29 июля 2006 г.
Çу пуçламăшěнче Шетмěпуç шкулěнче районти верентÿ пайěпе ЖКХ специалисчĕсенчен йěркеленě комисси тěрěслев ирттерчě. Шкулăн çурçěр енчи стени калама çук япăххине вěсем те асăрхарěç. Çумăрлă кунсенче шыв ун тăрăх сăрхăнса цемент растворне юхтарса кайнă. Стена кирпěчěсем çинче кăна тытăнса тăни ачасемшěн те, шкул ěçченěсемшěн те хăрушă, паллах. Комисси çак çитменлěхе çитес вăхăтра турлетме хушса хăварче. Ку ěç пысăк тăкаксемпе çыхăннă пулин те, район бюджетěнче ăна йěркене кěртме укçа-тенкě çук иккен...
Шетмěпуç шкул директорě Антонина Владимировна Степанова никам çине шанма хăнăхман. Унăн тăрăшуллăхне, хастарлăхне пулах ишěлсе анма тытăннă стена вырăнěнче çěнни, çирěппи çěкленчě. Икě эрне хушши шкул ěçченěсем, ашшě-амашесем, ачасем шăрăха пăхмасăр тимлесе ěçлерěç. Шкул ěçчěнěсенчен нумайăшĕ отпускра пулин те, нимерен никам та юлмарě. Пурте пěр шухăшлă пулнăран, ěç пěлтерěшне ăнланнăран килет ěнтě ку. 10 метрлă шкул стенине хăйсен аллипе хăйсем хăпартрěç Шетмěпуçсем. Унтан шкул çурчě çине битумпа, рубероидпа та витсе хăварчĕç.
Строительство материалне те хăех тупрě Антонина Владимировна. Шкулăн ятарлă фондěнчен 2 тонна цемент туянчě. Кирпěчне те садикăн кивě котельнăйне пăсса хатěрлесе çитерчě. Нимeнe пынисем кашни кирпěче тасатса шкул умне йатрěç. Хăйăр тиеме те карьера шкул ěçченěсем хăйсем кайса килчěç. Директор вашаватлăхне пулах ěç вĕресе кăна тăчě. Антонина Владимировна ěçлекенсене хăйěн тěслěхěпе те хавхалантарса яма хал çитерчě: шкул стройкинче кун кунларě ертуçě, пуринпе пĕрле шкул çийĕнче битум сарнă çěрте тимлерě.
10 метрлă стена хăпартни - пěтěмпех Шетмěпуçсен тивěçě ěнтě. Унччен шыв шăпăртатса аннă классем халě хěн курманнишён те нимене пынă çынсене тав тумалла. Çěнě вěренÿ çулне ачасене таса та илемлě шкул кěтни, паллах, пуриншěн те - шкул ěçченĕсемшěн те, ашшě-амăшěсемшěн те, ачасемшěн те -нимěнпе виçми савăнăç.
Çак кунсенче эпě шкул директорĕпе А.В. Степановапа курса калаçрăм. Пысăк ěçе ăнăçлă вĕçленěшěн хěпěртенине пытармарě шкул ертÿçи: "Нимене хутшăннă шкул ěçченěсене, ашшě-амашěсене, ачасене тав сăмахě калас килет. Уйраммăн Н.И. Петрова, В.В. Федорова, О.И. Павлова, В.А. Серафимова, Ю.К. Григорьева тав тăватăп. Ю.Д. Соловьева та çěре çитиех пуç тайнă пулăттăм: вăл ялти сумлă строительсенчен пěри, шкулта ёçлемест пулин те, вăй çитнě таран пире килсе пулăшрě".
Хальхи вăхăтра алă усса ларман, хăйсемшĕн хăйсем тăрăшакан шкулсем çеç йěркеллě ěçлеме пултараççě. А.В. Степанова ертсе пыракан Шетмěпуç шкулě шăпах вěсен йышěнчен ěнтě.Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"