16 марта 2009 г.
Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистранран кăларнăранпа 20 çул çитнине халалласа нумаях пулмасть Тойкилтĕ шкулĕнче шкулта вĕренекенсемпе воин - интернационалистсен тĕл пулăвне ирттерчĕç.Малтанах 9-мĕш класра паттăрлăх урокĕ пулчĕ. Ун хыççăн шкул ачисемпе вĕрентекенсем тата хăнасем шкул залне пуçтарăнчĕç.
Саванасла ă тĕл пулăва шкул директорĕ И. А. Сергеев уçрĕ. Вăл шкулта историе вĕрентнĕ май Афган вăрçи пирки каласа пачĕ.Кайран вара афганецсене сăмах пачĕç.
Платкасси ялĕнчи А.Н. Иванов , Мăн Шаптакра çуралнă , халĕ Муркашра пурăнакан С.В.Андреев (иккĕшĕ те хăй вăхăтĕнче Тойкилтĕ шкулĕнче вĕреннĕ).Çурлатринче çуралнă В.Г. Максимов (халĕ вăл та Муркашра пурăнать) çар службине тепĕр хут аса илчĕç , пĕрле
пулнă юлташĕсем , вăрçăри йывăр самантсем пирки каласа пачĕç. Шкулта вĕренекен арçын ачасене спортпа туслă , дисциплинăллă пулма , ĕçе юратма , сывă пурнăç
йĕркине тытса пыма , çĕр -шыва юрăхлă çынсем пулма сĕнчĕç аслă юлташĕсем.
Шкул ачисем те парăмра юлмарĕç. Вĕсене 4-мĕш класра вĕренекенсем тата шкулти
«Веселые нотки» ансамбле çÿрекенсем юрăсемпе саламларĕç. Асăнмалăх шкул коллективĕ
афганецсене парнесем парса чысларĕ, пĕрле сăн ÿкерĕнчĕç.
Юлашкинчен Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А. Любимова та воин- интернационалистсем ячĕпе сăмах тухса каларĕ. Пурне те çак кун ячĕпе саламларĕ,
çирĕп сывлăх сунчĕ.
Ю. Евстафьева
Тойкилтĕри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе верентекен.