăн. Кăçал «СТВ» трактора самаях лайăхлатнă, çĕр улми лартакан, купалакан, кăларакан техника хатĕрленĕ. Элĕк тăрăхĕнчи «Кулибин» иккĕмĕш курав-конкурсра та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнасса шанас килет.

 

Курав малалла ĕçлет. Çĕнтерÿçĕсене Машина тăвакансен уявĕ умĕн, çитес эрне кун, палăртаççĕ.

 

 

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/32/12315/index.php?id=s050656547530

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика