Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » 29 çул дояркăра

17 февраля 2007 г.

 

Калама кăна çăмал. 30 çула яхăн дояркăра вăй хурасси вара пĕртте çăмăл мар. Зоя Никифоровна Ильина вара 1978 мĕш  çулта шкултан вĕренсе тухсан  фермăра еĕлеме тытăннă та,паян кунчченех выльăхсем патĕнче  тăрăшать.
Ленин  ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Шаптакри  сĕт-çу ферминче  тăрăшуллăхпа ,ăсталăхпа палăрса тăракан  ĕçченсем татах çук мар. Кашниех вĕсенчен чи ырă сăмахсене тивĕç.
Эсир сăн-ÿкерчĕкре  Зоя Никифоровна иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе  вĕçлемме пултарнă. Хăйне çиреплетсе панă ушкăнри  кашни ĕнерен  вăл вăтамран  4249 килограмм сĕт суса илнĕ.
 
-Мĕн тунипе  лăпланаса ларас килмет, кăçал татах ÿсĕмлĕрех ĕçлес шухăшлă,-каласа парть  хастар ĕçчен.
Сăмах май унăн упăшки Геннадий Фомич  та ку фермăрах операторта тăрăшать.Ĕçрен пушă вăхăтра мăшăрне  пулăшассине ытлашши тесе шутламасть.Пĕрле шăкăл-шăкăл  килĕштерсе ĕçлеме те кăмăллă,усĕмсем те ун чух пулаççĕ вĕт-ха.
Ильинсен икĕ ача-ывăлпа  хĕр-пăхса  ÿстерсе пурнăç çулĕ  çине кăларнă.
Вĕсем  те ,ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскерсем , хăйсен ĕçченлĕхĕпе  палăрса тăраççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика