Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » «Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пуласчĕ»

09 апреля 2011 г.

Профилактика кунĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче иртнĕ кĕçнерни кун пулчĕ. Унта хутшăнакансем хальхинче 3 ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Сăмахăмăр малтан кашни çыншăн чуна çывăх тема тавра – хамăр ачасем çинчен пулĕ.

АННЕ АННЕХ, АТТЕ АТТЕХ ПУЛТĂРЧЧĔ...

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче учетра тăракан ăнăçсăр çемьесем 2. Вĕсенчен пĕринче амăшне çак правасенчен хăтарнă ĕнтĕ. Нихăçан та ватăлмастăп тесе шутлать пулĕ вăл. Тĕнче тăрăх куккук пек вĕçсе çÿрекенскер паян кун та ачи çинчен аса та илмест, алимент та тÿлемест.

Учетра тăракан тепĕр çемьере профилактика кунĕнче пултăмăр. Иртнĕ çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче килтен тухса кайнă çамрăк хĕрарăм кĕçĕн çулсенчи икĕ хĕр ачи пирки шутламасть те пулас. Хăйĕн ашшĕпе амăшне те каламасть хăй ăçта тата мĕн туса пурăннине. Юрать-ха ачасене кукамăшĕпе кукашшĕ юратса пăхаççĕ.

– Ачасене никама та памастпăр. Хамăрах пăхатпăр, – терĕç вĕсем.

Ирĕксĕрех çапла шутлатăн: юрать ырă кăмăллă кукамайсем пур. Турă сывлăх патăр вĕсене. Тепĕр çемьере те çамрăк амăшĕ чирлĕ çуралнă тăван ачишĕн амăшĕ пулас темен курăнать. Юратса пăхаççĕ ачана кукамăшĕпе кукашшĕ.

Тепĕр çемьерен те «куккук» амăшĕ тахçанах вĕçсе тухса кайнă, Çĕмĕрлере пурăнать.

– Ывăла салтака ăсатма та килмерĕ, – терĕ 50 çулалла çывхаракан арçын мăшăрĕ пирки. Ашшĕ те ачисемшĕн ытлашшиех çунни курăнмасть. Вăй питти арçын килте ларать. Мĕн укçипе пурăнни çинчен ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:

– Ывăл салтака кайиччен укçа парса хăварчĕ. Çав укçапа пурăнатпăр.

Тăванĕсем ыр кăмăллă пулса пулăшни те арçынна пăлахая персе пурăнма меллĕ пулмалла. Пĕр уйăх хушшинче ăна ĕçе вырнаçма каласа хăварчĕç профилактика кунне хутшăнакансем. Шкулта вĕренекен ывăлне сиплев учрежденине кайма документсем хатĕрлеме васкаман ашшĕне вăхăта сая ямасăр ку ыйтăва татса памаллине ăнлантарчĕç.

Тепĕр çемьере тепĕр тĕрлĕ хуйхă. Сывлăх енчен хавшак хĕрарăма пĕчĕк ачипе пÿртре пĕччен хăварма та шиклентерет килтисене. Газ уçса хунă тĕслĕх те пулнă.

Ачашăн ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çав. Ахальтен каламан пуль çав ваттисем ача хыççăн каякан шар курнă тесе. Ку тăрăхри тепĕр çемьере амăшĕ вăхăтра татăклă сăмах каламанран хĕр ачи професси паракан лицейра вĕренме пăрахнă. Алăра професси пуррине çирĕплетекен хут пулсан пурнăçра çăмăлраххине эпир ача чух чухламастпăр çав. Халь амăшĕ ачине майлă кайса хăй те йăнăш тунине ăнланать ĕнтĕ. Ку çемьере хĕрарăм сиенлĕ йăла серепинчен хăтăлни вара савăнтарать.

Ăнланинччĕ çакна Тивĕшри час-часах эрех ĕçсе килте харкашакан мăшăр та. Килĕнче пулмарĕç вĕсем çав кун. Ача амăшĕ çинчен ял хушшинче çÿрекен ырă мар хыпаршăн кайран ачисен намăсланмалла пулса ан тухтăрччĕ. Шутласчĕ çакăн пирки хĕрарăмăн.

Çемьери проблемăна алăка шалтан питĕрсе илнипех татса пама май çуккине те ăнланасчĕ ку тăрăхри тепĕр çемьен. Чи малтан эрех çинчен мар, ирĕк савăк пурнăç çинчен те мар – ачасем çинчен шутламаллине çамка çине картсах хурасчĕ ачисене маннă ашшĕ-амăшĕсен.


ЭРЕХ ЧУРИ МАР,

ÇЫН ПУЛАСЧĔ

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П. Александров ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика канашĕ иртнĕ çул пĕтĕмпе 8 лару ирттернине палăртрĕ. Ăнăçсăр çемьесене, йĕркене пăснă граждансене чĕнсе калаçнă унта. Çавăн пекех профилактика ыйтăвне ял пухăвĕсенче те тăтăшах хускатнă.

Шутласан учетра тăракан ăнăçсăр çемьесем те нумаях мар темелле. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенинче те 1 ача, ĕç тăвакан уголовлă инспекцинче те 1 çын çеç учетра тăрать. Анчах та ку лăпланмалла сăлтав маррине иртнĕ çул ку тăрăхра тунă преступленисен шучĕ 7-рен 14-а çитни профилактика ĕçне татах та вăйлатмалли çинчен калать.

Профилактика кунне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов профилактика ĕçне вырăнти актива явăçтармалли çинчен çирĕплетсех каларĕ. Ку ĕçе çемьесемпе çине тăрса ĕçленинчен пуçламалли пирки палăртрĕ. Мĕншĕн тесен ачан пурнăçĕ малашне мĕнле пуласси йăлтах çемьерен пуçланать.

Юрий Александрович ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе ĕçлессине те вăйлатмалли çинче чарăнчĕ. Пĕтĕм инкек çăл куçĕ пулса тăрать вăл. Çакна районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ертÿçи В.А. Григорьев паллаштарнă кăтартусем те çирĕплетсе параççĕ.

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май кунта эрехпе иртĕхекен пĕр арçынна халăхпа пĕрле сÿтсе яврĕç.

– Пирĕн, çитĕннисен, хамăра хамăр алăра тытма пĕлни кирлĕ. Унсăрăн мĕнле тĕслĕх кăтартăпăр эпир çамрăксене; - терĕ Юрий Александрович.

Ниçта та ĕçлемен арçынна ĕçе вырнаçма сĕннĕ май паян ялта ĕçлес текеншĕн ĕç çителĕклех пулнине палăртрĕ.

Этем çĕр çине хăй хыççăн ырă ят хăварма килет пулĕ. Çавăнпа та, район администрацийĕн пуçлăхĕ калашле, ырă ĕç ытларах тумалла пирĕн. Эрех шăрши вăл сирĕлет, пурнăçа усăсăр ирттерсен мĕн юлĕ пирĕн хыçран;


ПĔТĔМЛЕТСЕ КАЛАНИ

Профилактика кунĕнче унта хутшăнакансем пĕтĕмпе 8 çемьере пулчĕç, 4 магазин тĕрĕслерĕç, 2 сунарçăпа тĕл пулса вĕсем хĕç-пăшала упрамалли правилăсене мĕнле пăхăннине тишкерчĕç. Шетмĕпуç шкулĕнче ачасемпе профилактика калаçăвне ирттерчĕç. Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿрекенсене, эрех ĕçекенсене «тытрĕç». Пĕтĕмпе çак кун право йĕркине административлă майпа пăснă 9 тĕслĕхпе протокол çырчĕç.

Пуçтарăннисем çавăн пекех милицин участокри уполномоченнăйне ытларах курасшăн пулни палăрчĕ. Виталий Алексеевич хальлĕхе районти 16 ял тăрăхĕнче милицин участокри 9 уполномоченнăйĕ ĕçленине палăртрĕ. Полицине куçса штатсене çирĕплетнĕ хыççăн ку ыйту халăха майлă татăлассине палăртрĕ.

– Вырăнти йĕрке пĕтĕмпех вырăнти халăхран килет. Кулленхи ыйтусене татса парассине вĕсем епле хутшăннинчен, – терĕ Юрий Александрович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ малашне ку ыйтупа ял администрацийĕ, вырăнти актив, депутатсем, ял çыннисем пĕрле ĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика