Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » Çын пуласси ачаран паллă

01 июня 2016 г.

Кашни ача çут тĕнчене уйрăм çын пулса килет. Пĕрисем - питĕ пултаруллă, теприсем - çук, пĕрисем илемлĕ сăн-питлĕ, теприсем - ытлах мар, пĕрисем - сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, теприсем - хавшак, пĕрисем хăюллă, теприсем - вăтанчăк, пĕрисем - калаçма ÿркенменнисем, теприсем - чĕмсĕр, пĕрисем питĕ ăслă-тăнлă, теприсем - вăтам ăспа... Çавăнпа та кашни ашшĕ-амăшĕн тĕп тĕллевĕ - ачана çак пурнăçра хăйне уçса пама пулăшасси.

Мĕн кирлĕ-ха çак тĕллеве пурнăçлама;

Пĕрремĕшĕ - ачана ниме пăхмасăр юратни, ăна Турă мĕнле панă - çавăн пек йышăнни. Ашшĕ-амăшĕ ачана юратнине ача питĕ сисет, çапла хăйне шанчăклă, ăнăçлă, телейлĕ туять, хăйне тĕрĕс хаклать. Хăйне шанни ăна пултарулăхне уçса пама тата ытларах май парать. Ачалăхра ашшĕ-амăшĕн юратăвне курманнисем вара хăйсем те юратма пĕлсех каймаççĕ, юратăва тĕрĕс йышăнма та пултараймаççĕ, хăйсен вăйне шанмаççĕ, ыттисене те.

Иккĕмĕшĕнчен, ачана ăнăçлă çын тăвас тесен, ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачишĕн авторитет пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытни, пĕлĕве ÿстерме ăнтăлни, ума тĕллевсем лартни тата лайăххине шанни - аслисенче çакă пĕтĕмпех пулмалла. Ача амăшĕ хăйĕн туйăмĕсене ачине мĕн чухлĕ ытларах парнелет, ача çавăн чухлĕ çирĕпрех ÿсет.

Виççĕмĕш услови - ашшĕ-амăшĕн вĕрентсе каланă сăмахĕсем вĕсен хăйсен ĕçĕсемпе, туйăмĕсемпе пĕр килмелле.

Тăваттăмĕшĕнчен, ачана тимлĕх уйăрмалла, унăн интересĕсене ăнланмалла. Ача ăна ашшĕ-амăшĕ кирек мĕнле лару-тăрура та ăнланнине, пулăшнине туять пулсан, вăл чи малтан яланах вĕсенчен пулăшу ыйтать, юлташĕсемпе ытти пĕлĕшĕсенчен тата "урамран" мар.

Пиллĕкмĕш йĕрке - ачана пурнăçпа пĕтĕмĕшле кăсăклантармалла: çынсемпе, çут çанталăкпа, пĕлÿпе. Çак ăна хăйне кăна юратакан çын пулса ÿсессинчен хăтарса пырать. Ачан интересĕсем тĕрлĕ енлĕ пулни ăна пурнăç çине туллинрех те анлăрах пăхма, çынсемпе туслăрах хутшăнма, пурнăçра хăйне çирĕпрех туйма пулăшать. Вăл яланах çĕннине пĕлме ăнтăлать.

Улттăмĕшĕ - ачана туслăх мĕнне вĕрентни. Ачан шанчăклă юлташсем пулччăр тесен, ăна тепĕр çынна, вĕсен лару-тăрăвне ăнланма, пулăшма хатĕр пулма вĕрентмелле, хăйĕн айăпне ăнланса йышăнма тата каçарма хăнăхтармалла. Çакна ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартмалла.

Тепĕр услови - ачана хăйĕн вăйне ытларах шанма хистенине ăна ĕненнипе кăтартса пани. Ашшĕ-амăшĕ ачана шанать, ĕненет пулсан, ача пурнăçра тĕкĕ пуррине яланах пĕлсе тăрать. Çакна май пурнăçри кирек епле лару-тăруран тухмалли мелсем хăй шырама хăнăхать, хăюллăрах ÿсет.

Ашшĕ-амăшĕн ача хăй тĕллĕн татса пама пултарайман лару-тăрăва кăна хутшăнмалла. Ачашăн пур проблемăна та татса памалла мар. Ачан хăйĕн шухăшламалла.

Çавăнпа та ачана, вăл тивĕçлĕ пулсан, мухтамалла. Мухтани ăна татах хавхалантарĕ.

Психотерапинче "ачара çук пахалăхсене саплаштарасси" текен ăнлав пур. Сăмахран, ачана вĕренÿре йывăртарах пулсан, унăн ал ĕç ăсталăхне атлантармалла, ача мĕшĕлтирех пулсан, ăна спорта явăçтармалла тата ытти те. Çапла кашни ача хăйне хисеплеме тытăнать.

Л. Иванова,

ача-пăча психотерапевчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика