16 марта 2009 г.
Анне… Мĕн тери ырă та ачаш сăмах. Ача калаçма пуçласан çак сăмаха пĕрремĕш калать. Анне пирĕншĕн чи çывăх çын. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхласа тăрать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме , ĕçе юратма,
ваттисене хисеплеме вĕрентет.
Манăн анне 19 çул хуçалăхра бухгалтер пулса ĕçлет.Ăна пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ. Вăл питĕ ырă, тÿрĕ кăмăллă.Ирхине ирех тăрать те выльăхсене тăрантарать, пире пиччепе иксĕмĕре шкула ăсатать.Каçхине пире уроксем тума пулăшать.Кашни кунах шкулта мĕн пулса иртнине , мĕнле вĕреннине
ыйтса пĕлет.
Эпир те ăна питĕ хытă юрататпăр, хисеплетпĕр , ялан тенĕ пекех килти ĕçсене тума пулăшатпăр. Мĕн тери лайăх аннесем çĕр çинче пулсан! Атте-аннерен хакли никам та çук.
,
Светлана Владимирова
Тойкилтĕ шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен