Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » Саккунра – çĕнĕлĕхсем

07 августа 2010 г.

2010 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче «Российская газета» хаçатра икĕ саккун пичетленсе тухнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Административлă майпа правăна пăсни çинчен калакан кодексне тÿрлетÿсем кĕртнĕ.

169-ФЗ " Федераллă саккун 2010 çулхи августăн 6-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн малашне «состояние опьянения» ăнлав пĕтет. Водитель сывласа кăларакан сывлăшра мĕн чухлĕ те пулин алкоголь пулсан çакă административлă майпа правăна пăсни шутланать, ун пирки протокол çыраççĕ.

175-ФЗ " Федераллă саккун вара 3 тапхăрпа пурнăçа кĕрет:

2010 çулхи августăн 6-мĕшĕнчен çакăн пек улшăнусем кĕтеççĕ:

– патшалăх стандарчĕпе пĕр килмен патшалăх регистраци знакĕсемпе усă курнăшăн – штраф 500 тенкĕ (халĕ вăл 100 тенкĕ);

– патшалăх регистраци знакĕсене ятарлă палăртнă вырăнсенче вырнаçтарманшăн, вĕсем курăнассине тĕрлĕ майсемпе ятарласа картланăшăн, автотранспортпа патшалăх регистраци знакĕсĕр усă курнăшăн – штраф 5000 тенкĕ е автотранспортпа усă курмалли правăран 1 уйăхран тытăнса 3 уйăх таран хăтараççĕ;

– автотранспортпа усă курассин правинчен хăтарас ыйтăва транспорта регистрациленĕ вырăнта пăхса тухмалли норма пăрахăçа тухать;

– административлă майпа правăна пăснине видеофиксаци мелĕпе палăртнă пулсан, ку ĕçе материал пынă органта пăхса тухаççĕ;

– административлă майпа правăна пăсни пирки йышăннă постановление производство участникĕсене постановлени йышăннăранпа 3 кун хушшинче почта урлă заказлă майпа ярса параççĕ.

2010 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнчен çакăн пек улшăнусем кĕтеççĕ:

– автотранспорт çинчи кантăксене нормăран ытла тĕксĕмлетнĕшĕн – штраф 500 тенкĕ (халĕ 100 тенкĕ).

2010 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнчен çакăн пек улшăнусем кĕтеççĕ:

– трамвайăн хирĕç килмелли, автомашинăсен хирĕç килмелли çул полоси çине тухса кайнăшăн – транспортпа усă курмалли правăран 4 уйăхран тытăнса 6 уйăх таран хăтараççĕ;

– автотранспортсен хирĕç килмелли çул полоси çине тухса кайнине автоматла видеофиксаци мелĕпе палăртнă пулсан – штраф 5000 тенкĕ;

– юраман вырăнта сулахаялла пăрăннăшăн е каялла çаврăннăшăн яваплăх унчченхи пекех юлнă – 1000 тенкĕрен тытăнса 1500 тенкĕ таран штраф;

– пĕр майлă кăна каймалли çулпа хирĕç кайнăшăн – 5000 тенкĕ штраф е автотранспортпа усă курмалли правăран 4 уйăхран тытăнса 6 уйăх таран хăтараççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика