20 января 2007 г.
Январĕн 18 мĕшĕнче ял тăрăхĕн кунĕ ăхорнуйĕнче иртрĕ. Малтан палăртнă планпа килĕшÿллĕн, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район администрацийĕн,районти шалти ĕçсен пайĕн тата ытти службăсен ответлă ĕçченĕсен Ленин ячĕпе хисеплененкн хуçалăхра,Хорнуй ял тăрăхĕн территориинчи экономика обьекчесене ,суту-илÿ предприятисенче,вĕрентÿ,культура тата сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче,йĕркеллĕ мар çемьесенче пулса курчĕç,вырăнти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç, еç коллективсен членĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.
ав вăхăтрах ответлă ĕçченсем Тойкилтĕри культура çуртĕнче ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе йышăнчĕç.
Тĕл пулу итогĕсене пĕтĕмлетме кăнтăрла иртни 2 сехетре пурте Тойкилтери культура çуртне пухăнчĕç.
Кунта çавăн пекех ку тăрăхри депутатсен районти пухăвĕн депутачĕсем, депутатсен ял тăрăхĕнчи пухăвĕн депутачĕсем,ял старостисем, вырăнти бюджет учрежденийĕпе предприятисен ертÿçисемпе специалисчĕсем,обществăлла фомированисен ертÿçисем,ял çыннисем килсе çитрĕç.
Тĕл-пулура малтанах ял тăрăхен пуçлхе В.А.Любимова отчет туса пачĕ,малашлăха татса памалли ыйтусем прики чарăнса тăчĕ. Хорнуй ял тăрăхен кунĕн итогĕсене район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх , 131 № Федераллă саккун вăя кĕнĕренпе пĕрремĕш çул çăмăлах килмерĕ. Апла пулинте япăх ĕçленĕ теме çук Çак сăмахсене Хорнуй ял тăрăхĕ пирки те каламалла.
Апла пулин те çАне тавăрсах ĕçлемелле малашне.Çавăн пекех район пуçлăхĕ вĕрентÿ,медицина, культура учрежденийĕсен ĕçне-хĕлне ,вĕсенчи лару-тăрăва та хак пачĕ,пахалăх,йĕркеллĕх,тасалăх, ыйтăвĕсем çинче ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.
Ытти енĕпе те тухса калаçакансем, ыйтусем паракансем пулчĕç. Юлашкинчен пухăннисене Тойкилтĕри культура çурчĕ çумĕнчи эстрада коллетивĕ тата Хорнуйри пултаруллăх ушкăнĕ концерт лартса пачĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"