Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » Тавтапуç Сире, Юрий Кузьмич!

26 июля 2006 г.

Учитель вăл - çак тĕнчери мĕн пур ырлăх, сăваплăх, тасалăх, илем. Унăн аллинче хаклăран та хаклă мул - ăс-хакал алăкне уçса кĕмелли асамлă çăраççи. Хăйĕн пĕлĕвне, шухăш-кăмăлне, чун ăшшине пĕр чĕптĕм юлмиччен парнелет пире вёрентекен. Эпир ун умĕнче ĕмĕр парăмлă. Шел, çакна вăхăт иртсен çеç ăнланса илетпĕр. Аса илÿсем чуречерен пырса шаккасан, каçсерен тĕлĕксем каплана-каплана килсен çеç чун юратнă та хаклă çынсемшĕн тунсăхланине ăнкаратăн. Юлашки вăхăтра тăван Шетмĕпуç шкулĕ, тăван учительсем час-часах тĕлленеççĕ мана.

         Акă, класа ют чĕлхе вĕрентекен Юрий Кузьмич Григорьев кĕрет. Эпир ăна харăс тăрса кăмăллăн ырă кун сунатпăр: "Good morning, dear teacher!"  Пире ăшă куллипе çупăрласа илсе урокне пуçлать вĕрентекен...

Юрий Кузьмич Шетмĕпуç шкулĕнче 22 çул ытла ĕçлет. 1983 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн акăлчан тата нимĕç чĕлхи факультетне пĕтернĕ. 1984 çултанпа пулта­руллă педагог Шетмĕпуç шкул­ĕнче тăрăшать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Юрий Кузьмич. Пилĕк çул ытла иртрĕ пулин те, унăн урокĕсене халĕ те манаймастăп эпĕ. Интереслĕ, усăллă, пуян содержаниллĕ уроксен вăрттăнлахё, ман шутпа, Юрий Кузьмич хăйĕн предметне аван пĕлнинче тата чунтан юратнинче. Кашни ача вĕрентекен сăмахне тимлесе, çăвар карса итлесе ларни, хавасланса хуравлани, нумайрах пĕлме тăрăшни те - пултаруллă педагог тивĕçĕ. Юрий Кузьмич урокĕ­сене уява кайнă пекех васкаттăм эпĕ. Пире хăйĕн хастарлăхĕпе "чĕртсе" яратчĕ вăл, пĕлу тĕнчин пуç ватмăшне, вăрттăнлăхне шĕкĕлчеме хавхалантаратчĕ. Юрий Кузьмичан хальхи вĕренекенĕсене тем пекех ăмсанатăп эпĕ: опытлă педагог сăмахне тăнлани, вăл вĕрентсе каланине итлени, унăн куçĕсенче пурнăç тупсăмне вулани -телей.

Юрий Кузьмич яланах шыравра. Ачасене вĕрентес, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре çĕнĕ, сăнавлă методикăсенчен хăрамасть вăл. Уроксене пуянрах, анлăрах, тарăнрах тăвас тесе тăрăшать вĕрентекен. Акăлчан чĕлхине кăна вĕрентмест Юрий Кузьмич, вал ачасем умĕнче унран та кăткăс, унран та йывăр ăслăлăх вăрттăнлăхĕсене уçать: пурнăçа ăнланма, ыррипе усаллине уйăрма хăнăхтарать. Предметне пурнăçран уйăрмасăр вĕрентнĕрен юратаççĕ шкул ачисем Юрий Кузь­мич урокĕсене. Кашни ачана ăнланма тăрăшни, пулăшма хатĕрри те хисеп тăвать вĕрентекене.

lĕш квалификациллĕ учи­тель Юрий Кузьмич 1991 çулта "Аслă вĕрентекен" ята тивĕçнĕ, 2001 çулта вара пултаруллă педагога "Рассей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕсченĕ" медальпе наградăланă. Темиçе çул хушши ди­ректор çумĕ пулса ĕçленĕ Юрий Кузьмич. Халĕ акăлчан чĕлхи урокĕсемсĕр пуçне социаллă педагог тивĕçне те пурнăçлама тивет унăн. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăран, вĕсене пурнăç йăнăшĕсĕнчен сыхлама хатĕр пулнăран шанса панă та ăна çак йывăр ĕçе. Проблемăллă ачасем кашни шкултах пур. Вĕсемпе тимлесе ĕçлет Юрий Кузьмич, йăнăш утăмсенчен май килнĕ таран сыхлать, ашшĕ-амăшĕсене ачана тĕрĕс воспитани парас ĕçре пулăшать.

Утă уйахĕнче Юрий Кузьмич Григорьев 45 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак уяв ячĕпе ăна пĕрле ĕçлекенсем, ашшĕ-амăшĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ. Çиpĕп сывлăх, телей, ăнăçу, чăтăмлăх сунаççĕ. Пур­нăç хĕвелĕ яланах сирĕн çулăра çутатса тăтăр. Класра вара тимлĕ те ăслă ачасем кĕтсе ларччăр. Вĕренекенсен ятĕнчен вара Юрий Кузьмича çĕре çити пуçтаяс килет. Эсир тунă  ырă, сăваплă ĕçĕр шăпчăк кайăк пулса сирĕн чуречĕр умне пырса лартăр, эпир сире юратни, хисеплени, сума суни çинчен çепĕç юрă шăрантартăр кĕмĕл саслă юрăç. Тавтапуç Сире, Юрий Кузьмич!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика