22 июля 2011 г.
Федераци çулĕнчен 1,2 çухрăмра вырнаçнă ялта иккĕн çеç юлнă
Шкул та, лавкка та пулнă
Пĕтсе пыракан ялсенчен чылайăшĕ асфальт çулран питĕ аякра е чăтлăх вăрман варринче вырнаçнă, анчах Муркаш районĕнчи Ăлкинăна çитсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: “Мускав - Ĕпхÿ” федераци трассинчен - 1,2 çухрăмра, Нискасси çулĕнчен 1,5 километрта вырнаçнă ялта иккĕн çеç пурăнаççĕ, вĕсенчен пĕри хĕл каçма Шупашкарти хĕрĕсем патне каять. Калама çук илемлĕ тăрăхри ял мĕншĕн пĕтсе пырать-ха? Ку ыйтăва 77-ри арçынпа 86 çулти хĕрарăм та татăклăн хуравлаймарĕç.
Республикăмăрăн тĕп хулинчен 50 километрта вырнаçнă Юнкă ял тăрăхне сакăр ял кĕрет, 899 хуçалăхран 194-шĕнче пурăнакан пачах çук. Ёлкинăра 23 кил, вĕсенчен 15-шĕ хыт хура айне пулнă, вĕлтĕренпе хупах пÿрт çÿллĕшех ÿснĕ. Улттăшĕпе дача вырăнне усă кураççĕ - вилнĕ хуçисен тăванĕсем канмалли кунсенче килсе пахчара тăрмашаççĕ.
Тавралăх кунта çав тери илĕртÿллĕ, хĕп-хĕрлĕ çырлаллă улăх-çаран, тарăнах мар çырма, тÿпенелле кармашакан йывăçсем чунра ăшă-ăшă туйăм вăратаççĕ, уçă сывлăша антăха-антăха çăтас килет, анчах çут çанталăк илемне юхăннă хуçалăхсем, çĕрĕшсе ишĕлнĕ çуртсемпе хуралтăсем пĕтереççĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта пурнăç вĕресе тăнă. Революциччен Çĕнĕ тата Кивĕ Ёлкинăра 230 хуçалăх шутланнă. Çĕр-çĕр çул каялла пĕр улпут никĕсленĕ ялта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен те, ун хыççăн та хупă кил-çурт пулман. Кунта тĕпленнисем çĕр çинче, ĕне ферминче, лаша конюшнинче вăй хунă. Пĕчĕкрех ачасем те таçти аякри пĕлÿ çуртне çÿремен - тăван ялтах пуçламăш шкул уçнă, çамрăксене савăнма клуб хута янă, лавкка та ĕçленĕ. Халĕ вĕсен çурчĕсем те юлман. Ирсерен кунта кĕтÿ хăваламаççĕ - ялта пĕр ĕне те çук. 87 çула пуснă Татьяна Галкина сакăр чăхпа пĕр автан усрать, 77-ри Ефим Сергеев 100 килограма яхăн таякан качакасем тытать.
- Ача чухне, ÿсерехпе тăван ялăма çакнашкал шăпа кĕтесси çинчен шухăшлама та пултарайман, - калаçу пуçарчĕ Татьяна Ивановна. - Ара, килĕрен выльăх-чĕрлĕх йышлăччĕ вĕт, чылайăшĕ вырăнти хуçалăхра тăрмашатчĕ. Пĕр вăхăтра тем сăлтава пула ентешĕмсем тăван тăрăха пăраха-пăраха кайрĕç, вĕсенчен пысăк пайĕ Томск облаçĕнче тĕпленчĕ.
Татьяна Ивановна аса илÿ авăрне путрĕ: таврари ялсенче пĕрмай ырланă ашшĕ, малтан - тăван ялĕнчи, каярахпа Юнкă Ял канашĕн председателĕнче тăрăшнă Иван Шмелев, пирки каласа кăтартрĕ, çĕр тата сунар ĕçне кăмăлланă пĕр тăванĕсене асăнчĕ, ферма хуралтисене йăтса пĕтерекенсене хурларĕ...
Тăван тăрăхĕшĕн пăшăрханать
Татьяна Галкина вăрçăра аманнă салтака качча тухнă, анчах çемье пурнăçĕ ăнман - çамрăк хĕрарăмăн пĕчĕк хĕрĕпе Галинăпа пĕрле амăшĕ патне таврăнма тивнĕ. Ĕмĕрне çак ялта ирттернĕскер тăван тăрăхĕшĕн пăшăрханать.
- Килĕрен хамран çÿллĕ хыт хура ашкăрать вĕт, пушар тухсан мĕн курмалла? Урамри курăка мĕнле пулсан та çулмаллах. Вăл кăна-и? Пурăнман çуртсенче электричество пурччĕ, икĕ çул каялла пĕр пÿрт умĕнче çутă йăлт-ялт çиçнине куртăм та шутсăр сехĕрлентĕм. Юрать, электриксем килсе пралука татрĕç, - хурланса калаçрĕ ватă хĕрарăм. - Кĕркунне, хĕл, çуркунне çитесрен шикленетĕп. Йĕпе-сапаллă çанталăкра пирĕн яла кĕрсе тухма çук. Çăл куçсем çиелтех вырнаçнăран çул часах типмест.
Татьяна Ивановна 8 теçетке çула хыçа хăварнă пулин те алă усса лармасть, икĕ туяпа çеç утсан та пахчара кунĕн-çĕрĕн тăрмашать, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет. Виçĕ теплицăра хăяр, помидор, баклажан, пăрăç туса илет. Канмалли кунсенче хĕрĕпе кĕрĕвĕ килсе пулăшаççĕ. Вĕсемех хĕл ларсан кинемее хăйсем патне илсе каяççĕ.
- Икĕ çул каялла хур курман пулсан кăçалхи хĕлĕн сивĕ кунĕсенче те кунтах пурăнăттăм. Юр ÿксен, раштав уйăхĕнче, урама тухрăм та пуç çаврăннипе ÿкрĕм, кăшкăрсан та никам илтмест вĕт. Юрать, çумра телефон пурччĕ, хĕрĕм патне шăнкăравларăм, анчах калаçас тетĕп - сасă тухмасть. Туяпа çĕре танклаттартăм кăна, Галя ырă мара сиссе юнашар выçăлккăна шăнкăравланă, лешсем тухтăрсене пĕлтернĕ. Хĕрĕм шурă халатлисемпе пĕрлех çитрĕ, мана больницăна леçрĕç. Çавăнтанпа хĕлле пĕччен пурăнтарма хăраççĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ ватă çын.
Апла пулин те 86-ри хĕрарăмăн чунĕ вырăнта мар. Хăйсем çук чухне çурта вăрă-хурах иленесрен хăрать вăл. Пÿртре газ пурри те шиклĕх туйăмĕ вăратать. Çавăнпа иртнĕ хĕлле йытăпа кушака хăварнă. Пилĕк кунта пĕрре хĕрĕпе кĕрĕвĕ килсе вĕсене тăрантарнă.
- Нискассине каякан автобуспа Юнкă çул кукри патне çити килеттĕмĕр те йĕлтĕр сырса ялалла васкаттăмăр, - калаçăва хутшăнчĕ Татьяна Ивановна хĕрĕ. - Вăл кăна-и? Хĕвел хĕртме пуçласанах, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех, анне яла таврăнассишĕн кастарма пуçларĕ. “Çĕр улми вăрлăхне тĕп сакайĕнчен кăлармалла, пÿрте шыв илесрен канав чавмалла”, - теме тытăнчĕ. Илсе килтĕмĕр вĕт, автомашинăпа çитме май çукран вăл та йĕлтĕр сырчĕ. Тепрехинче тата, пĕлтĕрхи хура кĕркунне, автомашина пылчăка путрĕ, тĕкетпĕр-тĕкетпĕр - кăлараймастпăр, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне шăнкăравлама тиврĕ, Валерий Фомин трактор тупса килчĕ.
Галина шухăшĕпе, ял çул çуккипе пĕтсе пырать.
- Çут çанталăк газĕ, электричество пур пулин те кунта лексен хама çын пурăнман утрав çинчи пекех туятăп, - терĕ вăл. Яла çитерекен хытă сийлĕ çул, урамра пĕр çăл та çуккине тÿсейменнипе Татьяна Ивановна Владимир Путин патне те çыру янă.
- Хурав пачĕç. “Ялта пĕр çын та пулин пурăнать тĕк унта хытă сийлĕ çул çитермеллех”, - палăртнă унта. Апла тăк та такăр çул хăçан пуласси хальлĕхе паллă мар. Çăл чавма ункăсем килсе пăрахрĕç-ха.
Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин та Ăлкинăна федераци çулĕпе сыпăнтарасшăн, проект хатĕрленĕ пулин те пăр вырăнтан хăçан тапранассине никам та пĕлмест.
- Тарăхнă енне: “Пирĕн пата Китай тата Япони çыннисене те пулин мĕншĕн килсе ямаççĕ-ши?” - тетĕп. Вĕсем пысăк тухăç паракан çĕр çинче çум курăк ÿстерместчĕçех”, - пăшăрханса сăмах вакларĕ кинемей.
“Качака сĕчĕ ватăлтармасть”
7 теçетке çула хыçа хăварнă Ефим Сергеев Ёлкинăра çуралса ÿсмен, апла пулин те ăна ку тăрăх тыткăнланă.
- Москакасси çывăхĕнче дача пачĕç, пĕчĕк лаптăкра мĕнех туса илейĕн? Улмуççисем ÿсрĕç те çимĕç лартма уçă вырăн юлмарĕ, юлташăм: “Ёлкинăна пырса кур-ха. Унта юхăннă хуçалăхсем пур”, - терĕ. Килтĕм те илемлĕ тăрăха килĕштертĕм, çĕрĕ те пулăхлăрах, ытти ялтинчипе танлаштарсан, хурарах. Çак сăлтавсене пула-ши - ялпа паллашнă кунах пурăнма юлас килчĕ. Ватлăхра юнашар выçăлккăна качча тухнă пĕччен хĕрарăм хăйĕн çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк пачĕ, - иртнине аса илчĕ Çĕрпÿ районĕнчи Уйкасра çуралнăскер.
Малтанах Сергеевсем мунча лартнă, каярахпа çурт çĕкленĕ. Шел те, кил вучахĕн управçи тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ.
- Çурла уйăхĕнче ылтăн туй кĕрлеттермеллеччĕ, паллă куна уявламашкăн хатĕрленме чылай маларах тытăнтăмăр: хăнасене çын ĕретлĕ пăхма ĕнене сутрăмăр, анчах çак укçа арăма юлашки çула ăсатма кайрĕ, - хурланчĕ Яша /ăна пĕлĕшĕсем çапла чĕнеççĕ/.
Халĕ вăл хĕл кунĕсенче ялта пĕчченех пурăнать.
- Арăм вилсенех хĕрĕм патне Шупашкара кайрăм, икĕ каç выртрăм та тухса килтĕм, хулара пурăнаймастăп, ирĕклĕх тăватă стена хушшинче пăчăхса ларнинчен чылай лайăхрах, - палăртрĕ ватă арçын.
Çулĕпе 78-а пуснă пулин те Ефим Сергеевич çамрăк курăнать.
- Вăрттăнлăхĕ - качака сĕтне ир-каç ĕçнинче, вăл кунсерен 3 литр ытла парать, - чунне уçрĕ вăл.
Качакисем те унăн ахальлисем мар, ăратлисем. таки 97 килограмм таять. Хайхискерсене ăна Муркашра пурăнакан, çÿл çÿреве пĕрмай тухакан пĕлĕшĕ аякран илсе килсе панă.
- “Сам себе режиссер” телекăларăма ярса пама чаплă пĕр сюжет та шухăшласа хутăм-ха - качака таки телефонпа калаçнине ÿкерме кăмăл пур. Анчах видеокамера çукки пĕтерет. Ăна туянатăпах-ха, - ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ тунсăхлама пĕлменскер.
Урамра ача сасси илтĕнменни, ĕне-вăкăр ял çумĕнчи айлăмри ешĕл курăка çăвар тулли çименни, мăрьесенчен тĕтĕм тухманни чуна ыраттараççĕ. Етĕрне районĕнчи çĕр питĕнчен çухалнă Ёлкино вырăнĕнче халĕ “Ё” сас паллиллĕ палăк çеç ларать. Муркаш районĕнчи унпа пĕр ятлă яла та çакнашкал шăпах кĕтет-ши?
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"
Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/57/11496/index.php?id=s101344309258