Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » 2010 çулхи халăх çыравĕ

04 августа 2010 г.

Хăçан иртет халăх çыравĕ?

Черетлĕ халăх çыравĕ 2010 çулхи октябрĕн 14 – 25-мĕшĕсенче иртмелле. Çынсем пирки сведенисене 2010 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет тĕлĕнчи даннăйсене кура палăртаççĕ. Сведенисене çыруçă (переписчик) Л, П, В формăсемлĕ çырав хучĕсем çине ыйтса пĕлнĕ тăрăх çырса хурать. Хуравсем тĕрĕс пулнине çирĕплетме нимĕнле документсем те тăратмалла мар.

Çыравра мĕн пирки ыйтаççĕ;

– хăçан тата ăçта çурални пирки;

– мăшăрлă пулни тата национальноç пирки;

– эсир тата сирĕн ачасем мĕн вĕренсе пĕтерни пирки;

– сирĕн ĕç вырăнĕ тата пурăнмалли ятарлă уйрăм çурт пурри пирки;

– мĕнле укçа-тенкĕпе тăранса пурăннă пирки;

– пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем тата санитарипе гигиена условийĕсем пирки.

Çырав хучĕ çине информацие çынран ыйтса пĕлнĕ тăрăх çыраççĕ, ăна нимĕнле майпа та тĕрĕслемеççĕ.

Ку е вăл сăлтавпа çыруçăпа тĕл пулма май килмен пулсан, саккунпа килĕшÿллĕн кун пеккисем çырав информацине пама стационарлă участока пыма пултараççĕ.

Халăх çыравĕн тĕп принципĕсем

– çырава пĕтĕм халăха хутшăнтарасси, апла пулсан çынсен шутне вĕсем арçын е хĕрарăм, миçе çултине, çак вырăнта е çак çурт-йĕрте пурăнма право пуррине пăхмасăрах шута илесси;

– конкретлă çынсенчен ыйтса халăх пирки сведенисем пухасси;

– çынсем ыйтусем çине хуравланă чухнехи хăйсен ирĕклĕхĕ;

– халăх çыравĕ вăхăтĕнче пухнă информацие ыттисене пĕлтерессинчен хÿтĕлесси.

Кун пирки кашни çырав хутĕнчех çапла çырса хуни пур: «Конфиденциально (гарантируется получателем информации)».

Çырав хучĕсем çинче халăх пирки палăртнă сведенисене ниçта та сарса çÿремеççĕ. Вĕсем официаллă статистика информацийĕ валли кирлĕ. Халăх çыравĕн пур даннăйĕсемпе те пĕтĕмĕшле таблицăсем туса хатĕрленĕ çĕрте кăна усă курĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика