Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » «Сад-пахчара вăй кĕнине туятăп»

25 мая 2016 г.

Чăваш çынни мĕн авалтан ĕçчен çынна юратнă, ăна ыттисемшĕн тĕслĕхе тăратнă, унăн ĕçĕпе çамрăксене воспитани панă. Çак ырă йĕрке паян та хăйĕн вăйне çухатман-ха. Ыран Раççейри предпринимательсен кунне уявланă май хамăр енри ĕç çыннипе - Александр Петрович Ванюшкинпа (сăн ÿкерчĕкре) - тĕл пулса калаçма шутларăм. Хăйне предприниматель мар, ĕç çынни тесе хакланипе ытларах килĕшрĕ манăн пĕлĕшĕм. "Эпĕ укçа-тенкĕшĕн мар, ял çыннисем хушшинче сад-пахча ĕçне, унăн культурине аталантарассишĕн тăрăшатăп. Çынсем эпĕ пурнăçа кĕртекен çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăни, вĕсене пурнăçа кĕртессинчен пăрăнса тăманни савăнтарать мана, татах та тăрăшарах ĕçлеме ыйтать. Çакна ăнланса хама пулăшакансемпе тĕллевлĕ вăй хуратăп. Сад-пахчара ĕçленĕ чух хама вăй кĕнине туятăп", - тет паян ăста пахчаçă хăй суйласа илнĕ ĕçшĕн савăннине палăртса...

Хорнуйĕнчи Сад урамĕнчи 23-мĕш çурт тĕлĕ яка та тикĕс пулни кунта килекен йышлине тÿрех палăртрĕ. Кил картине кĕрсен мана хирĕç пахчаран вăтам çулсенчи тата сăн-питрен пăхсанах кăмăллă арçын тухрĕ, пырса алă тытса мĕн çăмăлпа çÿренипе кăсăкланчĕ. Манпа пĕрлех кунта улмуççи хунавĕсем туянма "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин делегацийĕ çитни те урамри манăн сăнава çирĕплетрĕ çеç.

Чăх-чĕп фабрикин ĕçченĕсем 35 улмуççи хунавĕ туянса тухса кайсан, Александр Петровичпа эпир сĕтел хушшине ларса сад-пахча ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçартăмăр.

- Паянхи пурнăçра сад-пахчапа ĕçлес текене чăрмантаракан çукки савăнтарать. Çапла вара эпĕ паян тулли кăмăлпа сада тухатăп, хам ĕçĕмпе ял çыннисене паллаштаратăп, мал ĕмĕтлисене сад-пахча ĕрчетме вĕрентетĕп, ботаника садне пулăшатăп, - терĕ хăй политехника институтĕнчен вĕренсе тухнине иккĕмĕш вырăна хăварса манăн пĕлĕшĕм.

А. Ванюшкинăн сад ĕрчетесси - ăруран ăрăва пыракан йĕрке. Аслашшĕ ку тăрăхра хăй вăхăтĕнче вăйлă пахчаçă пулнипе пĕрлех ашшĕ Петр Родионович та сад ĕçĕнчен катара тăман, 30 çул колхозра пахчаçăра тимленĕ. Сашăна та вăл ачаллах сад-пахчапа туслаштарнă. Çак туслăх вара пурăна киле ывăлĕн сад-пахча юратăвне куçнă.

Çапла вара паян               А. Ванюшкинăн Хорнуйĕнчи темиçе хуçалăхĕнче юмахри пахча кашлать. Унти сукмаксемпе иртсен чăн-чăн ăста алли куç умне тухать. Улма-çырла йывăççисемпе чечек клумбисем, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăранпа эмел курăкĕсем хушшипе ятарлă плита сарнă утма çул выртать. Ăна пĕлсе туни аяккалла ытлашши кĕрсе каймасăрах кашни ÿсен-тăран патне çитме, çут çанталăк илемĕпе киленме май парать. Тепĕр тĕлĕнтермĕш вăл - пахчара теплица çине теплица пурри. Нумай тĕлте пахчаçă ăна алă айĕнчи материалсемпе усă курса хатĕрленĕ.

Палăртса хăвармалла, кил хуçин пахчисенче ниçта та усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕ çук: çутта юратакан ÿсен-тăран - хĕвел питтинче, сулхăна тиркеменнисем - сулхăнра, теприсем теплицăра ÿсеççĕ.

- Мĕншĕн-ха паян ялта пурăнакан кашни çын çĕр улмипе купăста лартса ÿстерессишĕн тăрăшать; Çакă тĕрĕсех мар тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра рынок ытларах ыйтакан, конкуренци çук культурăсемпе ĕçлемелле. Сад ĕрчетесси маншăн ĕç мар - вăйă. Çак вăйăра ăнăçу туса эпĕ январьте Таиландра канса хамшăн çу кунĕсене тăсма пултаратăп. Тĕлĕнетĕр-и, анчах ку вăл манăн пурнăçăмăн чăнлăхĕ, - хăйĕн ĕçĕпе паллаштарса савăккăн калаçать Александр Петрович.

Пахчаçăпа тата Мускавран килнĕ унăн тăванĕпе Дениспа сада тухрăмăр. Хăйсен ĕçĕнчи ăстасем мана çут çанталăк экскурсине илсе кĕрсе кайрĕç. Кунта вара интересли - кашни утăмрах. Акă Инçет Хĕвел тухăçĕнчи элеутерококк (ку илемлĕ, 1,5 метр çÿллĕш ÿсекен тĕмĕрен пурăна киле никам иртейми симĕс карта пулать), Амур бархачĕ (хитре йывăçăн çимĕçĕпе паха эмел вырăнне усă кураççĕ, пурнăç стимуляторне паян Мускавра нумай лартаççĕ), шурă, хĕрлĕ, сирень тата роза тĕслĕ чечеклĕ улмуççисем (вĕсен сорчĕсем 150 ытла), 100 сорт ытла грушăпа 100 сорт ытла виноград кунта килекенсенче çĕнĕ ĕмĕтсем çуратаççĕ, Маньчжури мăйăрĕн тăван çĕршывĕ Инçет Хĕвел тухăç пулсан та вăл Хорнуйĕнчи садра та хăйĕн илемĕпе савăнтарать, женьшень - авалхи пăрлă тапхăртан Инçет Хĕвел тухăçĕнче сыхланса юлнă паха ÿсен-тăран (унăн тĕлĕнтермĕш биологи пахалăхне паян космосра тĕпчеççĕ: çĕр çинчи ытти ÿсен-тăранта пĕр гликозид çеç - пирĕн организма кирлĕ топливо - пулсан, женьшеньре вăл - 25 ), актиниди (вĕсем 3 тĕслĕ: джиральда, коломикта, аргута тата 10 сорт) - пĕчĕк киви паракан явăнса ÿсекен ÿсен-тăран, çу уйăхĕн вĕçĕнче малтанхи çырлапа савăнтаракан, сывлăхшăн питĕ усăллă жимолость т. ыт. те.

Эпир садра çÿренĕ чух Александр Петрович патне кĕсье телефонĕпе шăнкăрав пулчĕ. Элĕк хĕрарăмĕ чечекре ларакан йывăç евĕр "Черный самурай" яппун пионне курма килесшĕн иккен.

- Пурнăç ырă еннеллех улшăнать. Çынсен аталанăвĕ те çĕнĕ шая çĕкленет. Вĕсем, авă - хăвăрах куратăр - чечек илемне курма 50 километрлă çула тухма та иккĕленсе тăмаççĕ, - терĕ пахчаçă тюльпансемпе йĕрекен лиственница, шар евĕр курăнакан йăмра, сăртлă-туллă вырăнта ÿсекен хыр, ылтăн туя, Хĕвел анăç туя илемĕсемпе паллаштарса иртнĕ май...    

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика