28 декабря 2013 г.
СУРĂХăн характерĕ çитес çул лайăх енне улшăнмасть, çакна тăван-хурăнташĕ та асăрхама пуçлать. Ытла та хăвăрт «вĕресе» каякан Сурăхшăн çулталăк çăмăл мар, хăйне майлă иртет. Пурнăçра вĕсем хăйсен саккунĕсемпе йĕркине туса пыраççĕ, тепĕр чух çакăншăн ответ тытма та тивет. Тăван-пĕтенĕн вара çакăн пек çынпа пурăнма хăнăхмалла, чăтăмлă пулмалла. Пурнăçри, хутшăнусенчи йывăрлăхсем çулталăк вĕçленсе пынă май пĕтсе пырĕç.
ВĂКĂРа Лаша çулталăкĕ темĕн те вĕрентĕ. Пуринчен ытла вара ăна асăрханулăх кирлĕ пулĕ. Вăкăр хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ лару-тăрура кăтартма пултарĕ, анчах та кÿрентерекен самантсем те пулаççĕ. Çавăнпа та кашни лару-тăрăва тĕрĕс хаклама пĕлмелле. Хăй лайăх ĕçлекен пулнине Вăкăрăн çулталăк пуçлансанах ĕнентерме тивĕ, çапла вара - йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма та. Çемьепе ĕç хушшинче тĕрĕс «пайланмалла», унсăрăн иккĕшне те çухатма пулать.
ЙĔКĔРЕШСЕМ хăйсене мĕн кирлине лайăх туяççĕ. Çулталăк ĕçри ăнăçусемпе, хастарлăхпа тата активлăхпа палăрĕ, анчах та Йĕкĕрешсен аталанăвне çемье ура хурĕ, мĕншĕн тесен вăл çемьене тимлĕх уйăрма пăрахать. Çапла ан пултăр тесен çемьепе карьерăран пĕрне суйлама тивĕ. Малтанхи ĕç-хĕл вара çулталăкĕпех хăйĕн çинчен аса илтерсе чăрмав кÿрет. Пысăк должноçлă ĕçе вырнаçма тата юратнă çынпа хутшăнусем йĕркелеме пулмасть.
РАКа çитес çулталăк ку таранччен çитмен лăпкăлăха парнелет. Вĕсем хăйсен вăйне шанма пуçлĕç. Ракăн кирлĕ чух «çук» тесе калама тата çынсене «уйăрса илме» пĕлмелле. Кунсăр пуçне çемьене тата ĕçе пĕр-пĕринпе пăтраштармалла мар: ăна та, кăна та çителĕклĕ вăхăт уйăрмалла. Лаша Рака пысăк витĕмлĕ те опытлă çынпа паллаштарĕ, тен çак çын пурнăç çулне кăтартса пыраканĕ, ăна аталанма пулăшаканĕ пулĕ. Çакă вара вăхăтран вăхăта Раксене питĕ кирлĕ.
АРĂСЛАН çитес çул та хăйĕн çирĕп йĕркинех пăхăнать. Вăл питĕ пуçаруллă та активлă пулĕ, анчах та чеелĕх çитмест. Ĕçре питĕ влаçлă, килте юратнă çынпа питĕ йăваш пулĕç. Арăсланăн ĕçре те, килте те йывăрлăхсем пулмĕç. Çулталăк варринче унăн хăйĕн çирĕплĕхне кăтартса пама тивĕ. Вăхăтра çирĕп пулманни юратнă çынна тата çемьери лăпкăлăха çухатни патне илсе çитерме пултарать.
ХĔРе çăмăл çулталăк кĕтмест. Вăл ытларах чух чееленмест, çынна шанать, çавăнпа та ÿкĕнмелли пулма пултарать. Хĕрсен ытлашши вĕчĕрхенме те кирлĕ мар. Вĕсем юнашар çынсемпе час-часах сăмахпа тавлашма пултараççĕ, анчах та çакă пĕтĕмпех хăйсене, çемйине хÿтĕлессипе çыхăннă. Çывăх çынсемпе хутшăнусем питĕ лайăх пулмасан та, вĕсем Хĕрĕн юратăвне туяççĕ. Çулталăк улшăнусен вăхăчĕ пулĕ: Хĕр пурăнмалли вырăна, гражданлăха улăштарма, йыш хушма та пултарĕ. Кирек мĕнле улшăну та уншăн усăллă пулмалла.
ТАРАСАна чăннипех те ăнăçу кĕтет. Лашан ыр кăмăллăхĕ, чеелĕхĕ, пуçланă ĕçе вĕçне çити пурнăçлани çитес çул питĕ кирлĕ пулать. Карьера ÿсĕмне тăвассинче хăйсен чи лайăх енĕсене кăтартса пама тÿр килĕ. Тараса килĕшнĕ кирек хăш çынна та хăй майлă çавăрма пултарать, çавăнпах 2014 çул тĕрлĕ «историпе» те пуян пулĕ. Ют çĕр-шывра вара вăл хăйĕн «çуррине» тĕл пулма пултарĕ.
СКОРПИОНшăн обществăлла пурнăçра та, çемьере те çулталăк питĕ тухăçлă пулмалла. Çулталăк пуçламăшĕнчех вăл пурнăç условийĕсем тивĕçтерменрен, çавна пула малалла аталанма май çуккишĕн вĕчĕрхенме тытăнĕ. Чылай ĕçе ăспа мар, чĕре хушнă пек пурнăçламалла пулса тухĕ. Скорпионăн кахалланмалла мар, мĕн пуррине çухатасран шикленсе малалла утма хăрамалла мар. Малтанхи çур çул йĕркесĕр, асар-писер çанталăк пек иртет пулсан иккĕмĕш çур çулта лăпкăлăх çитет.
УХĂÇĂ Лаша çулталăкĕнче пĕр тикĕс шăвакан пурнăçпа пурăнмасть. Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ сĕнÿсем пулĕç, анчах та Ухăçă нимĕнле сĕнĕве те йышăнмасть, хăйĕн пурнăçне улăштарма васкамасть. Мĕн пуррине çухатасран шикленсе вăл хăйĕн телейне те алăран вĕçертме пултарать. Юратура Ухăçăн хăйĕн юлташне пăхăнма тивет, çавăнпа та вĕсен малашлăхĕ те юлташĕн сăмахĕ мĕнле пулнинчен килет. Çакăн пек çăмăл мар лару-тăрура Ухăçăн ĕçре те йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Апла пулсан йĕркеллĕ мар хутшăнусене татмалла.
ТУ КАЧАКИшĔн çулталăк питĕ усăллă иртĕ: çĕнĕ паллашусем, çĕнĕ хутшăнусем, çĕнĕ ĕç-хĕл. Лаша та Ту качаки пекех асăрханулăхпа, ырă ĕçсем тунипе палăрса тăрать, çавăнпа та Ту качакин çитес çулталăкра алă усса ларма вăхăт пулмĕ - çĕнĕ ÿсĕмсем çĕнсе илмелле. Ту качаки çĕнтерме май çук лару-тăрура та хăйне валли усă тăвĕ. Харпăр хăй пурнăçĕнче те пĕтĕмпех лайăх, çапах та вĕсен юратнă çыннăн чĕрине çĕнсе илессинче çирĕп конкуренци пулĕ.
ШЫВТĂКАНа пысăк ăнăçусемех кĕтмеççĕ. Вĕсем хăйсене пушă пек туяççĕ, çакă вара сывлăх çине те, аталану çине те, çывăх çынсемпе хутшăнасси çине те япăх витĕм кÿме пултарать. Шывтăкан хăйне ăнланманнине туять, çакна пула тĕрлĕ проектсем вăхăтлăх чарăнса ларма пултараççĕ. Çакă уйрăмах пултаруллă çынсене пырса тивет - вĕсем кризис патне пырса тухаççĕ. Чунри пушăлăх юнашар юратнă çын пулманнипе те çыхăннă. Çуркунне ку тĕлĕшпе лару-тăру майлашăнма тытăнать, çĕнĕлĕхсен тапхăрĕ пуçланать. Сăмах май каласан ку çĕнĕлĕх çемьеллĕ Шывтăкансене те пырса тивĕ - вĕсен айккинчи «ĕçĕсем» çиеле тухма пултараççĕ.
ПУЛĂСЕМ Лаша çулталăкĕнче çĕнĕ статуслă пулĕç. Хăйсен юратăвне тупнисем пĕрлешме те шухăшлĕç, çемьере тен ача та çуралĕ. Çулталăкĕпех пысăк событисем пулаççĕ. Ку таранччен ĕç çухатма хăранă Пулăсем çитес çул ăна çăмăллăнах улăштарма, хăйĕн ĕçне пуçлама та пултараççĕ. Пулăсем пурăнмалли вырăна та, гражданлăха улăштарассинчен те пăрăнмĕç. Командировкăсем, çул çÿревсем сахал мар пулмалла. Юратакан çынсем вĕсене тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"