Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх - пурнăçра

23 июня 2016 г.

Июнĕн 26-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери наркомание тата наркобизнеса хирĕç кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ.

Мĕнпе хăрушă-ха наркотик; Ăна час-час йышăнни пăхăнаслăх патне илсе çитерет, ку вара пуç мимине пĕтерсе пырать. Çак процеса каялла тавăраймастăн. Çапла май чир вăраха каять. Вăл çын вилессипе хăрушă тата ăна чăтса ирттересси те питĕ йывăр. Пуç мимине çитнĕ сиенлĕ веществосем мимене "хуратаççĕ", унти ăс-тăн процесĕсене улăштараççĕ - çын пĕтсе пырать.

Наркотик мимене кăна мар, организма пĕтĕмĕшле пĕтерет: иммунитет хавшать, хыççăн пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ органсем (пĕвер, чĕре, пÿресем тата ыт. те) кирлĕ мара тухаççĕ. Наркотика нумай йышăнни юн тымарĕсен шыççи патне, вĕсем хупланса ларасси патне е çынна тытса пăрахасси патне илсе çитерет. Çавăн пекех наркотик йышăнни юна тĕрлĕ инфекци лекме пултарассипе хăрушă: СПИД, В тата С гепатит. Организм хавшакран ытти инфекци те çăмăллăнах ерме пултарать.

Наркотика нумайрах та нумайрах йышăнакан çын унăн дозине ÿстерсех пырать. Ку - вилĕм патне çитмелли чи кĕске çул. Çын ытла пысăк доза йышăннине пула аптăранине специалистсен пулăшăвĕсĕр ирттерме çук, тепĕр чух вара вĕсем те пулăшаймаççĕ.

Наркотик йышăнакансен пурнăçа упрас, сыхлас шухăшĕ çукпа пĕрех, çавăнпа вĕсем хăйсем çине алă хуни те сайра мар пулать. Юлашки вăхăтра наркомансем асапа ("ломкăна") чăтса ирттереймен чух хăйсем çине хăйсем алă хуни час-час пулать. Çав асап наркоманăн наркотик йышăннă хыççăнхи эффект пĕтсен пуçланать, унăн организмĕ тÿрех тепĕр доза ыйтать. Çав вăхăтра çыннăн пуçĕ ыратать, вăл чĕтрет, тарлать, ăна тытса пăрахать тата ыт. те. Çак пулăм нумая тăсăлма пултарать - темиçе талăкран пуçласа темиçе уйăх таранах. Çакăн пек чухнехи тĕрлĕ шухăшсем шăпах хăй çине хăй алă хурасси патне илсе пыраççĕ.

Наркотик йышăнни малаллахи ăру çине те, вăл тăсăласси çине те витĕм кÿрет. Наркомансен хавшак сывлăхлă ачасем çуралаççĕ, вĕсен вăраха кайнă чирсем тата ытти паталоги пур. Çав ачасем ăс-тăн енчен юлса аталанаççĕ. Анчах ача кĕтекен наркоман-хĕрарăмсен нумай чух хырăм ÿкет. Наркомансене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарни те час-часах тĕл пулать, е вĕсем хăйсемех ачисене хăвараççĕ.

А. Строганов,

нарколог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика