Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » Нумай ачаллă çемье ку çĕр çинче çурт лартĕ

23 ноября 2013 г.

Нумай ачаллă çемье ку çĕр çинче çурт лартĕ

 

Çитес вырсарни кун Ача амăшĕн кунне паллă тăватпăр. Муркашра пурăнакан виçĕ ача амăшĕшĕн Н.Грачевашăн  кăçал чăннипех те тем пысăкăш савăнăç пулчĕ. Кăçал Грачевсен çемйинче виççĕмĕш ывăл çуралчĕ.  Иртнĕ кĕçнерни кун вара ку  нумай ачаллă çемьене çурт лартма тÿлевсĕр  çĕр илме май паракан сертификата пачĕç. Çак паллă кунпа Грачевсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталья Тимофеева, министра пулăшаканĕ Инна Волкова саламларĕç.

- Сирĕн çемьере яланах юратупа тату пурнăç хуçалантăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем малалла та çитсех пыччăр, - терĕ Ростислав Николаевич, Грачевсене 10 соттăй çĕрлĕ пулма ирĕк паракан сертификата панă май (сăн ÿкерчĕкре). Грачевсен 3 ывăлне те парнесем парса кăмăлĕсене çĕклерĕ.

Чи малтанах çакна палăртмалла. Юлашки çулсенче çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курассипе пирĕн районта питĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Хаçат вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха, Катькас ял тăрăхĕнче вырнаçнă 118 га çĕрпе тĕллевлĕ усă курас  ыйтупа пирĕн районта республика шайĕнчи канашлу иртнĕччĕ. Ăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй ертсе пынăччĕ. Ун чухне Михаил Васильевич пирĕн районта çĕрсемпе йĕрке тăвас пуçарăва ырланăччĕ. Катькас ял тăрăхĕнчи 118 га лаптăк çĕре Муркаш районĕпе Шупашкар хулинче пурăнакан нумай ачаллă çемьесем валли  çуртсем лартма уйăрма йышăнса хăварнăччĕ.

Çак йышăну  пурнăçа кĕчĕ ĕнтĕ. Асăннă 118 га çĕре нумай ачаллă çемьесем валли çурт лартма пама  Муркаш район тата Шупашкар хула администрацийĕсен муниципаллă харпăрлăхне куçарнă.  Грачевсене панă 10 соттăй çĕр те шăп та лăп çак вырăнта.  Нумай ачаллă çемье вара питĕ хавас хăйсене çак тăрăхра çĕр уйăрса панăшăн. Тавралăхĕ те илемлĕ кунта, Шупашкар та çывăхрах.

- Тем пысăкăш тав Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республикăн пурлăх тата çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министерствăна тата район администрацине пире çурт лартма çĕр çакăнта уйăрса панăшăн, - терĕ Надежда Юрьевна.

Муркашра 2 пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнакан çемье çитес çулла кунта пĕр ывăлĕ валли çурт лартма пуçлама шутлать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çакна та палăртрĕ. Çак Катькаспа Шомик хушшинчи лаптăкра нумай ачаллă çемьесене çурт лартма тата 0,1 гектаршар тата 111 çĕр лаптăкĕ хатĕрлеççĕ. Пурĕ вĕсем 23 га йышăнĕç. Çавăн пекех ача садне, ытти объекта, инженери инфраструктурине тума та çĕр уйăрнă.

Инженери инфраструктурине вара Шупашкар хулипе Муркаш район администрацийĕсем тунă килĕшÿ тăрăх  Шупашкар хула администрацийĕ хăйĕн укçи-тенкипе тăвать.

Çакна та хушса каламалла. Малашне çак 118 га лаптăк çинче Шупашкар хулипе Муркаш район администрацийĕсем тунă  килĕшÿсемпе 856 уйрăм çыннăн çурчĕ пулмалла. Ку вăл учета тăнă нумай ачаллă çемьесен 75 проценчĕ пулать.  Çавăн пекех йÿнĕ, сахал хутлă  (3 хут таран)  пурăнмалли çуртсем 22 блок-секци, 280-шар вырăнлă 2 ача сачĕ, 1200 вырăнлă пĕр шкул, магазинсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсем, автостанци, ФАП тата ытти объектсем пулмалла.

Çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курас ыйтăва иртнĕ эрнере Шупашкарта пулнă Раççей Федерацийĕн Атăл çи федераци округĕнчи ĕç тăвакан органсен канашлăвĕнче те пăхса тухрĕç. Унта нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва та тишкерчĕç. Раççей Федерацийĕн Атăл çи федераци округĕнчи ĕç тăвакан органĕсен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Ассоциацине туса хунине питĕ вырăнлă тесе палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Çĕр хутшăнăвĕсенче тахçанах йĕрке тумалла пулнă. Çакна пĕр-пĕринпе калаçса тума тата та çăмăлтарах», – терĕ унта Михаил Васильевич Ассоциаци пирки.  Республика Пуçлăхĕн сăмахĕсене шута илсен, пирĕн Муркаш район администрацийĕ çĕр ыйтăвĕсенче               йĕрке тăвассипе пурнăçран юлманнине, унтан та ытларах, ытти çĕртинчен чылай маларах пуçланине кăтартса парать. Çак 118 га çĕре унпа саккуна пăсса усă куракансенчен «туртса» илсе, унпа тĕллевлĕн усă курма пуçлани вара - Муркаш район администрацийĕ  ку енĕпе тунă ĕçĕн малтанхи результачĕсенчен пĕри.

Пĕтĕмпе вара районĕпе çĕр илме кăмăллă нумай ачаллă 79 çемье  учетра тăрать. Çак çăмăллăхпа  усă курма тивĕçлисем 244 çемье. 24 çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. 2 çемье çурт тума ирĕк илнĕ. Ăна тума пуçланă. 1 çемье вара илнĕ çĕр лаптăкне сутнă. Çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ вырăнсенче инженери инфраструктурине тăвассипе йывăрлăх çук. Вĕсем юнашарах.

Л. ТУКТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика