Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » Муркашра шăл юсама пуçăнчĕç

26 февраля 2011 г.

Ытлари кун, февралĕн 22-мĕшĕнче, Муркашра шăл тухтăрĕсем пациентсене йышăнма пуçларĕç. Аптека çуртĕнче вырнаçнă пÿлĕмсем таса та çутă. Юсав ĕçĕсене районти «Моргаушавтотехсервис» ĕçченĕсем вăхăтра тата тирпейлĕ пурнăçланă. Вĕсемпе пĕрлех шăл уйрăмĕнче ĕçлекенсем те тăрăшнă. Врачсем патне черет пулни Муркашсем çак саманта чăтăмсăр кĕтнинех çирĕплетсе пачĕ.

– Халĕ эпир апат вăхăчĕсĕр икĕ сменăпа ĕçлетпĕр: 7 сехет çурăран пуçласа 18 сехет çурăччен, – пĕлтерчĕ шăл уйрăмĕн заведующийĕ А. Волкова терапевт стоматолог, – март уйăхĕ хыççăн вара çынсем мĕнле çÿренине сăнасан малалла пĕр е икĕ сменăпах ĕçлессине татса калама май пулĕ.

Алина Анатольевна каланă тăрăх чирлисен шăл сиплеме малтанхи пекех ирпе çырăнмалла. Стоматологăн васкавлă пулăшăвĕ кирлисене яланхи пекех черетсĕр йышăнаççĕ. Ачасен стоматолог врачĕ 14 сехетчен ĕçлет, хирург стоматолог чирлисене 15 сехет çурăччен йышăнать. Ĕç кунĕнче чирлĕ çын килмен пушă вăхăтра ыттисене те йышăнма пултарассине пĕлтерчĕ заведующи.

Халĕ уйрăмра виçĕ терапевт стоматолог, ача-пăча стоматологĕ тата хирург стоматолог ĕçлеççĕ. Çитес вăхăтрах ортопед та ĕçлеме тытăнасси паллă.

– Оборудовани пирки калас пулсан вăл малтанхинчен пĕрре те кивĕ мар. Оборудованипе тивĕçтерес ĕçре республикăн стоматологи больницин тĕп врачĕ пирĕн ентеш В. Бычков пысăк пулăшу пачĕ. Шăл уйрăмне тепĕр икĕ çĕнĕ техника комплектне илсе килме те шантарчĕç, – пĕлтерчĕ Алина Анатольевна.

Сăмах май А.А. Волкова кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулма тивĕçрĕ. Апла тĕп больница ертÿçи В.Г. Данилов республика президенчĕ «çамрăксене шанмалла» тесе чĕнсе каланине вырăнта ĕçе кĕртме тытăнчĕ те. Малашне вара ăнăçусем пулччăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика