Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » Шыва кĕме тĕплĕ хатĕрлен

01 июня 2016 г.

Ачасен шыва кĕнĕ чух мĕнле правилăсене пăхăнмалла?  Мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла?

Çак ыйтусене район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Г. ЛЮБИМОВ хуравларĕ:

- Ăшă çу кунĕсем пысăк тимлĕх ыйтни пирки никамăн та манма юрамасть. Çакна ăнлансах Раççейри Федераци саккунĕпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ-хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулта çуллахи шыва кĕмелли вăхăт çывхарнă май пирĕн район администрацийĕ те çуллахи шыва кĕмелли тапхăрта районти пĕвесемпе кÿлĕсенче хăрушсăрлăха пăхăнас йĕрке çинчен ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче хушу кăларчĕ. Хускатнă ыйтусен вăхăчĕ çитнине кашниех куратпăр. Унта палăртнă тăрăх çу кунĕсем тата шыва кĕмелли вăхăт çитнĕ май çывăх вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырăнсенче çак ĕçсене туса ирттермелле е пурнăçламалла?

- шыва кĕмелли вырăнсене палăртса нормативлă право акчĕсем хатĕрлесе йышăнмалла;

- шыв çинчи хăрушсăрлăхпа ĕç планĕсем туса хатĕрлемелле;

- ял тăрăхĕсенче шыва кĕмелли тапхăрти хăрушсăрлăх йĕркипе ларусем ирттермелле;

- шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлесе унти кану йĕркине йĕркелемелле;

- шыва кĕмелли вырăнсене тĕрĕслесе тухмалла;

- çынсем массăллă шыва кĕнĕ вырăнсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе профилактика стенчĕсем уçмалла;

- халăха шыва кĕме юраман вырăнсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă маларах пĕлтермелле;

- шывра нумай ан пулăр;

- çырана ачасене пĕччен пăрахса ан хăварăр;

- ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр;

- паллă мар вырăнта шыва ан чăмăр;

- хумсем вăйлă пулсан тата аслатиллĕ çумăр чух шыва ан кĕрĕр;

- массăллă шыва кĕмелли вырăнсенче ял тăрăхĕн активĕнчен тата медицина ĕçченĕсенчен дежурствăсем йĕркелемелле;

- массăллă информаци хатĕрĕсем урлă шыв çинчи хăрушсăрлăх правилисемпе тăтăш калаçусем ирттермелле.

Çĕртме уйăхĕнче "Шыв çинчи хăрушсăрлăх уйăхĕ" ирттересси те районта пурăнакансен шыв çинчи пĕрлехи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика