26 ноября 2015 г.
Районти нумай функциллӗ центртан пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак вӑхӑтра кунта федераци ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен патшалӑх услугисемпе те усӑ курма май пур. Ҫакӑ куҫман пурлӑха сутасси-туянассипе тата унӑн харпӑрлӑх правине патшалӑх регистрацийӗ тӑвассипе, пурлӑха патшалӑх кадастр учетне тӑратассипе, куҫман пурлӑх правин пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче сведенисем илессипе, куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрне кӗртнӗ сведенисене илессипе, ҫын 20 е 45 ҫул тултарнӑ май, паспортри даннӑйсене терлӗ улшӑнусем кертнӗ чухне РФ гражданинӗн паспортне улӑштарассипе, ют ҫӗршыв паспортне илессипе ҫыхӑннӑ.
Ҫӳлте асӑннӑ менпур услугӑпа тивӗҫтернӗшӗн патшалӑх пошлини тӳлемелле пулать. 2015 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен бюджет классификацийӗн ҫӗнӗ кочӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑнпа та услугӑпа тивӗҫтерме МФЦ-на пырас пулсан, патшалӑх пошлини тӳлемелли квитанцие МФЦ-ра кӑна илме тивет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"