18 июня 2013 г.
Шетмĕпуç ялĕ Хурăнкассинчен, Панклисенчен кăштах уйрăлса тăратчĕ: лаша вăйĕпе, вĕри пăспа тăла пустармалли машина пурччĕ кунта, хĕл кунĕсенче хăплаттарса ларатчĕ. Таврари ялсенчен килсе пустарса çынсем чĕрки-чĕркипе çемçе çăм пусма илсе каятчĕç. Шетмĕпуç çыннисем мăнкăмăлланатчĕç вара çак машинăпа. Çырма урлă 7 çул вĕренмелли шкулччĕ, унта уйрăмах хулăн сасăллă учитель ачасене вĕрентетчĕ, Çемен Палч тетчĕç ăна. Шел, вăрçăра фашистсемпе çапăçса пуçне хунă текен хыпар сарăлчĕ. Лайăхпа асăнатчĕç ăна. Кашни хĕлле Шетмĕпуçне аннепе килеттĕмёр, лаша хăвалаттăм, çемçе çăм чăлхаллă, тăлаллă пулаттăмăр. Çакăн пек асра юлнă Шетмĕпоç.
Вăрçă пĕтрĕ. Çулсем иртрĕç. Хурăнкассине çитме кашнинчех Шетмĕпуç ялĕ витĕр тухаттăм. Аллăмăш, утмăлмăш çулсемччĕ. Малтан «Звезда», кайран Мичурин ячĕллĕ колхоз епле аталанса вăйланнине куçкĕрет сăнаттăм.
Муркаш районне туса хуни 60 çул тултарать. Шетмĕпуç колхозĕн историйĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе чылай çулсем хушши унăн ертÿçи пулнă Алексей Петрович Петровпа тĕл пултăм. Халĕ ĕнтĕ вăл тивĕçлĕ канура, анчах та, сăнарах пăхсан, унăн чĕрĕ пит-куçĕнче вăй-хал тапса тăни курăнать.
Муркаш районĕ йĕркеленчĕ. Халĕ ĕнтĕ Элĕке те Ишлее те çуреместпĕр. 1944 çул, хĕрÿ вăрçă вăхăчĕ. Эпĕ 7-мĕш класс ачи, - пуçларĕ асаилме Алексей Петрович, астăватăп, иртнĕ 1943 çул питĕ йĕпе килчĕ. Авăнне те çапса пĕтерейменччĕ. Эпир, ачасем, лашасен витинче тунă йĕтем çине çĕмĕлсем турттараттăмăр, лаша вăйĕпе ĕçлекен мотилкăпа авăн çапаттăмăр. Килте эпир атте, анне тата эпĕ. Ёçленĕшĕн улăм илеттĕмёр, унпа пĕчĕк кĕлтесем çыхса кăмака хутаттăмăр, апат пĕçереттĕмĕр. Юрпа хутăшнă тырăна паратчĕç те ăна типĕтсе, вĕçтерсе тасатса армана кăлараттăмăр.
Йĕркеллĕ çăнăхах мар, анчах теркăпа туртнă çĕрулмипе хутăштарса епле техĕмлĕ икерчĕ, çăкăр пĕçертчĕ анне.
Çăва тухрăмăр. Çĕрне кам ырханкка лашапа, кам килти вăкăрпа сухаласа çур аки турăмăр. Пĕр трактор та пулман. Эпир, ачасем, вăрмантан телефон юписем валли йывăç турттараттăмăр... Хыççăн хăвăртах Шетмĕпуçпе Муркаша телефонпа çыхантарчĕç...
1948 çулта Алексей Совет çарĕн ретне тăрать, инçетри Кăнтăр Сахалинти танк чаçне лекет. Унта - 1 çул хушши танк командире. 1952 çулта киле таврăнсанах ăна вулав çуртне ĕçлеме лартаççĕ, султалăкран ялканаш депутатне суйлаççĕ, нумай та вăхăт иртмест - Алексей ялканаш председателĕ. Кунта çулталăк ĕçленĕ хыççăн Муркаш парти райкомне инструктора ĕслеме чĕнеççĕ. Кунта вăл 3 çул хушши вай хурать.
Эпир, çулланнисем, аван астăватпăр, вăрçă вăхатĕнче тĕпренех юхăннă ялхуçалăхне, колхозсене ура çине тăратса çирĕплетес тĕллевпе Коммунистсен партийĕн тĕп комитечĕ 30 пин пултаруллă çынна ялсене яма хушу кăларчĕ. Çак 30 пинрен пĕри - пирĕн Алексей Петрович. Вăл Муркашран 1957 çулхине Шетмĕпуç, Карманкасси, Катăкуй ялĕсенчен тăракан Калинин ячĕллĕ колхоза ĕçлеме таврăнать. 1961 çулта Турханпа Сарчак ялĕсем пĕрлешеççĕ те Мичурин ячĕллĕ пĕрлешуллĕ хуçалăх пулса тăрать. Халĕ нумайăшĕ Мичурин кам пулнине те тĕшмĕртмест. Иван Владимирович Мичурин 1855 çулта Рязань кĕпĕрнинче çуралнă паллă та чаплă ученай-биолог. Вăл генетикăпа селекци мелĕсемпе усă курса улма-çырла паха сорчĕсене ÿстерсе опыт пухнă. Мичурин ĕçĕсене пурнăçа кĕртсе çĕршывра тырă-пулă, пахчаçимĕç, улма-çырла туса илессине çуллĕ шая çитернĕ. Çавна май шетмĕсен Мичурин ячĕпе мăнаçланма та май пур. 1972 çулхи ноябрьте çак колхоз çумне Тивĕш, Автанкасси. Опрыскьял пĕрлешсен, пысăк та кăткăс хуçалăх пулса тăрать.
Пуçламăшĕнчи 1957- 1959 çулсене лăпкăн та сăнарлăн асаилет халĕ ветеран:
- Колхозра ĕç дисциплини пулман, ĕçшĕн укçа валеçмен, тырри-пулли япăх - валеçсе пама май пулман. Малтанах тырăллăрах хуçалăхсенчен 500-600 килограмшар кивçен илсе çăнăх авăртса утă çулакансене тивĕçтермелле пулчĕ. Турханпа Очăкассинчен те 5-шер тонна кивçен илсе кашни ĕçе тухакана пĕрер килограмм çăнăх, ачасене 400-шер грамм парса тăтăмăр. Ун чухне Муркаш МТСĕ 1 комбайна, 1 ДТ трактора, ĕçлеттерчĕ пирĕн колхозра. 1958 çулта Хĕрлĕ Чутай вăрманĕнче çăка касса килсе шыва хутса хуппинчен курăс тусан колхозниксем килĕсенче чăпта çапрĕç. Кашни чăптине вĕсенчен 40-50 пус-
па туянса Горький хулине илсе кайса 70-шер пуспа сутаттăмăр та услам илеттĕмĕр. Çапла
чылай укçаллă пултăмăр. Виçĕ çул ытла çакăн пек пурăнтăмăр. Кайран районти санэпиднадзорта ĕçлекенсем, капла нÿрĕ пÿртсенче ĕçлесе чахоткăна ерсе каятăр, тесе чăпта çапма чарчĕç. 1958 çулта çак услам укçине пĕр ĕçкунĕ пуçне 10 пус, 1959 çулта - 15 пус, 1960 çулта 30 пус валеçрĕмĕр... 1957-1958 çулсенче тырă-пулă гектартан 5-7 центнер, çĕрулми 60-70 центнер илтĕмёр. Ытларах выльăх-чĕрлĕх ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрас килет. Шетмĕсен витесем пулман. Чĕчĕ пăрушĕсене çынсем патĕнче, колхоз правлени çуртĕнче 40-50 пуç пушмак пăру усратчĕç. Правленипе бухгалтери - ял çынни пÿртĕнче. 1958 çулта кивĕ хуралтăсене пăсса выльăх витисем тума пуçларăмăр, маччисене, çийĕсене хăма вырăнне улăм хытарса витеттĕмĕр. Тыррине те уйсенче çурлапа выраттăмăр. Çак çултах МТСсене пĕтерчĕç, çитменнине колхоза Элĕк районне куçарса пысăк пăтăрмах турĕç - çÿреме инçе, 1 грузовикпа, 1 комбайнпа, 1 ДТ, 1 кустăрмаллă тракторпа тивĕçтереççĕ колхоза. Кĕркунне 50 тонна çĕрулми сутса çĕнĕ грузовик, тепĕр çулне укçа пухса «Белорусь» трактор туянтăмăр. Халĕ ĕнтĕ кăштах техника пур - хĕл кунĕсенче Атăл леш енчен, Хĕрлĕ Чутайпа Сĕмĕрлерен строительство материалĕсем турттарма май килчĕ колхозăн. Йывăçран, кирпĕч-бетонран выльăх витисем ÿсе-ÿсе ларчĕç. Выльăх-чĕрлĕх ну-майрах усраса, унтан ытларах тупăш илсе пуянрах пурăнма пуçларĕ хуçалăх. Мичурин ячĕллĕ колхозăн ĕçĕ-хĕлĕ пичетре, радиора палăрмалла вырăн йышăнма пуçларĕ, - сăмахне малалла тăсать ветеран.
- 1970-1972 çулсенче тырă-пулă илессине 26-28 центнера, çĕрулмине 250-300 центнера çитертĕмĕр. Ял ĕçченĕ хĕпĕртесе, хавхаланса ĕçлет. Кашнин килне тулăх та савăкрах, тату пурнăç килчĕ. Элĕк районĕнчен Шупашкар районне, унтан Муркаш районне куçрăмăр. Халĕ ĕнтĕ ытла инçех мар райцентра çÿреме. Анчах пысăк çитменлĕх - тухса çÿреме çул çукки. Çак пăтăрмах Шупашкара кайма та самаях чăрмантарнă. 1978 çулта тин хамăр колхозран Муркаша, Шупашкара тухма асфальтлă çулпа пуянлантăмăр. Çак ĕçре уйрăмах пирĕн рабочисем активлă пулчĕç. Хамăр вăйпах Янăш çул юппине çити асфальтлă çул хыврăмăр. Паян кун та çак ĕçре тăрăшнисене тав тăвас килет. Пултаруллă ертÿçĕсем ĕçлерĕç пирĕн районта. П.А.Журавлев, В.Ф.Григорьев, В.С.Краснов, А.П.Иваков, Л.С.Софронов, Е.А.Александров хуçалăх ертÿçисенчен, специалистсенчен çирĕп те юлташла ыйтни, бюрократла командăсем памасăр кашнин чунне тараватлăн кĕни - çакă ĕнтĕ район экономики палăрмалла çуллĕ шая хăпарса пынин сăлтавĕ. Вĕсем ял халăхĕн нуши-тертне аван ăнланнă, йывăр самантсенче пулăшма тăрăшнă 1975-1976 çулсенче Мичурин ячĕллĕ колхозра .40 трактора яхăн, 40 автомашина ытла, 14 комбайн пулнă. Ĕне-выльăх 1700-1800 пуç, 3000 сысна, 3000 чăх шутланнă. Кашни чăхран çулталăкра 300 çăмарта илнĕ. Аш-какай 500 тонна е 100 гектар пуçне 164 центнер тунă, сĕт сăвасси те ÿснĕ. Çак улăплă утăмсем Алексей Петров ертÿçĕрен кăна килмен. Патшалăх планне вăхăтра пурнăçлас, ĕç дисциплинине çирĕп шайра тытас, техникăна яланах юсавлă усрас ĕçре обществăлла организацисем те сахал мар вăй хунă. Вĕсен пĕр тĕллев пулнă: хуçалăх экономикине çултан-çул вăйлатмалла, машина-трактор паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатмалла, умри задачăсене пурнăçлама мĕнпур колхоз ĕçченĕсене мобилизацилемелле. Çÿлерех кăтартнă цифрăсем çакна çирĕплетеççĕ те ĕнтĕ. 30 çул ытла механизаторта ĕçленĕ Фадей Серафимов, Елизавета Белова сысна пăхакан Ленин орденĕсене тивĕçнĕ тата ытти пысăк наградăсем илнĕ ĕçченсен ячĕсем районпа колхоз историйĕсене ылтăн саспаллисемпе ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕç.
Шетмĕпуçĕнчи ялхуçалăх кооперативе чылайранпа Сурăм вăрманĕн пĕр илемлĕ уçланкинче вĕлле хурчĕсен утарне тытса тăрать. Унта пултаруллă, хăй ĕçне юратса тăвакан утарçă Василий Ильич Яковлев ĕçлет. Пыл илес енĕпе районта та, республикăра та малти вырăнта вăл.
...Катăкуй урамĕн пĕр вĕçĕнче ларакан ăшă пÿртре шăкăлтатса калаçса ларатпăр. Алексей Петровичăн мăшăрĕ Римма Михайловна пĕлĕмпе, ăшаланă кăлпассипе, вĕри чейпе сăйлать. Унăн та Шетмĕпуç историйĕнчи тÿпи çав тери пысăк. 43 çул хушши пĕр вĕçĕмсĕр ветфельдшер пулса хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне сипленĕ, уйрăм çынсен выльăхĕсене те чир-чĕртен сыватма пулăшнă. Ырăпа асăнаççĕ ăна ял çыннисем. Алексей Петровичăн «Октябрь революцийĕ», «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав», «Халăхсен туслăхĕ», «Хисеп палли» орденсем, Римма Михайловнăн «Ĕçлёх Хĕрлĕ Ялав» орден тата ытти хаклă наградăсем пур. Çак хисеп Алексей Петровпа Римма Хрусталевăсен килти экспозицине ытахальтен килмен. Пысăк сумлă çынсем вĕсем. Сывлăх хавшакрах пулин те, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пăхаççĕ, çакăнта чун канăçлăхне тупаççĕ. Туслă мăшăр пĕр хĕрача ÿстернĕ, вăл Шупашкарта пурăнать.
Чылай çул хушши тивĕçлĕ канура пулсан та, Алексей Петрович обществăлла ĕçе активлă хутшăнать. Вăл районти ваттисен канашĕн членĕ, тăван хуçалăхри правлени членĕ, хисеплĕ колхозник.
2003 çулхи кăрлач33
Первоисточник: Николай Лукич Яковлев «Сурaм caлтaрeсем»