16 января 2013 г.
Ярославка информаципе культура центрĕнче районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хушшинче шашкăлла тата шахматла выляса Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртнĕ.
Шашкăлла выляса хĕрÿ кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Иÿçкасси ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Т.Петрова тивĕçме пултарнă.Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Фомин тата Хорнуй ял тăрăхĕн водителĕ М.Сидоров йышаннă.
Шахматла вылякансем те хастар ăмăртнă. Пĕрремĕш вырăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-йеркелÿпе кадрсен,право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органесĕмпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Тарасова çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшĕ- Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Кожевников тата виççĕмĕшĕ Чуманкасси ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Э.Новикова пулнă.
Çĕнтерÿçĕсем Ярославка ял тăрăхĕн парнисемпе грамотăсене тивĕçнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"