Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » Кун пек туслӑх сайра

23 января 2017 г.

Илемлӗ вырӑнта ларать Тойкилтӗ ялӗ.  Ӗлӗк  ку ялта чиркӳ пулнӑ. Чиркӳ вырӑнӗнче паянхи кун тӑхӑр ҫул вӗренмелли шкул ларать.Юнашарах – лавкка, инҫех мар – клуб…

   Ялӗ пӗчекрен-ши, туслӑ пурӑнаҫҫӗ Тойкилтӗ ял ҫыннисем. Ӗҫ тума та, савӑнма та пӗлеҫҫӗ. Шыв пӑрӑхӗ юсамалла-и, ҫул такӑрлатмалла-и, е тата урӑх ӗҫ пуҫармалла – кар тӑраҫҫӗ те ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Унпа е кунпа манӑн ӗҫ ҫук, тенине кунта нихӑҫан та илтмен. Нимӗнле ӗҫрен те хӑраса тӑмаҫҫӗ.

   Халӑха пӗрле пулма мӗн е кам кирлӗ? Паллах, сӑлтавӗ тата пуҫарса яракан, ертсе пыракан кирлӗ. Сӑлтавӗсене пурнӑҫ хатӗрлесе пырать. Пуҫаруҫӑсем, ертсе пыма пултаракансем вара – вӑйпитти ҫамрӑксем, арҫынсем. Пурне те ятранах асӑнас килет, пурте ырӑ сӑмаха тивеҫ. Алексей Ярутков, Игорь тата Андрей Сергеевсем, Владимир Саватеев, Владимир Охарин пӗрле пуҫтарӑнса, шӳтле- шӳтле ӗҫ пуҫарса янипех ӗҫ пулать ҫак ялта. Мӗншӗн тесен ыттисеммай пур таран пурте пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

   Ял халӑхӗ вара ҫак пуҫаруҫӑсене, ӗҫре ертсе пыракансене шута хурать. Ахальтен каламан ӗнтӗ: «Пӗччен сурать – типсех пырать, халӑх сурать – кӳлӗ пулать». Тойкилтӗсем ҫинченех каланӑ тейӗн.

   Юрий Сергеевпа Роза мӑшӑрӗ ҫак яла ашшӗ – амӑшӗн тӗп килне таврӑнчӗҫ. Ҫавӑнтанпах вӗсем те ялти ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Юрий нумай канаш парать, хут ӗҫӗсене пурнӑҫлама пулӑшать – пулӑшу ыйт кӑна. Ҫыннӑн йывӑрлӑхӗ ҫине алӑ сулмасть. Вӑл тӑрӑшнипех ялта пӗччен пурӑннӑ ватӑна Алексей Семенова Мӑн Сӗнтӗрти ватӑсен ҫуртне вырнаҫтарма пултарчӗҫ. Нумаях пулмасть вара Юрий пӗччен пурӑнакан А.Егорова пӳрчӗ вут-ҫулӑмра ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн пулӑшма пултарчӗ.

   Пирӗн ялта ҫакӑн пек ҫынсем пурришӗн питӗ савӑнатпӑр эпир. Тойкилтӗри хӗрарӑмсем чӑнах та арҫынсен хӳтлӗхӗнче пурӑнаҫҫӗ. Малашне те ҫапла туслӑ пурӑнасчӗ.

А.Петрякова

Тойкилтӗри ФАП ӗҫченӗ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика