Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » Чикме хули нумайлăха асра юлĕ

28 июня 2006 г.

Лагерěн пěрремěш смени вěçлениччен шутлă кунсем юлчěç. "Шел, иккěмěшě çук",-тенине илтме пулать ачасенчен. Лагерь ачасен асěнче нумайлăха ырă йěр хăвартăрччě тесе тăрăшатпăр. Тимлени харама каймасть, ку савантарать.

- "Солнышко" лагерь тесенех эпě Козьмодемьянск хулине аса илěп,- тет Маша Петрова. - Атăлăн  сылтăм çыранěнче вырнаснă илемлě çармăс хули Козьмодемьянск  çеç  мар,  Васюки  те иккене пěлсен, тěлěнтěмěр. Чăвашла вара Чикме иккен. Курмалли, пěлмелли нумай пулчě.

Икě Алеша Петровсене пилěк гектар çěр çинче вырнаçнă уçă пěлěт айěнчи эт-номузейра пулни тыткăнланă.

- Эпир унта мěн-мěн кур марăмăр пулě,- хăпартланса каласа кăтартрěç вěсем амăшěсене киле таврăн-сан,- ěлěкхи ěç хатěрě, йали-йěрки... Сармăссеннипе паллашса хамăр халăхăн ěлěкхи пурнăсě çинчен ну­май пěлтěмěр.

- Ку асăнмалăх. Парне.Кур-ха, епле илемлě! Хакě те йунěпе пулчě. Музей лавккинче икě хут хаклăрахчě. Ăстаçи хăй пынă сутма,- савăнăсне     пытараймаççě иккěшě те, укçа шутне ачаран пěлсе усекенскерсем. Пус çумне пус хушма пěлни куç кěрет. Сахал мар эмел курăкě пухрě, пулă тытса сутрě çăва тухнаранпа Шетмěпуç Алеши. Сěнě  велоси­пед туянасшăн вăл. Сарчак Алеши вара кăçал тăрăшсах ашшěне Очăкасси чиркěвě валли илемлě эрешсем тума пулăшрě. Унăн тěллевě - компьютер илесси.

... Майя Александрован тахçанхи ěмěчě, ыттисенни пекех, анлă Атăл шывěнче чухенсе чăмпăлтатассиччě.

- Юрать-ха экскурсие аннесене  те  ертсе  килме  ăс çитертěмěр, ахаллěн Атăлта шыва кěресси юхатчě,- куçне хěссе кулать Станислав,- инструктор çук тесе шыва кěртместчěçех пире.

Эх, ырă та-çке! Емěтленне ěмěт тинех çитрě. Атăл тинěс, темěн çуллěш шурă хăйăр куписем - кăнтăр тăвěсем.

Сатирăпа юмор музейěнче те килěшнине палăртаççě лагерь ертуçи Юpий Кузьмич, амăшěсем, ачасем.

Лайăх-ха, Мускав пăpахучě килсе çитнě тěле лекрěмěр. Остап Бендер хăй кěтсе илчě, каласа кăтартса çурерě, парнесем те парса тултарчě.

Килěшрě ачасене Козьмодемьянск хули.

"Солнышко" кану лaгeрě часах хăй ěçне вěçлě. Унччен вара тумалли палăртнă ěçсем татах та пур-ха.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика