Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » Кĕрхи призыв пĕтĕмлетĕвĕ

16 января 2008 г.

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ 2007 çулхи кĕрхи призывра 1980-1989 çулсенче çуралнă граждансене «Çар службин обязанноçĕ тата çар служби çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн действительнăй çар службине илессине палăртнă вăхăтра ирттернĕ. Йĕркене пăхăнса çул çитнĕ тата сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă 100 яша çара ăсатнă. Вăл шутран Муркаш Енрен – 60 çамрăк. Çак тапхăрта çар службинчен пăрăнас текен 4 çамрăка административлă майпа айăпланă, иккĕшĕн пирки материалсене Муркаш тата Элĕк район прокуратурине ярса панă.

Кĕрхи призыв вăхăтĕнче Катькас, Хорнуй, Юнкă, Турай, Шетмĕпуç, Уйкас Янасал ял тăрăхĕсем ыттисенчен лайăхрах ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Мăн Сĕнтĕр, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансем пĕр-икĕ çын çеç мар. Кунта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ĕçлесе çитерейменни курăнать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика