23 октября 2013 г.
Остеопороз – шăмă çирĕплĕхĕ чакнипе тата вăл хуçăлас хăрушлăх пысăк пулинпе çыхăннă чир. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ палăртнă тăрăх çак чир анлă сарăлнисен шутĕнче – юн тымарĕсен, шыçă чирĕсем, сахăр диабечĕ хыççăн тĕнчере тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Тĕнчери кашни виççĕмĕш хĕрарăм тата кашни саккăрмĕш арçын çак чирпе аптăрать. Юлашки çулсенче Раççейре те çак чир сарăлсах пырать. Экспертсем каланă тăрăх çак чирпе пирĕн çĕр-шыври хĕрарăмсен 33 проценчĕ тата арçынсен 24 проценчĕ чирлет-мĕн.
Чир пуçланнă хыççăн чылай вăхăт палăрмасан та пултарать, нумай чухне ăна çурăм шăмми е пĕçĕ шăмми хуçăлнă хыççăн кăна диагноз лартма пулать. Шăмăсем патрак та хăвăрт хуçăлни остеопороз чирĕ аталанма пуçланнине пĕлтерет. Çакнашкал чухне шăмăсем йывăрах мар суранлансан та, сăмахран, çĕр çине ÿксен хуçăлаççĕ. Остеопороз чирĕ пулсан вара йывăр тиевсем йăтнă чухне, транспортра вăйлă силлесен çурăм шăммин сыпăкĕсем те хуçăлма пултараççĕ. Ытларах чух вара пĕçĕ шăмми хуçăлни тĕл пулать, уйрăмах хавшак сывлăхлă ватă çынсен.
Остеопороз чирĕ мĕнле сăлтавсене пула ытларах аталанма пултарать-ха; Çыннăн шăмăра минерал çирĕплĕхĕ пĕчĕк, эндокрин чирĕсем пур пулсан шăмă чирĕ те часах вăй илме пултарать. Палăртрăмăр ĕнтĕ, хĕрарăм организмĕ ку чире ытларах парăнать. Çывăх тăвансем хушшинче остеопорозпа чирлекенсем пурри те хăйĕн ырă мар витĕмне кÿрет. Остеопороз эпир хамăр мĕнле пурнăç йĕркине тытса пурăннинчен те килет. Çапла вара организмра кальци сахал пулни, D витамин çитменни те шăмăсен патраклăхĕ патне илсе çитерме пултарать. Çак чире аталанма пулăшакан факторсенчен тепри вăл – пирус туртнипе эрех ĕçни. Хускану сахал туни, пĕрмай ÿкни тата ытти факторсем те чире аталанма май параççĕ.
Çавăнпа та остеопороз чирне асăрхаттарас тесен кашни çыннăнах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Транспортпа çÿрессине, май пур пулсан, çуран утнипе ылмаштармалла. Хĕрарăмсен менструаци циклĕ епле пулнине асăрхасах тăмалла, çур çулта пĕрре гинеколог патĕнче тĕрĕсленмелле. Пурнăç тăршшĕпе ĕç хускану тăвассипе çыхăнман пулнă пулсан кайран хускану тăвасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ĕç ÿт-пĕвĕн активлă хусканăвĕпе çыхăннă пулсан вара лăпкăн уçăлса çÿрени, ташлани тата мышцăсене туртăнма май паракан хусканусем туни вырăнлă.
Кофе, эрех ĕçни, пирус туртни, апат ытлашши çини тата врач рецепчĕсĕр эмел тĕлсĕр ĕçни, уйрăмах антибиотиксем йышăнни, остеопороз патне илсе çитерет.
Организма кальци тата минерал веществосем яланах тата çителĕклĕ кирлĕ. Шăмă çирĕплĕхĕ мĕнле пуласси вĕсенчен килет. Çавăнпа та кальци тата D витамин пур продуктсем çимелле. Кусем вĕсем – сĕтрен хатĕрленĕ продуктсем, пулă, купăста, брокколи, мăйăр, укроп-петрушка тата ытти техĕмлĕ симĕс ÿсен-тăран. D витамин пулăра, пулă çăвĕнче, çăмарта сарринче пур. Çавăн пекех хĕвел пайăркисем те организма D витамин туса кăларма пулăшаççĕ.
Çыннăн остеопорозран çак йĕркепе асăрханмалла, медицина тĕлĕшĕнчи сиплеве вара врач палăртать.
И. Софронова,
терапевт врач.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"