25 марта 2015 г.
«Тойкилтӗри ача сачӗ пулнǎ ҫурт халӗ пушǎ ларать. Шкулта вӗренекенсем те сахал кунта, пӗчӗк ачасем те ушкǎн уҫмалǎх ҫук. Ҫак ҫуртǎн ҫивиттийӗ япǎхнǎ кǎна, анчах та ǎна юсасан усǎ курма пулать.Ватǎ ҫынсене пурǎнмалли е ҫакна майлǎ урǎх учреждении йӗркелеме пулмасть-ши кунта!» - Хорнуй ял тǎрǎхӗнче пурǎнакансен шухǎшне пӗлтерсе информации кунӗнче ҫак ыйтǎва пачӗ шкулти учитель И.Сергеев. Ку ыйтǎва, паллах, вырǎнта татса пама май ҫуккине ǎнланчӗҫ Тойкилтӗ клубне пухǎннǎ ҫынсем. Ыйтǎва министерствǎсен шайӗнче татса памалласкер пулнǎран, информации ушкǎнӗн ертӳҫи – Шупашкарти политехника институчӗн директорǎн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Акимов ǎна кирлӗ ведомствǎна ҫитерессе шантрачӗ.
Тепӗр ыйтǎвне вара ҫынсем ыйтнипе депутатсен районти Пухǎвӗн депутачӗ А.Сидюшкин пачӗ: виҫӗм ҫул уҫнǎ фельдшерпа акушер пунктӗнче сивӗ-мӗн. Чǎнах та, Александр Акимов, район администрацийӗн ӗҫӗсене туса пыраканӗ Александр Краснов тата Хорнуй ял тǎрǎхӗн пуҫлǎхӗ Манефа Колесникова ку фельдшерпа акушер пунктӗнче хǎйсем те пулса курчӗҫ. Ушкǎн ҫитнӗ ҫӗре кунта сивӗччӗ. ФАП ӗҫченӗ каланǎ тǎрǎх ǎшǎ хуранӗ ӗҫлемест иккен. Ку ыйтǎва татса парас тӗллевпе тӳрех Муркаш район тӗп больницин тӗп врачӗпе Н.Кожевниковпа ҫыхǎнчӗҫ. Николай Алексеевич ҫийӗнчех кǎлтǎка пӗтерме шантарса каларӗ.
Информаци кунӗнче панǎ ыйтусем яланах пысǎк пӗлтерӗшлӗ, анчах та Аслǎ Ҫӗнтрӳ 70 ҫул тултарнине халалласа кǎларнǎ астǎвǎм медалӗсемпе тивӗҫлӗ ҫынсене чысланин – Ҫӗнтрӳ тунǎ ǎрǎва сума суннин- пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысǎк. Хорнуй ял тǎрǎхӗнчи 30яхǎн хисеплӗ ватта ҫак медальпе чысларӗҫ информации кунӗнче. Республикǎри, районти тата вырǎнти лару-тǎрупа та паллаштарчӗҫ.
Информаци ушкǎнӗпе тел пулма клуба ватǎсемпе пӗрлех ачасем те чылаййǎн пухǎннǎччӗ. Апла ǎрусен ҫыхǎнǎвӗ пур-ха кунта. Паянхи куна акǎ хǎй вǎхǎтӗнче концлагерьте пулма тивнӗ Алексей Павловǎн та, вǎрҫǎ вǎхǎтӗнче Ленинграда икӗ вакун сысна (какйне маар – чӗррисене!) тиесе кайнǎ Анна Соколован та каласа памалли пайтах. Пӗлмелле пирӗн ҫак чǎнлǎха, унсǎр историе тӳнтерле каласа пани ачасем патне часрах ҫитме пултарать.Ҫакǎн пирки те аса илтерчӗҫ ответлǎ ертӳҫӗсем.
«Путь Ильича» агрофирмǎра пулса унти ҫамрǎк трактористсемпе, инженерсемпе те калаҫрӗ информации ушкǎнӗ. «Ҫамрǎксем ял хуҫалǎхӗнче тытǎнса тǎни, кǎмǎлтан ӗҫлени сайра хутра тӗл пулать. Муркаш тǎрǎхӗнчи ӳкерчӗке курса савǎнтǎм. Ҫамрǎксем квалификации ӳстерессипе те тǎрǎшаҫҫӗ. Маттур», - тесе хакларӗ А.Акимов агрофирмǎн машинǎпа трактор паркӗнчи ҫамрǎк специалистсемпе калаҫнǎ хыҫҫǎн.
Кунти ҫамрǎк инженер Алексей Воробьев фермерсене паракан пулǎшупа, конкурссемпе интересленчӗ. А.Акимов республикǎри Ял хуҫалǎх министерствинче ку тӗлӗшпе шǎпах апрелӗн 15-мӗшӗччен конкурс пынине аса илтерчӗ.
Тепӗр палǎрǎмлǎ самант пирки те каласа хǎвармалла. Республикǎра пуҫланнǎ «Ачалǎх ячӗпе, ачалǎхшǎн» ыркǎмǎллǎх марафонӗ пуҫланнине палǎртса Тойкилтӗре те ҫак марафона официаллǎ старт пачӗҫ. Ӑна шкул ачисем Ҫӗнтерӗве ҫывхартнǎ ҫынсене парнеленӗ концертран пуҫларӗҫ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"