02 марта 2007 г.
Районта Раççей гражданĕсене хăтлă çурт –йĕрпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă пиоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пырассипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ку ыйтăва район администрацийĕ куçран вĕçертмест, çак ĕçе туса пырассипе тата çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне туса пыма ответлă çынсене палăртна,пурнăçламалли ĕсен планне çиреплетнĕ.
Социаллă ипотека кредичĕ шучĕпе иртнĕ çул 5 çемьене 800 пин тенкĕ уйăрса панă.
Хальхи вăхăтра РФ Президенчен Указĕпе килĕшŸллĕн çамрăк çемье çурт-йĕр туянма е тума птшалăх пулăшăвĕ илме пултарать.
2006 çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче кредит илессипе перект банкĕн уйрăмне 28 çамрăк çемье документсем тăратнă, 25 çемьене 11148,94 пин тенкĕлĕх кредит уйăрса панă. «Ялсен 2010 çулчченхи социллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшŸллĕн 2006 çулта ялта çурт-йĕр çавăрма патшалăх пулăшăвне илессин тĕллевлĕ прграммипе 14 çамрăк çемье 2045,61 пин тенкĕ тата ялта ĕçлесе пурăнакан 8 çемье 901 пин тенкĕ илме пултарнă.
кунпа пĕрлех вырăнти бюджетран çурт-йĕр тума тата туянма 29 çемьене пĕтĕмпе 2601,7 пин тенкĕ парса пулăшнă.
Хваттерсемпе тивĕçтересси ытти енсемпе те пулса пырать. «Ветарансем çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» федерллă саккунсемпе Килĕшÿллĕн 2 хваттер, Чăваш Республикин «Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн 1 çемьене хваттер уйăрса панă.
Сăн укерчĕксенче эсир Тойкилтĕ салинче иртнĕ çул туса лартнă Васильевсен пурăнмалли хăтлă çуртне тата çемье членĕсене куратăр. Андрей Евтихеевич шкулта каçхи хуралта ĕçлет,Людмила Вячеславовна вара кунтах техногогие вĕрентет Хĕрĕсем Настя çак шкулти 2 мĕш класса çÿрет, Софья 2 çулта кăна-ха.
Анрейпа Людмила çамрăк çемьесее паракан çăмаллăхпа усă курма шутланă,кредит илнĕ,3 уйăх хушшинче пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма хал çитернĕ.Хыççăн вара каялла тавăрса памалла мар патшалăх субсидине те илнĕ, хальхи вăхăтра çурт-йĕр çаварма çăмăлах мар. Паллах тăван пĕлĕшсен,пускилсен пулăшăвĕсĕр пулман ĕнтĕ. Халĕ вара çĕнĕ çуртра хăтлă та илемлĕ. Çывăх вăхăтрах çамрăксем йăлана кĕнĕ тăрăх çĕнĕ пÿрт ĕçкине тума палăртаççĕ. Килĕшÿпе çураçу ,телей сунар эппин вĕсене çемье пурнăçенче
В.Шапошников.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"